Ачасене тӗне кӗртни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ачасене тӗне кӗртни

Ачасене тӗне кӗртнӗ йӑла-йӗрке ҫинчен Е. Енькка 6-7 классем валли ҫырнӑ «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури» кӗнекинче ҫапла ҫырать: «Мӑн асаттесен шучӗпе, тин кӑна ҫуралнӑ ача – пӗчӗк чун ҫеҫ, ҫавӑнпа ӑна пӗтӗм этемлӗхпе, кил-йышӗпе тата халӑхпа паллаштарас тесе авал чӑвашсем ача чӳк (ачана чӳке кӗртни, ачана тирпейлени) ирттернӗ. Пӗчӗк ҫын ячӗпе пӗтӗм тӑван-хурӑнташ пуҫтарӑннӑ. Эпи карчӑка та чӗннӗ. Ашшӗпе амӑшӗ хӑнасене сӑйлама тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ҫав шутра пуҫламан ҫӑкӑр тата чӑкӑт пулнӑ. Ҫавӑнпа ку йӑлана хӑш чухне ача чӑкӑчӗ тесе те каланӑ. Хӑнасенчен чи ватти ачана алла илнӗ те вӑл телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑр тата ҫемҫен те тутлӑн калаҫтӑр тесе унӑн чӗлхине ҫу тата пыл сӗрнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн малтан пӳртре, унтан кил картинче Турра кӗлтунӑ. Кӗлӗ каласа ачана сывлӑхлӑ пулма, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлеме, ватӑличченех пурӑнма, ҫынсемпе хӑйне кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ тытма, ашшӗпе амӑш тӗревӗ пулма, ӑрат-несӗле малалла тӑсма, ача-пӑчаллӑ пулма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Ача чӳкӗ вӑхӑтӗнче амӑшӗ ачине лайӑх пурӑнакан мӑшӑра тыттарнӑ. Ҫак самантран пуҫласа вӗсем ачан пускамӑшӗпе пускашшӗ (хӑйматлӑх амӑшӗпе хӑйматлӑх ашшӗ, кумамӑшӗпе кумашшӗ, хӗреснамӑшӗпе хӗреснашшӗ) пулса тӑнӑ…» (с. 62).

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 62.

«Ачана ят хурсан е тӗне кӗртсен кумӑшсене, тӑванӗсене чӗнсе ача ӗҫки ӗҫеҫҫӗ. Ача ячӗпе сӗтел ҫине ҫавра ҫӑкӑр хураҫҫӗ, ҫӑкӑр ҫине чӑкӑт лартаҫҫӗ. Тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Тӑванӗсем пухӑнсан пурне те чи малтан ҫӑкӑр татӑкӗпе чӑкӑт касӑкӗ ҫитереҫҫӗ. Çиекенсем ачана ырӑ сунса ҫапла калаҫҫӗ: «Çак ача пысӑк, сывӑ ӳстӗр, ӑслӑ, ҫынсене юрӑхлӑ пултӑр, ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ, ырӑ кун-ҫуллӑ, ачаллӑ-пӑчаллӑ пултӑр, ӑна Турӑ сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр патӑр… Çапла каласа ача чӑкӑтне, унтан яшкине ҫиеҫҫӗ…Тӗне кӗртнӗ чух ачана кумӑшӗ ҫӗнӗ япалапа тытнӑ. Ачашӑн вӑл чи ҫывӑх тӑванпа пӗрех шутланнӑ. Кумӑшӗ пӗр ҫын е иккӗн те пулма пултарнӑ».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 207.

А. Пояндаев таврапӗлӳҫӗн «Ача тӗне кӗртни» статйине вулама та кӑсӑклӑ: «19-мӗш ӗмӗрте чӑвашсен ача ҫуралсан саккӑрмӗш кунне ӑна чиркӗве тӗне кӗртсе ят пама илсе кайнӑ. Ун чухне анчах ҫуралнӑ ачасем пит нумай вилнӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен – медицина шайӗ япӑх пулни, хӗрарӑм арҫынпа танах йывӑр ӗҫсем туни, тата ытти те. Хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ килтех ҫуратнӑ. Кашни ялтах ҫуратма пулӑшакан эпи карчӑк (повитуха) пулнӑ. Вӑл хырӑм шӑлма пӗлнӗ, тӗтӗм йӑсӑрлантарса, пӑшӑлтатса кӗл тунӑ, турӑран пулӑшу ыйтнӑ. Мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине вӑл каланӑ пек туса пынӑ: ача ҫуралсан кӑвапане касса ҫыхнӑ: ытти ӗҫсене те туса ирттернӗ. Ача ашшӗ тепӗр куннех малтанах калаҫса хунӑ вырслашшӗпе вырсламӑшне тӗне кӗртме каясси ҫинчен пӗлтернӗ. Лаша кӳлнӗ: хӗлле пулсан – хыҫлӑ ҫуна, ҫулла – тӑрантас. «Ашшӗне» хӑй хисеплекен ҫывӑх юлташне е тӑванне тунӑ. Отставкӑна тухнӑ салтаксем пысӑк хисепре пулнӑ. Ачана вара ҫывӑх тӑванӗн качча кайман ҫамрӑк хӗрачине тыттарнӑ, ытларах кӳршӗрех пурӑнакан килӗштернӗ ҫынна. Çула ача амӑшӗсӗр тухнӑ. Унӑн 40 кун иртмесӗр чиркӗве кӗме юраман…19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшенче тӗне кӗртмелли «таса шыва» ӑшӑтман. Чиркӳ пӳлӗмӗнче миҫе градус ӑшӑ пулнӑ,  шывӗ те ҫавӑн пекех – 15-20 градус. Пачӑшкӑ ачана виҫӗ хутчен касмӑка чиксе кӑларнӑ. Вал ача шӑнса пӑсаласси ҫинчен сахал шутланӑ. Вилсен те «Турӑ хӑй патне илчӗ», — тенӗ. Ачана тӳрех пир татӑкӗнчен тунӑ алшӑлипе чӗркесе хунӑ. Ачан ятне ашшӗ-амӑшӗ мар, пачӑшкӑ панӑ. Çав кунта е эрнере мӗнле ҫветтуй е мученик ҫуралнӑ, ачана ҫавӑн ятне панӑ. Хӑш-пӗр чухне пӗр ҫемьерех 2-3 пӗр тӑван пӗр пек ятпа ҫӳрени те пулкаланӑ…Киле ҫитсен кил таврашӗнче кӑна усӑ курмалли хушма ят панӑ. Чиркӳре панӑ ятпа ытларах килте чӗнмен. Хӗрачана кайӑк ячӗ панӑ, ывӑл ачана – чӗр чун ятне. Усал-шуйттан ача ятне ан пелтӗр тенӗ пулас. Киреметсене кайса ҫырлахтарнӑ. Пусма татӑкӗнчен пукане – ача пек туса тӑкак пӑрахнӑ. «Пирӗн ачана ан тив, эпӗ сана урӑх ача паратӑп», – тенӗ хӑйӗн кӗллинче ача амӑшӗ…» («Малалла» хаҫат (Çӗмӗрле районӗ). 2011.11 февраль).