Ача ҫуратмалли йӗрке — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ача ҫуратмалли йӗрке

Ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркепе Е. Еньккан 6-7 классем валли ҫырнӑ «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури» ятпа тухнӑ вӗренӳ пособийӗнче вуласа пӗлме пулать: «…кил-йышра ача пулманни пирӗн несӗлсене ҫав тери пӑшӑрхантарнӑ. Тин чӑмӑртаннӑ ҫемьен чи малтан ача-пӑча ҫуратасси, вӗсене тӗрӗс, йӗркеллӗ пӑхса ӳстересси ҫинчен шутламалла пулнӑ. Ҫын хӑй хыҫҫӑн сывӑ та йӗркеллӗ йӑх хӑвармасть пулсан вӑл пурнӑҫа усӑсӑр пурӑнса ирттернӗ тенӗ. Ача-пӑчасӑр ашшӗ-амӑшӗн ватлӑхӗ те телейсӗр, нушаллӑ пулнӑ. Ҫемьесенче ачасене сывӑ ҫитӗнтерес, усал-тӗселтен, чир-чӗртен сыхлас тӗллевпе тӗрлӗ йӑла-йӗрке туса ирттернӗ.

Ача ҫуратас умӗн яланах мунча хутнӑ. Ачине те унтах ҫуратнӑ. Хӗрарӑма ҫӑмӑлланма эпи карчӑкне чӗннӗ. Вӑл Турра, мӑн асаттесене кӗлтунӑ, ача ҫуратакан хӗрарӑма пулӑшнӑ. Эпи карчӑк ача ҫуралсан ӑна алла илнӗ, кӗлӗ каланӑ та кӑвапа пыршине касса татнӑ, ачана ӑшӑ шывпа ҫуса тасатнӑ. Арҫын ачан кӑвапа пыршине арҫын ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ хатӗрӗсем – пуртӑ, шӗшлӗ ҫинче, хӗр ачанне хӗрарӑм ӗҫ хатӗрӗсем – кӗнчелеҫҫи, йӗке ҫинче касса татнӑ. Каснӑ чухне: «Ашшӗ (амӑшӗ) пекех ӗҫчен пултӑр», – тенӗ.

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем чӑваш хӗрарӑмӗсем ача ҫӑмӑллӑн ҫуратни ҫинчен ҫырнӑ. Чӑнах та, чӑваш хӗрарӑмӗ кашни кунах вӑй-хал ӗҫӗ ӗҫленӗ, ҫавӑнпа вӑйлӑ, сывлӑхлӑ пулнӑ. Пурнӑҫра пӗчӗк чуна йывӑррӑн ҫуратни те пулнӑ. Ун пек чухне упӑшки алла кантра тытнӑ та ача ҫуратакан арӑмӗ асапланнӑ евӗр хӑтланса кӑтартнӑ. Ҫапла туса вӑл арӑмӗ асапланнине хӑй ҫине илнине тата ӑна пулӑшма хатӗррине кӑтартасшӑн пулнӑ. Ҫуралнӑ ачана кипкепе чӗркенӗ те сӑпкана (шӑнаршӑна) вырттарнӑ.

Малтанхи 40 кун хушшинче ача усал-тӗселтен хӑйне хӑй хӳтӗлеймест тесе шутланӑ, ҫавӑнпа ӑна пӗччен пӑрахса хӑварман, сӑпка ҫине чир-чӗртен, усалтан сыхлакан япаласем — пӗтевсем (пӗтӳсем) ҫакса янӑ, ача амӑшӗ хӑй те яла тухса ҫӳремен, килтех пулма тӑрӑшнӑ. Ӗлӗк тӗрлӗ сӑлтава пула хӑш-пӗр ачасем пӗчӗклех вилнӗ. Пӗчӗк чуна усал-тӗселтен е чир-чӗртен мӗнле те пулин сыхласа хӑварас тесе чӑвашсен мӑн аслашшӗсем сыхлӑх йӑли-йӗркине ирттернӗ. Тӗслӗхрен, ача ҫумӗнче ҫӑмарта ватнӑ. Ҫак йӑлана туса усал вӑйсенчен ача чунне мар, ҫӑмарта чунне илме ыйтнӑ.

Урӑхла йӑласем те пулнӑ. Усалсене «улталас» тесе ачана хӑйсен ачи мар, сутӑн илнӗ е тупнӑ ача пек кӑтартма тӑрӑшнӑ. Эпи карчӑк ӑна вӑрттӑн кил картине илсе тухнӑ та чӳрече патне пырса ачана сутӑн илме ыйтнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ эпи карчӑкне укҫа парса ачана чӳрече витӗр «сутӑн илнӗ». Хӑш чухне вара ачана ҫӳп-ҫап ӑшӗнче е шывра тупнӑ пек тунӑ. Эпи карчӑк ӑна витрене хурса шыв хӗрне е ҫӑлкуҫ патне йӑтса кайнӑ, витрипе шыв ӑсса илнӗ пек тунӑ та каялла таврӑннӑ, шывра «тупнӑ» ачана ашшӗпе амӑшне илме ыйтнӑ.

Тата тепӗр тӗрлӗ йӑла та пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем ачасене вилӗмрен сыхласа хӑварас тӗллевпе вӗсене урӑхла, уйрӑм ятсем панӑ. Арҫын ачасене хӗр ачасен ячӗсене, хӗр ачасене арҫын ачасен ячӗсене пама пултарнӑ. Хӑш чухне чӗр чунсен, кайӑксен, ӳсен-тӑран ячӗсене панӑ. Тӗслӗхрен: Юман, Упа, Чӗкеҫ т. ыт. те… Ӗлӗк ҫын ячӗсен хӑйсен пӗлтерӗшӗсем пулнӑ. Ҫын мӗнле пурӑнасси ятран килет тесе шутланӑ. Чылай халӑх йӑлана пӑхӑнса ачана икӗ ят хунӑ. Сӑмахран, пӗр ячӗпе ӑна ача чухне, тепӗр ячӗпе авланнӑ е качча тухнӑ хыҫҫӑн чӗннӗ. Хӑш-пӗр чухне пӗр ячӗ вӑрттӑн ят пулнӑ, ӑна чи ҫывӑх тӑванӗсем ҫеҫ пӗлнӗ, уйрӑм самантсенче ҫеҫ ҫав ятпа чӗннӗ. Тӗпчевҫӗсем 11 пин ытла чӑваш ячӗ тупса палӑртнӑ. Ӗлӗк ачана ҫуралсанах ят хума пултарнӑ (ятне эпи карчӑк панӑ) е ача чӳкӗ вӑхӑтӗнче ача ятне пурте хисеплекен ватӑ ҫын каланӑ. Авал чӑвашсем ашшӗ ячӗпе усӑ курман, ят ҫумне тепӗр ят хушса хушма ятпа чӗнме пултарнӑ, каярахпа вӑл нумай чухне хушамат пулса тӑнӑ. Ҫав хушма ятсем хушшинче кӳренмелле мар ятсем пулнӑ, вӗсем ҫын мӗнле йӑхран (ратнерен) пулнине е вӑл ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлтернӗ. Чӑваш ялӗсенче хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗрисене «вырӑнти ятсемпе» чӗнеҫҫӗ. Вӑл ятсене ялти ҫынсем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 60-63.

Муркаш ен ҫыннисен ача ҫуралнӑ май ҫыхӑннӑ йӑлисемпе «Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем» кӗнекере паллашма пулать. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ачасӑр кил – масар, ача-пӑчаллӑ кил – пасар», – тенӗ ваттисем. Çамрӑк мӑшӑрӑн ача ҫуралсан тӑванӗсемпе кӳршисем пӗчӗк кайӑка курма пыраҫҫӗ. «Ылтӑн-и, кӗмӗл-и?» – тесе ыйтаҫҫӗ. Ывӑл пулсан – ылтӑн теҫҫӗ, хӗр пулсан – кӗмӗл тесе хуравлаҫҫӗ. Пурте пепке валли парнесем илсе килеҫҫӗ. Парнесене ашшӗ-амӑшне параҫҫӗ. Кил хуҫисем ирӗк памасӑр ҫуралнӑ ача ҫине пӑхма юрамасть. Пепкине кӑтартасшӑнах пулсан, амӑшӗ е асламӑшӗ ача ҫамки ҫине кӑмакари хӑрӑмпа пӑнчӑ лартать е мӑйне йӑлтӑркка япала ҫакать. Ача ан куҫӑхтӑр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ. Унӑн ятне ыйтса пӗлеҫҫӗ. Сӗтел хушшине вырнаҫаҫҫӗ. Хаваслӑ каҫа пылак ҫимӗҫрен пуҫлаҫҫӗ. Малтан ваттисем сӑмах илеҫҫӗ. Вӗсем ача ҫуралнӑ ятпа чӑкӑт пуҫлаҫсӗ, ыттисене те хӑналаҫҫӗ. Курма килнисенчен кашниех сӑмах илет. «Пӗр ача пӗрлӗхсӗр», «Тур калашне виҫҫӗ», «Ывӑл ачасӑр хӑчӗ ҫук», «Хӗр пулсан амӑшӗн тирпейсӗрӗ курӑнмасть» йышши каларӑшсене асӑнмасӑр хӑвармаҫҫӗ. Çамрӑксем хаваслӑ юрӑсем юрлаҫҫӗ, аслӑраххисем – хурлӑхлӑ юрӑсем:

Вӑрман тӑрринче хура пӗлӗт,

Мӗн ҫӑвасса пӗлместпӗр.

Çуралатпӑр, ӳсетпӗр,

Мӗн курасса пӗлместпӗр.

Ку уявра тӗпӗртетсе ташламаҫҫӗ, ҫур ҫӗрччен киле саланаҫҫӗ. Тепӗр ҫул каллех ача ҫумалла пултӑр тесе тухса каяҫӗ…».

Муркаш районӗ. Йӑла-йӗркесем, уявсем = Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники / Е. А. Зайцева авторӗ, пухса йӗркелекенӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 207.