Карягина Марина — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Юрататӑп пурӑнма ялта

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Ҫуркунне ялта садсем илемлӗ!

Ҫӗмӗрт, улмуҫҫи, чие тата

Шурӑ ҫеҫкепе епле киленмӗн?

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Йӑранпах тем тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ:

Ҫӗр улми, сухан та купӑста…

Урамра ав курӑкӗ сип-симӗс.

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Сарӑлса выртать ҫап-ҫутӑ кӳлӗ.

Ан ӳркен алла тытма вӑлта,

Пулӑпа витрӳ кӗҫех сан тулӗ.

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Уй-хирте тыр-пул ӳсет, кашлать.

Сарӑ тулӑ пуссинче, шалта,

Путене юрла-юрла ташлать.

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Ял ҫынни ӗҫчен-ҫке ҫав тери!

Вӑранать вӑл тӑрирен малтан,

Ӗҫ нумай-ҫке, канӑҫсӑр чӗри.

Юрататӑп пурӑнма ялта:

Капӑр кермен пек

капмар ҫуртсем,

Ашӑ, ҫутӑ, хӑтлӑ газ пуртан.

Килсерен-тӗр пур машинӑсем.

Юрататӑп пурӑнма ялта…

Карягина, М. Юрататӑп пурӑнма ялта : [сӑвӑ] / Марина Карягина // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2020. – С. 13-14.