Стихи, посвященные языку — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства
Главная / Чувашский язык / Высказывания о языке / Стихи, посвященные языку

Стихи, посвященные языку

Канаш А. Тăван чĕлхене

Тăван чĕлхене
Шанатпăр!..
Çеçпĕл Мишши

Çепĕççĕн, сулмаклăн,
Савăккăн, хăватлăн
Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем.
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта вататăн,
Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!
Савнă ялăмра-и,
Шавлă хулара-и
Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.
Атăлăн – Мускавăн
Илтĕнен мухтавлан, –
Çитмĕл çичĕ халăх саламлать: хитре!
Венăра тăрать-и,
Берлинра утать-и
Ирĕклĕх салтакĕ,
чыслăха туйса, –
Туслă чĕлхесенĕн
Хушшинче, кервенĕн,
Сас паратăн эс те, кăмала уçса.
Ĕмĕрсем пиĕ
Халăхăн илемĕ,
Кунсерен çекле эс иксĕлми вăйна!
Чăвашлах хавассăн
Калаçать Некрасов,
Пушкин та, Шекспир та йышăнчĕç сана!
Хăшпĕр каппайланнă,
Çын тивĕçне маннă
Йăхсăр-хурăнташсăр каçăр сăмсасем
Сан пирки, мăнаçлăн,
Кăрккасем калаçнăн,
Павăраç пулин те, шанчăксăр, тесе,
Эп сана шанатăп,
Эп кĕтсех тăратăп:
Килĕ Улăп-ывăл – Горькие юлташ.
Вăл сана чап кÿрĕ,
Тĕнчипех вăл çÿрĕ –
Мирпеле канашăн юрăçи – Чăваш!
1952

Лукин А. Чĕлхем, тăван чĕлхем

Чĕлхем, тăван чĕлхем,
Эс пуртанах – чунра
Çиçет шевле-хĕлхем,
Чупать вăй-хал юнра.
Сĕм вăрмана тухсан
Туяп: кашла-кашла
Йывăçĕсем тасан
Юрлаççĕ чăвашла.
Çуралнă ялăмра
Çунатлă чĕлхепе
Пуплет яштак йăмра
Çумри çĕмĕртлĕхпе.
Выл хĕррине ансан,
Сар хĕрсемпе ташлă, –
Кунта йăлтах ансат,
Кунта йăлт пакăшла!
Çÿçе – çинçе çилхе –
Çилпе сиккеленет.
Чĕлхем, чечен чĕлхем
Çулçа сирсе çÿрет.
Сăр хĕрринчен ларса
Тухам-и Атăла,
Ашра вут кăларса,
Анам анаталла.
Вуншар чĕлхе юрри
Вĕçет тÿпенелле.
Чăваш кĕвви пурри
Чуна çĕклет епле!
Шур акăш – пăрахут –
Çитсен Шупашкара,
Сас пачĕ: ту-ту-тут! –
Тус-тантăшсем умра.
Тĕп хулари хĕрсем
Манман-ха чăвашла…
Эппин, чĕлхем, хĕрсем,
Вут-кайăкăн вашлат!
…Тĕнчемĕр уçлăхне
Сассу çитет пулсан,
Чĕлхем, ху хĕлхемне
Сÿнтермĕн эс нихçан!

 

Любимова А.В. Чӑваш чĕлхи илемĕ сӑвӑра

«Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» —

Кашни сăмах шăрçаланать чунра.

Кашни йĕрке тулли çут сăнарпа,

Каланă чух сăвва пуятăн туйăмпа.

 

Хитре рифмăланать чăваш чĕлхи,

Типмен-ха, ешерет çĕн пучаххи.

Тытать ун тилхепи пусăмсене,

Чăн сăвăç чĕрипе туять ун илемне.

 

Эй, сăвăçсем, çырар çĕн сăвăсем!

Юратчăр чĕлхене чăвашăмсем!

Чĕлхемĕрен вăйне, сапăрлăхне

Ăспа, тăнпа хывайччăр чун-чĕрисене!

 

Тăхăмсене пиллер хĕм чĕлхене!

Итлеччĕр шăнкăр-шăнкăр сассине.

Калаçнă май янрать чĕлхе кĕвви,

Иртнипеле пуласлăха çыхать тĕвви.

 

Чăваш чĕлхи вĕçет çут юрă пек,

Сăвăланса юхать таса çăл пек.

Сап-сар хĕвел пек йăлтăрать çути,

Пылтан пылак чăваш чĕлхин шерпет тути.

Мăнаçлăхĕ те пур тăван чĕлхен,

Унпа калаçнă ĕмĕр-ĕмĕртен!

Неопубликованное, апрель 2020.

Митта В. «Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем…»

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пĕр чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк – çутăрах çунма.
Ĕшеннисемшĕн çул çинче
Эс – шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.
Çунат паратăн çамрăка,
Ватта чун канăçĕ кÿрен.
Сÿнсе кĕлленнĕ кăмрăка
Вуткайăк сывлашĕ кĕртен.
Хыпса çунан çĕршывăма,
Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.
Хĕвел хĕм патăр сывлăма
Мала та пĕр тумлам сыптар.
Сĕткенÿпе шăварăнса,
Шаланкă евĕр çĕкленем.
Çÿлте çуйхавлăн ярăнса,
Этемшĕн савăнăç чĕнем.
Çÿресе çинçелмен çÿрен ут…
Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут!
Ытарса илемлĕ чечен ир,
Куçпала виçейми çеçенхир…
Лар часрах! Аш вăркать, ăш çунать…
Кукалет – çул ыйтать çилçунат.
Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем
Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем.
Шăпăрне çухăртса, çил ачи
Чуптăр пирĕнпеле катаччи.
Туссан тус лайăхрах, çил-тăман!
Ирĕк, ирĕк!..
Тăван, мĕн тăвам?
Янкăс чун ямшăкла кăтăрса,
Е ярам-и ши-ши шăхăрса?
Тапса сиктĕр маттур çÿрен ут,
Пăхса юлтăр, ан тив, çиче ют.
Камăн çулĕ пие хирĕç мар —
Ларкăча тус-йышла сиксе лар!
Савнăç, савнăç! Чупту, ытала!..
Ямшăк тус, хулленрех хăвала…
Киленсе куç хупса иличчен
Ялăм юлнă таçта çитиччен.
Юр ÿкет – и лапка та лапка…
Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка!
Çамрăк ĕмĕр – самант.
Уй парни –
Çут шăнкравлă кĕç-вĕç çăварни.

Митта, В. «Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем…» // Митта В. Кĕрхи илем / В. Митта. – Шупашкар, 1978. – С. 108-110.

Назул А. Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе
Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе
Пысăк çĕршывсем тĕнчере нумай.
Анчах чи пысăкки вăл – Тăван çĕршыв.
Ан тив, лаптăкăшĕ хăй тем териех мар
пулин те…
Тăван çĕршыв – яланах пысăк.
Аслă халăхсем тĕнчере самай.
Анчах чи асли вăл – тăван халăх.
Ан тив, йышĕпелен хăй тем териех мар
пулин те…
Тăван халăх – яланах аслă.
Вăйлă чĕлхесем тĕнчере пайтах.
Анчах чи вăйли вăл – тăван чĕлхе.
Ан тив, калăпăшĕ хăй тем териех мар
пулин те…
Тăван чĕлхе – яланах вăйлă.
Шăкăл-шăкăл тăсăлать-и калаçу, çаврăм-
çаврăм янăрать-и юрă
е çемĕн- çемĕн шăнкăртатса юхать-и юмах:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Тĕнчерĕ чĕрчĕнăн, çĕр çинчи мĕнпур
ÿсентăранăн,
тÿпери мĕнпур çăлтăрăн ячĕ пур пирĕн:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
çутçанталăк пулăмĕсене, кÿршĕ-аршăн
шухăш-кăмăлне, ырăпа
усала ĕмĕртенех пит лайăх чухланă эпир:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Вăрçа-харçа тиркенĕ, чире-чĕре сиплеме
пĕлнĕ, сăваплăха
мухтанă, ирĕксĕрлĕхе курайман:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Пин-пин сăмахăмăр пур пирĕн,
пин-пин юмахăмăр пур пирĕн,
пин-пин юррăмăр пур пирĕн:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
çĕр çул мар, пин те мар, темиçе пин çул
янăранă ĕнтĕ чăваш чĕлхи.
Анчах – пĕрре те кивелмен.
Пачах-ха, вăл йăм-йăм хĕмпе çиçсе тăракан
çăлтăр пекех çап-çутă.
Шурăмпуç çăлтăрĕ пекех çутă вăл, ялтăр
çутă!
çĕр çухрăм мар, пин те мар, темиçе пин
çухрăм хутланă хăй
ĕмĕрĕн чăваш чĕлхи.
Анчах – пĕрре те мăкалман.
Пачах-ха, вăл чăвăш-чăвăш сасăпа
чăвласа тăракан хĕç пекех çип-çивĕч.
Хашĕ-пĕрисем ăнланаймаççĕ çав сана, тăван
чĕлхемĕр, пач та ăнланмаççĕ.
Анланма тивĕçлĕскерсемех.
Чухламалла тенĕскерсемех.
Тавçăрмалла пекскерсемех.
Анланăвĕ вара хăйсен, тивĕçле ăнланăвĕ,
çаплах çук та çук,
çав-çавах çук.
Чĕлхе!..
Чи пысăк мул вăл çакă çутă тенчере, чи
аслă пуянлăх.
Унран пысăккине, унран мăннине урăх
нимĕскер те, пĕр
нимĕскер те шыраса тупаймăн.
Ниçта та.
Нихăçан та.
Чи хаклă парне вăл кирек камшăн та, чи
вăйла пил-ĕмĕт!
Ăстан, питех те ăстан ăслăланă çав ĕнтĕ
халăхăмăр чĕлхемĕре,
калама çук аслăн ăсталанă.
çав териех меллĕн те çав териех шеппĕн!
Йĕрки-йĕркипе шайлаштара-шайлаштара
хурса та майĕ-майĕпелен
вырнаçтара-вырнаçтара пырса.
Теплĕн те килĕшÿллĕн сыпăнтарса,
çыхăнтарса.
Кашни-пĕр сăмахнех чалтăр вут сирпĕнсе
тухаслах туптаса.
якатса!

Назул, А. Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе // Ялав . – 1994. — № 6. – С. 29.