Афанасьев Алексей — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Афанасьев Алексей

Çӗршыв-анне

Эс хӑнӑхнӑ кунта мӗн ачаран

Хӗле, ҫӑва, вӑрмансене, тӑва…

Ҫырла ҫиме, сив шыв ӗҫме ҫӑлран –

Эс хӑнӑхнӑ ҫуралнӑ ҫӗршыва.

 

Тӗлӗнтермест хӗвел тухни сана.

Нимех те мар,

Тӳпе чӗртсен пушар.

Ҫӳл ту ҫинчен пӑхсассӑн таврана,

Хӑлат санпа вӗҫсен те юнашар…

 

Ан хуҫӑлтӑр шывра лутра хӑва,

Юрлатӑр-и

Тӑр тӳпере тӑри,

Сӑртра cap уйӑх ҫавӑртӑр йӑва –

Йӑлтах-ҫке санӑн, санӑн мӗн пурри!

 

Ҫуралнӑ ҫӗршывна вӗр-ҫӗнӗрен

Чӑн-чӑнласа курас тесен, юлташ,

Курсам ӑна хӑна куҫӗпелен,

Эс унпала, хӑна пулса, паллаш!

 

Эс курӑттӑн хальччен курманнине,

Ҫӗршыв хакне тин чухлӑттӑн, тӑван.

Ачаш та вӑл, хаяр та хӑш чухне –

Анне пекех, пуриншӗн те пӗр тан.

Афанасьев, А. Ҫӗршыв-анне : [сӑвӑ] // Афанасьев, А. А. Ҫурхи аслати : сӑвӑсемпе поэмӑсем / Алексей Афанасьев. – Шупашкар, 1986. – С. 26-27.