Савнӑ ҫӗрӗм-шывӑм, ман тӑван ҫӗршывӑм!
Иртнӗ хурлӑхушӑн ҫитрӗ ырлӑху.
Йывӑр пусмӑр витӗр ҫӗнтерӳллӗн, сыввӑн
Тухрӗ Ҫӗн куна сан паттӑр халӑху.
Ирӗклӗ ҫӗршывӑн ирӗклӗх кун-ҫулӗ —
Шуҫӑмран пуҫланнӑ ҫуллахи кунсем.
Кӑнтӑрла ҫывхарӗ! Кун пек чух кам юлӗ
Уҫҫӑн юрламасӑр савнӑҫ юррисем?
Янӑрать-и юрӑ аслӑ ҫӗрӗм-шывӑм
Куҫ тулли уй-хир пек ешерни ҫинчен,
Савнӑ ҫӗрӗн-шывӑн савнӑҫлӑ хӗр-ывӑл
Паттӑррӑн, телейлӗн ҫитӗнни ҫинчен;
Янӑрать-и юрӑ сулхӑн каҫӑн-ирӗн
Ӗҫ юрри илемлӗн шӑранни ҫинчен,
Кӑмӑл ҫӗкленмелӗх, чун уҫҫилӗх пирӗн
Чӗрери чи ҫывӑх юрату ҫинчен;
Янӑрать-и юрӑ тӑвӑл-ҫулӑм умӗн
Чунсене пит ҫирӗп тытасси ҫинчен,
Хамӑрӑн ҫӗршывшӑн пурте ҫума-ҫумӑн,
Харӑссӑн тӑмашкӑн хатӗрри ҫинчен,—
Ҫамрӑклӑх сасси вӑл, унӑн вӑй-хӑвачӗ;
Ҫӗнӗ сывлӑш илнӗ ҫӗнӗ юрӑра
Тӗнчене чӑн пурнӑҫ параканӑн ячӗ,
Аслӑ Ленин ячӗ ӑшшӑн янӑрать.
Алга, А. Е. «Савнӑ ҫӗрӗм-шывӑм, ман тӑван ҫӗршывӑм!..» : [сӑвӑ] // Алга, А. Е. Сӑвӑсем / А. Е. Алга. – Шупашкар, 1962. – С. 17.