Ҫӗршывӑн ӗҫӗ – ӗмӗрсем валли,
Россия – ҫӗрӗн канӑҫсӑр пӗр енӗ.
Ахаль-и Аслӑ Петӗрӗн алли
карап чутланӑ, хуласем ҫӗкленӗ?
Епле вӑл вичкӑн, пӑхӑр юланут!
Эп ун хӑватлӑ пусӑмне илтетӗп.
Ҫук, йӑваш мар, Россия, сан сӑну, –
хамра эп сан ҫирӗплӗхне сисетӗп.
Хӑй ӗҫӗнче куллен сан хӑватна
кӑтартаканӗ – ӗҫ этемӗ халӗ.
Мӗнпур тӗнче сӑнать caн кунҫулна,
санра – тӗнче пуласлӑхӗн вӑй-халӗ.
Сан пурнӑҫу – пур ҫӗршӗн пуласси,
епле ҫак пурнӑҫ васкама пуҫларӗ! –
Хӑватлӑ, ҫирӗп утӑмӑн сасси
сенкер тӗнче уҫлӑхӗнче янрарӗ.
Айхи, Г. «Ҫӗршывӑн ӗҫӗ ӗмӗрсем валли…» : [сӑвӑ] // Айхи, Г. Сӑвӑсем / Геннадий Айхи. – Шупашкар, 1980. – С. 3.