Чӑваш ҫӗршывӗ, эс ҫуллен
Ҫунат саран, вай-хал илен.
Пур ӗҫлӗ халӑх ҫемйинче,
Асамлӑ Атӑл хӗрринче
Ҫӗн самана ҫуртне ҫӗклен,
Пире сӳнми телей пиллен.
Чӑваш ҫӗршывӗ, тӑрӑшан,
Ята, чыса ҫӳлте тытан.
Сан ҫӑлтӑру халь тӳпере, —
Упран тӑван чӗлхемӗре.
Ялсем ӳсеҫҫӗ, хуласем…
Янраҫҫӗ пирӗн юрӑсем!
Чӑваш ҫӗршывӗ, сас паран
Инҫе, ҫут ҫӑлтӑрсем таран.
Эпир сана юратнӑран,
Пур халӑхпа тус-тӑванран
Эс паттӑр, улӑпла утан.
Тавах сана чунтан-вартан!
Давыдов-Анатри, В. Чӑваш ҫӗршывӗ : [сӑвӑ] / Василий Давыдов-Анатри // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ ; ӳнерҫи П. Н. Сергеев.– Шупашкар, 2020. – С. 13.