Евстафьев Николай — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Евстафьев Николай

Тӑван ҫӗршывӑм

Хаклӑран та хаклӑ эс, Çӗршывӑм,

Пӗр ҫулта пекех-ҫке эп санпа.

Эпӗ саншӑн – таса чунлӑ ывӑл,

Киленетӗп сан шуҫӑмупа.

 

Вӑрмансем те ҫырмусем сан аслӑ,

Ытарми сан вӗҫсӗр хирӳсем.

Тӳпере тӑри юрлать хавассӑн,

Йӑтӑнса ӳсеҫҫӗ тыррусем.

 

Сан умри ҫулна никам пӳлеймӗ, –

Паттӑр та маттур сан халӑху.

Сан вӑйна нимле тӑшман ҫӗнеймӗ, –

Шутсӑр йышлӑ санӑн пурлӑху.

 

Эс мана ялан, Тӑван ҫӗршывӑм,

Анне пек лӑпкатӑн юратса.

Ӗмӗр пул хӑватлӑ та эс сывӑ,

Ҫӑлтӑру сан ҫунтӑр ҫутатса!

Евстафьев, Н. Ф. Тӑван ҫӗршывӑм : [сӑвӑ] // Евстафьев, Н. Ф. Сӑвӑсемпе поэмӑсем / Н. Евстафьев.  Шупашкар, 1988.  С. 5.