Кервен Василий — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Çӗршыв-атте

Анне тесе ҫӗршывӑма чӗнеҫҫӗ,

Вӑл ҫирӗп кӗнӗ ӗнтӗ йӑлана.

Анчах темме ун пек чухне чӗлхеҫӗм

Атте ятне каласшӑн яланах.

Лаша кӳлме мана вӑлах вӗрентнӗ,

Ӗрчетнӗ те пӗрле лартса вӑрман.

Хӗрӳ ӗҫе ирех алра вӗретнӗ,

Аслисенчен пӗр утӑм хӑварман.

Кӑвак ҫутпах атте илсе тухатчӗ,

Утҫи ҫитсен, янравлӑ улӑха:

Тавралӑха мӗскер ҫапла тухатнӑ –

Хӗвел ытла ытарлӑн улӑхать…

Кил-йыш хуҫин ҫави вылять хастаррӑн,

Хитре хум пек – ун хыҫӗнчен ҫаран.

Купа ҫине ҫӗклем йӑтать капмаррӑн…

Юлас килмест-ҫке манӑн та, ачан.

Атте ӑс пачӗ пурӑнма йӗркеллӗ,

Чӑтса сирмешкӗн пӗтӗм йывӑра.

(Анне – аннех вӑл, ҫемҫерех чӗреллӗ,

Пире усрасшӑн ӑшӑ йӑвара.)

Ҫавна кура сана, Тӑван ҫӗршывӑм,

Атте тесе чӗнетӗп кӑмӑлтан.

Пире ӳстертӗн пур енчен те сывӑ,

Ӗҫе вӗрентрӗн эсӗ чи малтан.

Кервен, В. Çӗршывӑм-атте : [сӑвӑ] / Василий Кервен // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2020. – С. 14-15.