Пурнатпӑр ирӗк ҫӗршывра телейлӗн.
Калатпӑр уҫҫӑн: ҫыншӑн ҫын – тӑван.
Ӗҫчен этем мала пӑхать тӗллевлӗн,
Мире, хӑйӗн ҫӗрне савать чунтан.
Анчах та лӑпкӑ мар-ха пур ҫӗрте те,
Унта-кунта сиксе тухать пушар.
Усал вӑйсем чӗрчунсене, ҫӗре те,
Этемлӗхе те кӑтартасшӑн шар.
Эппин, пирте ан сӳнтӗр сыхӑ ӗмӗт:
Тӑван ҫӗре ялан куҫ пек упрар.
Ачамӑрсен те пултӑр вӑрӑм ӗмӗр,
Ҫак тӗллеве куллен асра тытар.
Халь эп те, эс те миршӗн кар тӑрсан,
Тӗнчемӗр пулӗ лӑпкӑрах ыран.
Кушманов, Н. «Пурнатпӑр ирӗк ҫӗршывра телейлӗн…» : [сӑвӑ] // Кушманов, Н. Кунҫул ытамӗнче : сӑвӑсем / Николай Кушманов. – Шупашкар, 1987. – С.3.