Левтина Марье — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Тӑван ҫӗршыв

Пӑхатӑп та – уй-хирӗме куратӑп:

Ыраш пусси вӑрман пек хумханать.

Ǎна эс тимлӗрех итлес пулсассӑн –

Тӑван ҫӗршыв ҫинчен вӑл юр юрлать.

Пӑхатӑп та – мӑн Атӑла куратӑп:

Мӑнаҫлӑн, ирӗклӗн юхса выртать.

Эс тӗкӗр вырӑнне унта пӑхсассӑн –

Тӑван ҫӗршывӑм сӑнӗ палӑрать.

Пӑхатӑп та – хуламӑра куратӑп:

Чунтан юратнӑ капӑр Шупашкар.

Курса ун чапӗпе эп мухтанатӑп,

Чӑваш ҫынни ытла та пит хастар!

Левтина, М. Тӑван ҫӗршыв : [сӑвӑ] / Марье Левтина // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2020. – С. 16.