Матвеева Галина — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Çуралнӑ ял

Сана ялан куҫ умӗнче курам

Тесе мана вӑййа чӗнет урам.

Ҫурта пек йӑрӑслатӑп сан пӗве

Тесе кӗтет ҫупахлӑ ҫут пӗве.

Чирлемӗн ҫӳресессӗн ҫаруран

Тесе хӑй ытамне туртать ҫаран.

Уйра тем анлӑш тинӗс пек тыр-пул –

Ӳстер, пуҫтар, кулач ҫисе ыр пул.

Ҫӑл куҫӗнчен чӗркӗмӗл-шыв юхать,

Сап-сар чечек хӗвел пулса пӑхать…

Йӑлтах-йӑлтах ку – ман тӑван ҫӗршыв,

Ытарайми илемлӗ ҫак ҫӗр-шыв.

Матвеева, Г. Çуралнӑ ял : [сӑвӑ] / Галина Матвеева // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2020. – С. 16.