Орлов Георгий — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Тавах сана, Чӑваш ҫӗршывӗ

ТАВАХ САНА, ЧǍВАШ ÇĔРШЫВĔ!

Çунат çапса, сиксех юрлать-и шӑнкӑрч

Йӑмра ҫинче, вӗллийӗ умӗнче,

Кӗрлет-и вар-ҫырма е шӑнкӑр-шӑнкӑр

Шӑнкӑртатать тӑри уй тӳпинче;

Сар хумсене ҫӑра та ҫӳллӗ тырӑ

Лӗп варкӑшпах-и васкатать чупма,

Е турата авса ҫиҫет улма, –

Шӑршийӗ уҫӑ-уҫӑ, тутлӑ, ырӑ, –

Ҫак сӑрсене юрра епле чун хывмӗ!..

Илемлӗ эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!

 

Шырлан шарлакӗ анана касатчӗ –

Хӗрри хӑваллӑ кӳлӗ ялтӑрать,

Сӗвексенче – колхоз вӑрманӗ, сачӗ,

Каҫ, хулари пек, ҫутӑ ялӑмрах, –

Ҫич-сакӑршар чӳречепе пӑхаҫҫӗ

Урамалла вӗр-ҫӗнӗ керменсем,

Тӑррисенче телеантеннӑсем

Ҫилпе е ҫилсӗрех тем калаҫаҫҫӗ;

Ҫырансене хӑпарчӗ Атӑл шывӗ…

Ҫӗнелтӗн эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!

 

Сӑну хавасӗ килеймен хӑй халлӗн,

Ансатӑн эс илмен ҫак тӗссене!

Эп вӗсенче куратӑп сан вӑй-халӑн

Хитре ҫӗкленӗвне, тӗреклӗхне.

Хӑвна ниҫта эс шеллемен пӗрре те!

Вут-тӑвӑлта-и е хӗрӳ ӗҫре –

Эс пынӑ геройла, малти ретре,

Кая нихҫан та юлмӑн эс – пӗлетӗп,

Шав ӳсӗн, пулӑн ӗмӗр-ӗмӗр сывӑ…

Малашлӑ эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!

 

Эс савӑнатӑн: паттӑртан та паттӑр

Сан ҫыннусем – цехра-и е хирте!

Эс халь тӑватӑн чи хӑватлӑ трактор,

Бетон ҫӑратӑн, гобелен тӗртен…

Ҫӗр пичӗ ҫех-и – космос та итлерӗ

Ҫӗн улӑпун хӑватлӑ сассине.

Туятӑн эс: пӑхать халь сан ҫине

Хисеплесе те тӗлӗнсе ҫӗн эра.

Санран та хаклине чун мӗншӗн шырӗ?

Телейлӗ эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!

 

Пӗp ӗмӗт пур: сана пуласчӗ тивӗҫ

Паян та ман, ыран та – яланах.

Тен, тахҫанхи пек, тем чӑтма та тивӗ? –

Хӗн-асапа пӗтерӗп санпалах!

Эпир, сан ачусем, санпа хӑватлӑ.

Санпа никам та ӑраскалсӑр мар,

Халь пурте пиллӗ, хастартан хастар,

Кашни ӗҫчен – мухтавлӑ, сумлӑ, ятлӑ;

Ним мар пире тип шӑрӑх, ҫатӑр сивӗ…

Тавах сана, тавах, Чӑваш ҫӗршывӗ!

Орлов, Г. Ф. Тавах сана, Чӑваш ҫӗршывӗ : [сӑвӑ] // Орлов, Г. Ф. Сӑвӑсем / Г. Ф. Орлов. – Шупашкар, 1989. – С. 10-11.