Сементер Юрий — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Мухтав юрри

Саламлать çут тĕнчене

Сывлăм сыпнă ир,

Пархатарлă тĕнчене

Пуç таять уй-хир.

Çĕрĕм-шывăм, тав сана,

Ырлăхушăн тав,

Ырлăхне упракана

Ěмĕрех мухтав.

Анлă Атăл вăй виçет

Çĕн каçалăкра,

Пирĕн космонавт вĕçет

Вĕçсĕр уçлăхра.

Çĕрĕм-шывăм, тав сана,

Хăватушăн тав,

Хăватне упракана

Ěмĕрех мухтав!

Уçăлса пырать малаш

Туссемпе пĕрле,

Савăнса утать чăваш

Çĕнĕ пилпеле.

Çĕрĕм-шывăм, тав сана,

Пĕрлĕхÿшĕн тав,

Пĕрлĕхне упракана

Ěмĕрех мухтав!

Сементер, Ю. Мухтав юрри / Юрий Сементер // Сементер Ю. Йĕс шăнкăрав. – Шупашкар, 1991. – С. 216.

 

Чăвашсем

Çӳреттĕм Филадельфи штатĕнче.

Ентеш вĕçетчĕ уçлăх анинче.

Кусем тек Андриян çинчен тĕпчеççĕ,

Хăш халăхран вăл теççĕ, кам вăл теççĕ,

Мăнкăмăллăн калап:

Чăваш.

Мĕнле чаваш?

Совет çынни. Çунатлă çын. Чăваш.

Çăлтăр татма пултаракан юлташ.

Пуç тайрăм Миланри театра.

Хамăр Патюш ташларĕ-çке, ара!

Балет турри, шуракăш, лӗпĕш теççĕ,

Хăш халăхра çуралнине пĕлмеççĕ.

Хĕпĕртесех калап;

Чăваш.

Мĕнле чăваш?

Совет çынни. Асамлă çын. Чăваш.

Турăсенчен ирттерекен юлташ,

Тем тавлашать ик çын Уругвайра.

Иккен, сăлтавĕ пирĕн Ухсайра.

Хайхискерсем мана ярса илеççĕ;

Хăш халăхран çак чаплă сăвăç теççĕ.

Пуçа ухса калап:

Чăваш.

Мĕнле чăваш?

Совет çынни, Сăпайлă çын, Чăваш.

Чун-чĕрене хĕм сапакан юлташ.

Сементер, Ю. Чăвашсем / Юрий Сементер // Сементер, Ю. Йĕс шăнкăрав. – Шупашкар, 1991. – С. 10.

 

Эй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр!

Эй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр,

Аслă уйăмăр, аслă хирěмěр!

Эс саван пире, эс çěклен пире,

Ырлăхне курма пил паран пире.

Эй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр,

Ăраскалăмăр, çут хěвелěмěр!

Сан ятпа эпир юрă хыврăмăр,

Сан ятпа кěрлет акатуйăмăр.

Эй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр,

Туслă йышăмăр, туслă килěмěр!

Чěререн-чунтан тавтапуç сана,

Чěререн-чунтан таймапуç сана.

Сементер, Ю. С. Эй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр // Сементер, Ю. С. Хуркайăк çулě : сăвă-юрă, баллада, легенда, поэма / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 177.