Смолина Людмила — Наследие Чувашии.рф
Портал создан на грант Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства

Чӑваш Ен

Сан яту ытла та ырӑ,

Ҫав тери чечен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Чаплӑ Чӑваш ен.

Ӗмӗр-ӗмӗр сывӑ пурӑн,

Пул ялан ӗҫчен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Аслӑ Чӑваш ен.

Нихӑҫан ан курӑн хурлӑ,

Савӑн чӗререн.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Савнӑ Чӑваш ен.

Нихӑҫан ан пул эс юрлӑ,

Ҫӗнелсе ҫӗклен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Хаклӑ Чӑваш ен.

***

Чӑваш ен, Чӑваш ен ­­–

Чунӑмри мерчен.

Чӑваш ен, Чӑваш ен,

Ҫут телей пиллен.

Смолина, Л. Чӑваш Ен : [сӑвӑ] / Людмила Смолина // Çӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ = Чувашия родная : сӑвӑсем / О. М. Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2020. – С. 19.