Чӑвашлӑх ҫинчен — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Чӑвашлӑх ҫинчен

Чӑвашлӑх ҫинчен

Сӑмах кӗнеки

Тутарла – сюзлӗк, ҫармӑсла – мутер, удмуртла – кыллюкам. Чӑвашла – словарь. Пирӗн хамӑрӑн юрӑхлӑ сӑмах ҫуккине ӗненместӗп. Тӗрӗс тӑватӑп.

Тутар ҫулӗпе кайсан сӑмахлӑх темеллеччӗ (тутарла сюз – сӑмах, -лӑх – сӑмах тӑвакан аффикс). Тутар ҫулӗпе кайма ҫук: сӑмахлӑх тесе эпир халах хушшинче ҫӳрекен юмах-халапа калатпӑр.

Юманлӑх – юмансар, ҫӑкалӑх – ҫӑкасар. Ку ҫулпа кайсан словаре сӑмахсар теме юрӗччӗ. Хӑшӗ-ери ҫапла ҫырать те. Вулавӑша, сыватмӑша, усравӑша, кӑларӑша кулленхи пурнӑҫра калама хӑнӑхман пек сӑмахсарпа та усӑ курас килмест.

Н. И. Ашмарин питӗ хитре термин тупнӑ: сӑмах кӗнеки. Унӑн 17 томлӑ словарӗ виҫӗ ятлӑ: латинла – «Thesaurus linguae tschuvaschorum», вырӑсла – «Словарь чувашского языка», чӑвашла – «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки».

Ашмаринтан аслӑрах та ӑслӑрах пулаймӑн.

Фомин, Э. Чи хитре челхе. – Шупашкар, 2013.

«Чувашский язык: словари и справочники» коллекциӗ

Пушӑ уйӑхӗн пӗлтерӗшӗ

Чӑваш кун тӑрӑмӗпе пушӑ уйӑх апреле, хальхи календарьпе март уйӑхне тӳрӗ килет. Уйӑх тӑрӑх икӗ ҫул вун икӗ уйӑхлӑ, виҫҫӗмӗш ҫул вун виҫӗ уйӑхлӑ пулса пынӑ. Вун икӗ уйӑхлӑ ҫулталӑка «мӑшӑр ҫул», вун виҫӗ уйӑхлине «йывӑр ҫул» («високосный год») тенӗ.

Пушӑ уйӑхӗн пӗлтерӗшӗ манӑҫа тухнӑ, ҫавӑнпа ӑна тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Пӗрисем ку уйӑхра юр пушанать, теприсем ял ҫынни сарайӗ-пӳлми пушанать теҫҫӗ, ҫавӑнпа «пушӑ уйӑх»-мӗн. Теприсем уйӑх ячӗ хӗр ҫураҫнӑ хыҫҫӑн пушӑ пӑрахас йӑларан тухнӑ теҫҫӗ.

Авалхи кун тӑрӑмпа ҫулталӑк пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Эппин, ӑна ҫулталӑкӑн пуҫ (тӗрӗкле – баш ) уйӑхӗ теме май пур. «Кив ҫул ватӑлса ҫитнине палӑртса авал тӗрлӗ халӑх Ҫӗнӗ ҫул умӗн типӗ тытнӑ. Сартӑш тӗнлӗ чӑвашсен те мӑн кун типпи пулнӑ. Вӗсем пушӑ уйӑхра типӗ тытнӑ, пушӑ апат ҫинӗ. Акӑ ӑҫта иккен «пушӑ уйӑхӗн» вӑрттӑнлӑхӗ», – тесе шутлать М. И. Кулай сӑмахҫӑ.

«Вун иккӗ ҫапсан», кунпа ҫӗр тӑршшӗ танлашсан упа хӑй йӗннинче ӑшша хирӗҫ тулалла ҫаврӑнса выртать. Ҫавӑнпа малтан чӑвашсем пуш уйӑхне упа уйӑхӗ тесе каланӑ.

Ҫӗпӗрти тӗрӗксем те кун таврӑннӑ хыҫҫӑнхи уйӑха «азы гайы, ыйыг айы» – «упа уйӑхӗ» теҫҫӗ.

Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. 1 пай. – 1993 (Шупашкар : Чӑваш Республикин наци библиотеки, 2015). – 311 с.

Ӳкерчӗк: Садюков Николай Иванович. Теплый март. 1987 г. Холст, масло. 71 х 92.

Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗ

Ҫу уйӑхӗ ҫурхи ака-сухасем вӗҫленсен пуҫланнӑ. Авалхи чӑваш календарӗнче ку уйӑх май пӗтмӗшӗпе июнь уйӑхӗсене тӳр килнӗ, чӑваш хушшинче юлиан календарӗ сарӑлсан вара май уйӑхӗ ҫине куҫнӑ.

Ҫу уйӑхӗ – канлӗ вӑхӑт, уяв вӑхӑчӗ пулнӑ. Хура ҫӗре шуратса хӑварсан ял халӑхӗ ака туйсем туса ирттернӗ. Ака туйсем шавласа иртсен, ялсерен тапӑсемпе пухусем черетленсе кайнӑ, вун ҫиччӗ ҫапсан, кун тӑршшӗ 17 сехете ҫитсен, ҫу чӑвашсем (язычниксем) ҫинҫе шаккаса ҫӳренӗ, ҫинҫене кӗнӗ.

Ҫу уйӑхӗнче ҫӗр ама ҫӗнӗ тырра-пулла, ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑват парать тенӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ҫӗрте чӑвашсем ку уйӑха хӑват уйӑхӗ тесе те хисепленӗ. Ҫинҫене кӗрсен, ӗҫрен пушаннӑ ҫамрӑк-кӗрӗм уявсем пуҫласа янӑ. Каҫа хирӗҫ ял ҫамрӑкӗсем ушкӑн-ушкӑн хӑйсен урамӗсене пухӑннӑ, уяв юррисем юрласа ял варринчи урам тӑваткалне пуҫтарӑннӑ. Ҫу уйӑхӗнче пӗве кӗнӗ каччӑсем хӗр куҫласа хунӑ. Ҫу уйӑхне чылай ҫӗрте, шӳгле-мӗнле тенӗ пек, хӗр уйӑхӗ тенӗ.

Ҫу уйӑхӗ – чи авалхи уйӑх ячӗ, вӑл пирӗн чӗлхере сахалтан та икӗ пин-икӗ пин ҫурӑ ҫул пурӑнать. Ҫак уйӑх ячӗ кӑк тӗрӗк чӗлхинченех вӑй илнӗ: ҫу уйӑхӗн ячӗ ытти тӗрӗк чӗлхисенче те пӗрешкел. Авалхи уйӑх ячӗсем Ҫӗпӗрти тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхисенче лайӑх упранса юлнӑ: хакассем майпа июнь уйӑхӗсем хушшинче тӑракан уйӑха чай айы е чайгы ай – «ҫу уйӑхӗ» е «ҫуллахи уйӑх» теҫҫӗ, тувасем июнь уйӑхне чайнынг башкы айы – «ҫӑвӑн пуҫламӑш уйӑхӗ», июль уйӑхне чайнынг орта айы «ҫӑвӑн вӑта уйӑхӗ», август уйӑхне чайнынг даг айы – «ҫӑвӑн ура (вӗҫӗ) уйӑхӗ» теҫҫӗ. Ытти тӗрӗк халӑхӗсем ют халӑхсен календарӗсене йышӑннӑ та хӑйсен уйӑх ячӗсене манса кайнӑ. Анчах та кӗрешӗн тутарсем июнь уйӑхне жьяй айы «ҫу уйӑхӗ» теҫҫӗ-ха. Вӗсем ӑна, ахӑртнех, чӑвашларан тутарла куҫарнӑ пулмалла. Пирӗн чӑвашсем пур ҫӗрте те тенӗ пекех июнь уйӑхне ҫу уйӑхӗ тенӗ. Ҫакӑ вара уйӑх ячӗ чӑваш диалекчӗсем йӗркеленме тытӑниччен пайтах малтан пулса кайнинчен килет.

Егоров, Николай Иванович. Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология : [в 2 т.]. Т. 2 / Николай Иванович Егоров. – Чебоксары, 2009. – С. 265-268.

Чӑваш хутшӑнӑвӗн хӑйевӗрлӗхӗсем

Хальхи вӑхӑтра эпир «приветствовать; здороваться» пӗлтерӗшсемпе «сывлӑх сун» сӑмах ҫаврӑнӑшне усӑ куратпӑр. Ҫакӑн йышши саламлашу сӑмахӗсем авал чӑваш чӗлхинче пулман, вӗсем ХХ ӗмӗрте анчах чӗлхемӗрте ҫирӗпленнӗ.

Н. И. Егоров тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, чӑваш ӗлӗкрех «Сывлӑх сунатӑп!» йышши ҫаврӑмсене усӑ курман, вӑл «Сывлӑх ыйтатӑп!» ([Турӑран сана валли] сывлӑх ыйтатӑп!) тенӗ.

Эпир халӗ пӗр-пӗр пӗлӗшпе е тӑванпа тӗл пулсан нумай чухне пӗрне-пӗри «Салам!» тенипех ҫырлахатпӑр. Чӑвашӑн сывлӑх (е пурнӑҫ) ыйтни, саламлашу йӗрки авалтан самай вӑрӑм ыйтуллӑ-хуравлӑ пуплев пулнӑ. Сывлӑх ыйтас-калас япала ҫирӗп йӗркепе пулса пынӑ: чи малтан ҫут ҫанталӑк ҫинчен, унтан йывӑҫ-курӑк, тырӑ-пулӑ ҫинчен, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен, вара ял-йышри хыпарсем, кил-йыш пирки, юлашкинчен кил хуҫи хӑй мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Ҫут ҫанталӑкран пуҫласа кил хуҫи патне ҫити пуҫтарса пынине ҫак кил-йыша ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ, телей сунни пек ӑнланнӑ авалхи ҫынсем.

Калаҫнӑ чухне «сывлӑх ыйтаканӗ теприне яланах хӑйӗнчен ҫӳлерех хума, чыслӑрах курма, хӑйне аяларах шая лартма тӑрӑшнӑ, анчах чысран тухман.

Хуҫи: «Шӑллӑм, мӗнлерех чупатӑр-ха?» – тесе кӑсӑкланнӑ.

Йыхравҫи: «Мӗн чупни ӗнтӗ… Ҫул хӗрринчи ясмӑк пек пурӑнкалатпӑр ҫав… Кам ӳркенмест – кӗрсе таптать. Анчӑк ҫури те пулин хӳрипе ҫапса хӑварать… Хӑвӑр тата мӗнле ҫӗмӗрттеретӗр?» – тесе хуравланӑ.

Хуҫи вара: «Ҫӗмӗрттерни-мӗнӗ… Кӑштӑртаткаласа пурӑнатпӑр-ха ҫапла… хуллен-хуллен… урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑркаласа», – текеленӗ».

Кузнецов, А. В. Кӗреке нисепӗ : [монографи] / А. В. Кузнецов, Е. В. Сергеева. – Шупашкар, 2014. – С. 32-33.

Фото: Группа чувашей Чебоксарского уезда Казанской губернии. МАЭ. Коллекция 1700. Инв. № 95. Собиратель И.К. Зеленов. 1908-1909 гг.

Чӑваш шахвӑртса, тӗксе, ытарлӑн калаҫма юратнине тӗпчевҫӗсем XIX ӗмӗртех асӑрханӑ. Никифор Охотников «Мана пӑхса ӳстерни» (1888) ӗҫӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ачасене ытарлӑ сӑмахпа ӗҫе хӑнӑхтарас меслет – чӑваш хушшинче пит сарӑлнӑ япала. Тӗртсе калани ача ӑсӗпе чӗрине хушса-вӑрҫса каланинчен ытларах витет. Кӑшкӑрса-хӑтӑрса тӑрсан ача-пӑча хирӗҫсе пушшех йӑлӑнтарма пӑхать, майӗпен тӗртсе каласан – часах ӗҫе хутшӑнать».

Чӑваш пурнӑҫӗнчи кулӑшла пулӑмсене тӗпченӗ Петр Метин шахвӑртса калани ҫинчен ҫапла ҫырать: «Ҫапла вара шахвӑртса калани халӑх хушшинче тӗп объектпа ун таврари ҫынсен чунӗ патне ҫитермелли чи анлӑ сарӑлнӑ мел пулса тӑрать. Урӑхла каласан, вӑлтса калани (намек) ытарлӑ каланин (иносказание) синонимӗ пулать»; «халӑх хушшинче «вӑлтса каланине» пӗлтерекен сӑмахсемпе сӑмах майлашӑвӗсем нумай пулни те ҫакнах ҫирӗплетет: юптарни, сӑмахпа систерни, шахвӑртни, ывӑтса калаҫни, шак хуни, тӗртсе калани… Асӑннӑ сӑмахсем пач пӗр пек пӗлтерӗшлӗ мар, вӗсенчен кашниех ку е вӑл пӗлтерӗш уйрӑмлӑхӗллӗ».

Кузнецов, А. В. Кӗреке нисепӗ : [монографи] / А. В. Кузнецов, Е. В. Сергеева. – Шупашкар, 2014. – С. 28.

Пӗр паллӑ мар портрет

Ӳкерчӗк ҫинче чӑваш тумтирӗ тӑхӑннӑ вунӑ чӑваш – арҫынсемпе хӗрарӑмсем. Ӳкерчӗкне 1898 ҫулта грузинсен «Квали» (Йӑран) ятлӑ хаҫатӗнче пичетленӗ. Ун айне кӗскен ҫапла ҫырнӑ: «ЧӐВАШСЕМ». Раҫҫей патшалӑхӗнче тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан халӑх нумай пурӑнать. Вӗсен хушшинче территорипе те, йыш шучӗпе те монголла наци иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Унта финсем, чухон кӑркӑсӗсем, калмӑксем т. ыт. те, т. ыт. те кӗреҫҫӗ. Чӑвашсем йышпа пысӑках мар. Пурӑнасса пӗр вырӑнта – Атӑл хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Шучӗ – ҫур миллиона яхӑн; идолсене пуҫ ҫапаҫҫӗ, монгол диалекчӗпе калаҫаҫҫӗ, туррисене лаша пусса парне кӳреҫҫӗ. Вӗсем лаша какайӗ, лаша сӗчӗ ҫисе пурӑнаҫҫӗ».

Хресчен ушкӑнне чӑваш ялӗнче утӑ купи фонӗнче ӳкернӗ. Пӗр енчен пусӑ курӑнать, тепӗр енчен – хӑма карта. Вунӑ ҫын тӑхӑннӑ кашни тумтир пӗр-пӗринчен пӗтӗмпех урӑхла. Урана тӑхӑнмалли ҫеҫ пӗр йышши, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫӑпата сырнӑ.

«Квали» хаҫатра ӳкерчӗк авторӗ пирки асӑнман. Аялта сулахай кӗтесре французла е акӑлчанла алӑ пусни пур, анчах ӑна вулама ытла та йывӑр. «Чӑвашсем» портрет авторӗ Джон Лавери шотланди художникӗ пулма пултарнӑ. XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӑл Раҫҫее икӗ хут килсе кайни паллӑ.

Ушкӑнпа ӳкернӗ ҫак портрета 1901 ҫ. «Живописная Россия» кӗнекере (VIII том, пӗрремӗш пай, 111 стр.) ҫапса кӑларнӑ.  Кунта вара художник алӑ пусни пачах ҫук. 1911-1912 ҫҫ. П. Инфантьев «Злая киреметь чувашей» ятлӑ брошюра кӑларнӑ. Унта та ушкӑнла портретсем, икӗ-виҫӗ ҫынтана тӑраканскерсем те пур. Вӗсем ҫак портрета ҫывӑх, вӗсене пурне те пӗр художник тунӑ пек туйӑнать, анчах пӗрин авторне те кӑтартман.

Абрамишвили, А. Пӗр паллӑ мар портрет // Ялав. – 1967. – сентябрь (№ 9). – С. 32.

Паллашӑр: Ы!

Чӑваш литература чӗлхинче Ы уҫӑ сасӑпа пӗтекен пӗр сӑмах та ҫук.

Ы – пирӗн чӗлхере сӑмахӑн пӗрремӗш сыпӑкӗнче ҫеҫ тӗл пулакан сасӑ. Сӑмахӑн иккӗмӗш тата ытти сыпӑкӗсем ку сасса килӗштермен иккен.

Ы сасӑ аффикссенче тӗл пулмасть.

Ы сасӑпа пуҫланакан сӑмахсем чӑваш чӗлхинче йышлах мар. «Чӑвашла-вырӑсла словарьте» (1982) ҫак уҫа сасӑпа пуҫланакан мӗнпур сӑмахсем (тӗрлӗ формӑсемпе пӗрле) 140 шутланаҫҫӗ, вӗсенчен 30 яхӑн ҫеҫ тымар сӑмах.

Чӑваш чӗлхинчи Ы сасӑ чи авалхи сасӑ мар, вӑл каярах пулса кайнӑскер шутланать. Ытти тӗрӗк чӗлхисенче унашкал сасӑ пачах ҫук. Хальхи хӑш-пӗр тӗрӗк чӗлхисен алфавитӗнче Ы сас палли пур, анчах та вӑл Ы сасса пӗлтерекен паллӑ мар (сӑмахран, тутар ҫырӑвӗнчи Ы сас палли – Ӑ сасса пӗлтерекен паллӑ).

Ы уҫӑ сасӑ А сасӑран пулнӑ иккен, чӑваш сӑмахӗсенчи Ы ытти тӗрӗк чӗлхисенчи А сасӑпа тӳр килет: пыршӑ – барсак, тымар – тамур, йывӑр – авыр, сывлӑм – салым…

.

Сергеев Л. П. Сӑмах тӗнчи. – Шупашкар, 2011.

Питрав уявӗ

Чӑвашсен утӑ уйӑхӗнчи пысӑк уявсенчен пӗри – Питрав, вӑйӑ вӗҫлемелли кун. Ҫурхи вӑйӑ виҫӗ-тӑватӑ, тепӗр чухне пилӗк эрнене пырать. Питрав вӑйӑ вӗҫлемелли юлашки уяв. Ҫак кун ял ҫыннисем уяв ӑсатма пуҫтарӑннӑ. Каҫ пулса тӗттӗмленсен ялӑн хӗвел анӑҫ енчи вӗҫне тухнӑ та кӑвайт тавра карталанса юлашки хут уяв картине тӑнӑ. Унта вара тӗрлӗ вӑйӑсем выляҫҫӗ, хире-хирӗҫ карталанса тӑрса юрлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем улӑха тухса чечексем татаҫҫӗ, чечек ҫыххи туса шыва пӑрахаҫҫӗ. Вӑл шывра путманни лайӑха пӗлтерет, ҫав чечеке татнӑ хӗр тепӗр ҫулчченех сывлӑхлӑ пулать. Ку йӑла вырӑссен те пур.

Ҫур ҫӗрте ҫамрӑксем юрласа уяв йывӑҫҫине ялтан масар ҫине йӑтса кайнӑ. Унтан таврӑннӑ чухне юрламан. Хӑш-пӗр ҫӗрте уява ӑсатма ял вӗҫне, ыраш пусси патне, тухаҫҫӗ. Кӗрхи ыраш ытти тӗш тырӑран маларах, Питрав тӗлнелле, пулса ҫитет. Уява ӑсатма ыраш пусси патне тухасси, тен, ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Юрласа-ташласа пӗтерсен аслисем килӗсене саланаҫҫӗ. яш-кӗрӗм уява ӑсатма юлать.

Хальхи вӑхӑтра пурнӑҫ, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ май ӗлӗкхи йӑласемпе уявсенчен чылайӑшӗ манӑҫа тухса пыраҫҫӗ пулин те чӑваш яш-кӗрӗмӗн вӑййи сӳнмен-ха. Авалхи юрӑсемпе кӗвӗсем, вӑйӑ-уяв паянхи кунчченех хӑйсен ытарайми поэзине, илемне ҫухатмаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Елчӗк округӗн Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнче Питравра вӑйӑ ӑсатас йӑлана паянхи кун та ирттереҫҫӗ. Хӗрсене сурӑх кӗтӗвӗ витӗр кӑлараҫҫӗ. Ку йӑла-йӗркене хӗрсем качча тухсан йышлӑ ача-пӑчаллӑ пулччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке ялӗнче те вӑйӑ йӑли-йӗркине ҫӗнӗлле чӗртсе ярас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Тутарстанри Нурлатра кашни ҫулах пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен уявӗ иртет. Кашни ял хӑйӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе сцена ҫине тухать. Авалхи йӑла-йӗркене пӑхӑнса ҫӗре чавса хурӑн туни лартаҫҫӗ, ун тавра ҫаврӑнса юрӑсем юрлаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи, литератури, халӑх сӑмахлӑхӗ : статьясен пуххи / Чувашский государственный институт гуманитарных наук ; [А. В. Кузнецов пухса хатӗрленӗ, редакторӗ]. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2015.

Чӑваш чӗлхи

«Пӳрт, ҫурт» сӑмахсен пулӑвӗ

Вырӑс чӗлхинчи «дом» сӑмах чӑвашла виҫӗ пӗлтерӗшпе куҫать:

  1. Ҫурт сӑмах чылай тӗрӗк чӗлхинче пур. Тӗслӗхрен, алтай, турккӑ, авалхи узбек чӗлхисенче йурт «пурӑнмалли вырӑн, чарӑнса тӑмалли вырӑн, ҫӗршыв» тенине пӗлтерет.
  2. Пӳрт сӑмаха балти чӗлхисенчен йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, литва чӗлхинче «пиртис» сӑмах «мунча» тенине пӗлтерет.
  3. Кил – авалхи пӑлхар сӑмахӗ, пин ҫул ытла ӗлӗкрех пулса кайнӑ. Авал «кил карти, ял, хула» тенине пӗлтерме пултарнӑ. Пин ҫул ытла ӗлӗкрех Дон юхан шывӗ ҫинче Саркел ятлӑ хула пулнӑ. Хула ятне чӑваш чӗлхипе усӑ курса ӑнлантарса панӑ. Саркел «шурӑ кил» тенине пӗлтерет.

Кил сӑмах чӑваш чӗлхинчи кил глаголпа пӗр пек илтӗнет. Кил глагол калакан патне пынине, пыр глагол вара калакан патӗнчен, хӑй патӗнчен каймаллине пӗлтерет. Чӑвашла кил кунта тетпӗр, пыр кунта тесе каламастпӑр. Унта пыр теме юрать. Кил сӑмах тахҫан авал яланах пурте таврӑнакан вырӑна пӗлтернӗ пулмалла. Ку вырӑн, паллах, тӑван кил.

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар, 2008. – С. 35-36.

Мухтанмалли чӗлхе

Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхи. Ҫак йышах тутар, пушкӑрт, казах, кӑркӑс, узбек, туркмен, азербайджан, турккӑ, гагауз, уйгур тата ытти чӗлхе кӗрет. Пӗтӗмпе вӗсем 40 яхӑн.

Тӗрӗк чӗлхисем пӗрне-пӗри питӗ ҫывӑх. Атӑл хӗрринче пурӑнакан тутар тӑлмачсӑрах Китайра пурӑнакан уйгурпа сӑмахлама пултарать, Китайра пурӑнакан уйгур Анталири турккӑпа ним мар калаҫӗ. Икӗ халӑх кӑна ытти тӗрӗке ӑнланмасть: пӗри якут, тепри чӑваш. Кулянмалла-и ҫакӑншӑн? Ҫук-ҫук! Пирӗн чӗлхе ытла та хӑйне евӗрлӗ, ҫут тӗнчере ун пекки урӑх ҫук. Апла мухтанмалли кӑна юлать.

Фомин, Э. В. Чи хитре чӗлхе. – Шупашкар, 2013.

Хурт-хӑмӑр

Авал «кӑткӑ» ӑнлава пӗлтерекен чӑн чӑваш сӑмахӗ пулнӑ, анчах та вӑл, ют чӗлхери кӑткӑ сӑмаха йышӑннине пула, пирӗн чӗлхерен тухнӑ. Мӗнле сӑмах-ши вӑл?

«Хурт-хӑмӑр» сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ «хурт» мӗне пӗлтерни пуриншӗн те паллӑ. Вӑл тӗрӗк сӑмахӗ. Ытти чӗлхесенче ӑна «корт» тесе ҫыраҫҫӗ, вырӑсла куҫарсан «насекомое» пулать. Сӑмахӑн иккӗмӗш пайӗ – «хӑмӑр». Хальхи чӗлхере вӑл мӗне пӗлтернине никам та калаймасть пулӗ. Сӑмахӑн ку пайӗ уйрӑм тӗл пулмасть.

И. П. Павлов тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, «хӑмӑр» сӑмах авалхи чӑваш чӗлхинче кӑтка пӗлтернӗ. Чӑнах та, ытти тӗрӗк чӗлхисенче кӑтка пӗлтерекен сӑмахсем «хӑмӑр» сӑмахпа пӗр тымарлӑ пулни лайӑх курӑнать: хомурсгъа (кумык чӗлхи), кырмыска (тутарла), кумырска (нухайла), кумурска (узбекла), кымырҫка (пушкӑртла).

Танлаштарса пӑхӑр-ха: курт-кумурска (узбек, казах тата нухай чӗлхисенче) – насекомое (вырӑсла), хурт-хӑмӑр (чӑвашла) – насекомое!

Сергеев, Л. П. Сӑмах тӗнчи. – Шупашкар, 2011.

Ҫемьери тата кулленхи йӑла-йӗрке

Сӗтел хушшинче тыткаламалли йӗрке йăхран йăха куçса пынă. Ачасем аслисене хисеплени ваттисем сӑмахӗсенче те упранса юлнӑ: «Аслисем килте чух кӗçӗннисем шарламаççӗ».

Сӗтел хушшинче ачасем пӗчӗкренех калаçма, шавлама, кулма юраманнине пӗлнӗ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра пӗр турилккерен çинӗ, кашӑкпа ӑсма аслинчен пуçланӑ. Ача айӑпа кӗрсен те чăвашăн апата туртса илес йӑла пулман.

Ачасене мӗн пӗчӗкрен апата перекетлеме вӗрентнӗ. Çӑкӑра тӗпретме юраман, тӗпренчӗкӗсене сӗтел çинчен пуçтарса çисе ямалла пулнă: «Турă панӑ апата выльӑхсене çитермелле мар» – тенӗ чӑвашсем. Ача пӗчӗккӗ е çывăрать пулсан та ăна сӗтел хушшине апата чӗннӗ, чӗнмесен ача вилет тенӗ.

Килте çӗнӗ çын пулсан арçынсемпе хӗрарӑмсен пӗрле ларма юраман. Тепӗр кӗреке йӗркипе сӗтел хушшинче калаçма çеç мар, чавсаланса ларма та юраман, кашӑк çамкаран лекме пултарнӑ. Аслисем йывӑр ӗç хыççăн чавсаланма пултарнӑ.

Сӗтел хушшинче арçын çӑкӑр каснӑ. Н.М. Охотниковӑн «Записки чувашина о своем воспитании» ӗҫӗнче çапла çырнӑ: «…çӑкӑрӑн с сӑмсине атте хӑйне хӑварнӑ, сӑмси хыççӑнхи татӑка – ташлама чӗлӗ – мана панӑ, тепӗрне – тетене». Пӗрремӗш апат яшка пулнӑ, иккӗмӗшӗ – хуплу . Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, çӑкӑр сӑмсин татӑкне кӗçӗн ывӑл çисе ямалла пулнӑ, мӗншӗн тесен вăл тӗп çуртра юлаканни пулнӑ.

Кузнецов, А. В. Кӗреке нисепӗ : [монографи] / А. В. Кузнецов, Е. В. Сергеева. – Шупашкар, 2014. – С. 45-46.

XVIII ӗмӗртен пуҫласа Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан хресченсем ҫӗр ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ, куллен ӳссе пыракан налуксене тӳлеме те укҫа ҫитмен. Ҫак сӑлтавсене пула XIX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш хресченӗсем вӑхӑтлӑх ӗҫ шыраса ялтан хулана, заводсене, вӑрман касса хатӗрлеме, мӗн те пулин турттарма кайнӑ. Кимӗ-пӑрахут ҫӳрекен юхан шывсем ҫывӑхӗнче пурӑнакансем бурлака кӗрӗшнӗ.

Ҫак вӑхӑтра ялти пӗтӗм ӗҫе хӗрарӑмсем, ватӑсем тата ачасем туса пынӑ.

Вӑхӑтлӑх ӗҫсем ӗҫлесе пурӑннине пула чӑвашсен пурнӑҫӗнче тӗрлӗ улшӑнусем, ҫӗнӗлӗхсем палӑрнӑ: ал ӗҫӗсене тумалли ҫӗнӗ мелсемпе, ҫӗнӗ ӗҫ хатӗрӗсемпе, тумтирпе, куллен тыткаламалли япаласен ҫӗнӗ тӗсӗсемпе т.ыт.те усӑ курма пуҫланӑ.

Вӑхӑтлӑх ӗҫе кайнисем, уйрӑмах ҫамрӑксем, киле укҫа чылай илсе килнӗ. Анчах вӗсем хӑйсене йӗркеллӗ тытма пӑрахнӑ, иртӗхсе кайнӑ, япӑх йӑласене вӗреннӗ, ӗҫкӗпе иртӗхнӗ, усал сӑмахсемпе калаҫнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри тӑван культурӑпа чӗлхене хисеплеме пӑрахнӑ, хӑйсем чӑваш пулнине «маннӑ».

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар, 2008. – С. 216-217.

Апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫ

1928 ҫулта Шупашкарта кун ҫути курнӑ П. Евграфовӑн «Апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫ» кӗнекинчен: «Пирӗн Чӑваш республикинче виҫ-тӑват тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Пуринчен нумайӗ чӑваш, вырӑспа тутар та пайтах, ирҫе те пур. Ҫав виҫ-тӑват тӗрлӗ халӑхран хӑшӗ имшерккерех те, пӗчӗкрех та, хытканрах? Кунта нумай шухӑшласа тӑмалли ҫук. – Кам имшеркке те хыткан пултӑр? – Ҫав пирӗн чӑваш ӗнтӗ! Имшерӗпе те, хытканӗпе те килӗшӗттӗмӗр, анчах имшер ҫыннӑн вӑйӗ те имшер, ӗҫӗ те хӑйне кура кӑна, ӗмӗрӗ те кӗске.

Чаххуткӑ чирӗпе пирӗн чӑваш ҫуллен ытти халӑхран ытла вилни те, вар чирӗ ытлашши пусмӑрлани те, пирӗн чӑваш ытти халӑхран лутрарах, ҫӳхерех, ҫӑмӑлтарах, вӑйсӑртараххи, пурте пирӗн чӑваш тахҫантанпах начар апат ҫисе пурӑннинчен килет.

Мӗншӗн пирӗн чӑваш лайӑх апат-ҫимӗҫ ҫисе пурӑнаймасть? Ҫак кӗнекене вуласа пӑхсан нумайӑшӗ тӳрех эпӗр хура халӑх ӑҫтан кунта каланӑ пек ҫисе пурӑнайпӑр? Пирӗн темӗнле тутӑ апат-ҫимӗҫ тума хатӗрӗ ҫук; сӗтел хушшинче нумай ленчӗртетсе ларма вӑхӑчӗ те кӗске; – Пире улмапа салма сывӑ пултӑр, вӗсем пулсан эпӗр выҫӑ вилместпӗр вара, тееҫҫӗ.

Хура халӑх ӗҫӗ пур ӗҫрен те йывӑр ӗҫ. Ҫавӑнпа ӗҫне кура апатне ҫиес пулать. Эсӗр калани те чӑн, яланах апат ҫиейместех пирӗн чӑваш. Анчах мӗншӗн ҫиейместпӗр-ши? Пуринчен ытла пире хамӑр пурӑнма, апат-ҫимӗҫе хатӗрлесе пӗҫерме пӗлменни хуплать. Апат-ҫимӗҫ хамӑр сывлӑхшӑн мӗнле пахине пӗлсен, эпӗр те вӑй ҫитнӗ таран апат-ҫимӗҫе техӗмлӗрех, тутлӑхлӑрах тума тӑрӑшӑттӑмӑр. Халӗ эпӗр ҫисе хырӑма анчах тултаратпӑр. Ирпе салма, каҫпа улма: е ирпе улма, каҫпа салма ҫиетпӗр. Кӑнтӑрлине пулсан типӗ ҫӑкӑрпа уйран сыпкалатпӑр, пулмасан типӗ ҫӑкӑр кавлекелесен те иртет…».

Кӑмӑл-туйӑм

Авалхи йӑласем тӑрӑх, чӑвашсем хӑйсене ыттисемпе туйӑма ытлашши ирӗке ямасӑр, анчах кӑмӑллӑ тытма тӑрӑшнӑ. Темле кулянмалли самантра та ыттисене ҫакӑн ҫинчен каласа паман, хӑйсем пӑшӑрханнине кӑтартман, унсӑрӑн ҫав инкексем тепӗр ҫынна куҫма пултараҫҫӗ тесе шутланӑ. Ҫын кӳрентернине манма тата хур тӑвакана каҫарма тӑрӑшнӑ.

Чӑвашсен йӑлипе, ҫынна шелленине куҫҫульпе мар, чӑн-чӑн ӗҫпе кӑтартмалла пулнӑ: «Пумилккене чӗнчӗҫ пулсан — куҫҫуль ан юхтар, сӑпка юрри юрла, тӑлӑха юлнӑ ачасене лӑплантар» (Г. Н. Волков). Куляннин, асапланнин усси ҫук, мӗнле те пулин ӗҫе тытӑнсан вара кӑмӑл уҫӑлса каять тесе шутланӑ чӑвашсем. Ваттисен сӑмахӗсем те ҫак шухӑша ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Хурлӑх хупӑрласан хусӑк тыт», «Куляниччен куяна кай», «Ах-ах! тени ахах мар: алка айне ҫакас ҫук».

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008.

Улӑп халапӗсем

Улӑп халапӗсем пур ҫӗрте те сарӑлнӑ, ытларах улӑп тӑпри ҫинчен калаканнисем тӗл пулаҫҫӗ. Историксем тӗпченӗ тӑрӑх, улӑп тӗмисенчен ытларахӑшӗ – пирӗн эрӑчченех, бронза ӗмӗрӗнче хывнӑ масарсем. Вӗсене Байкалпа Алтай, Атӑлпа Урал, Донпа Днепр тӑрӑхӗнче, Ҫурҫӗр Кавказра тупса палӑртнӑ. Чӑваш ҫӗрӗнче вӗсем пилӗкҫӗртен иртеҫҫӗ. Пысӑк масарсем тӑвас йӑла авал тӗнчери чылай халӑхсен пулнӑ.

Чӑвашӑн улӑпсем ҫинчен калакан халапсем мӑн асаттесем Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнма пуҫличченех йӗркеленнӗ, халапсене улӑп тӗмисемпе кайран ҫыхӑнтарнӑ.Пысӑк пӳ-силлӗ, кӗрнеклӗ этемсем пурӑнни ҫинчен тӗнчери халӑхсем ӗлӗкех калаҫнӑ; авалхи грексен мифологийӗнче Зевс ятлӑ аслӑ турӑ, Библире каланӑ турӑсем титансене ҫӗнтереҫҫӗ. Акӑлчан юмахӗсенче Гулливер, марисен Онар, тӗрӗк халӑхӗсен (казах, узбек, азербайджан, тутар, пушкӑрт) Алпамӑш (Алпамс, Алп-Манас) пур. Чӑваш улӑпӗ шӑпах Алпамӑша ҫывӑх.

Чӑваш улӑп халапӗсене малтан К. Милькович 1784 ҫ. ҫырса илнӗ, каярах пурӑннӑ вырӑспа чӑваш этнографӗсем те чылай пухнӑ.

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. Т. 6, ч. 2. мифсемпе халапсем. – Шупашкар, 1987.