Халӑх тӗнӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Халӑх тӗнӗ

Чӑваш туррисем

Турӑсемпе ырӑсен йышӗ пысӑк. Кун ҫинчен «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекере анлӑ тата тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ: «Чӑваш тӗнӗ, ырӑсемпе хаярсем» сӑмахсарта алфавит йӗркипе 211 ят панӑ (Микихвер элмен, 1992). Мӗнпур ыр-хаяра шута илес пулсан шучӗ ҫур пинрен те иртме пултарать. Пайӑр ятлӑ ыр-хаяр йышӗ ик ҫӗртен иртет.

Турӑсемпе ырӑсен йышӗ тӑватӑ ушкӑна уйрӑлса тӑрать: Ҫӗр, Шыв, Вут (Хӗвел), Сывлӑш хӑвачӗсем.

Турӑ таврашӗпе ыр-хаярсене пӗтӗмпе вун икӗ ушкӑна уйӑрса хисеплеҫҫӗ:

1. Уҫлӑхри хавӑс (хаос) тата Аслӑ (Мӑн) Турӑ, ун йышӗ.

2. Ҫӳлти тӗнче (ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсен) ыррисем (иккӗмӗш ретри турӑсем).

3. Ҫут тӗнче тата ҫӗр ыррисем.

4. Шыв хӑвачӗсем.

5. Вут хӑвачӗсем.

6. Ӳсен-тӑран управӗн ырри-хаярӗ.

7. Чӗрчун тӗнчин ырри-хаярӗ.

8. Этем пурнӑҫӗпе ӑс-хакӑлӗн сыхчисем.

9. Кил-йышпа кил-ҫурт управҫисем.

10. Выльӑх-чӗрлӗхпе карта йышӗн управлӑхӗ.

11. Уй-хирпе алӗҫ ырри-хаярӗ.

12. Леш тӗнчери (ҫӗрпе шыв айӗнчи) ыр-хаярлӑх.

Хӑйсен хӑвачӗпе витӗм пӗлтерӗшне кура ырӑсемпе хаярсем тӗрлӗ ретсем (разрядсем) ҫине уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Уҫлӑх хавӑсӗнчи вӑйсем Хӑватпа Хавал (Халав) хӑйсене хальлӗн пӗр ушкӑнра тӑраҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗрремӗш ретре — Мӑн Турӑ тата унӑн йышӗ. Халӑх тӗнӗсенче пӗр тан турӑсем йышлӑ тесе каланӑ пулсан та чӑваш тӗнӗнче пӗр Аслӑ Турӑ кӑна пулнине Дюла Месарош тӳрех асӑрханӑ. Мӑн Турӑ тӗнчен пур енне те курса, пур япалапа чӗрлӗхе тытса тӑрать. Вӑл чун ҫуратать, выльӑх-чӗрлӗхе хунатать, тыр-пул парать, вут-кӑвартан сыхлать, кун парать… Ку ӗҫсенче ӑна амӑшӗпе ашшӗ, умӗнче тӑран ачи-пӑчи пулӑшать. Аслисен ретӗнчех Ҫӗр ашшӗпе амӑшӗ, Шыв ашшӗпе амӑшӗ, Ҫил ашшӗпе амӑшӗ, Вут ашшӗпе амӑшӗ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте Мӑн Турӑ йышӗ-тӑванӗ – аслинчен кӗҫӗнрех турӑсемех: Хӗвел йышӗ, Ҫӗр йышӗ, Ҫил йышӗ, Шыв йышӗ, Вут йышӗ. Мӑн Турӑпа Аслӑ Турӑран пайӑр ячӗсем упранса юлман. Ашшӗ – Хӑрпан, Амӑшӗ – Кепе, Пӳлӗх – Мӑн Турӑ мӑшӑрӗ. Ҫак аслӑ ушкӑнри кӗлӗсем илекен Кепе (чылай чухне ӑна Амай, Ама Турӑ теҫҫӗ), этем шӑпине палӑртакан Пӳлӗх, этем кун-ҫулне кӑтартса пыракан Хӑрпан ячӗсене асӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ырӑсемпе хаярсене канаш парса, ҫул кӑтартса тӑраҫҫӗ.

Иккӗмӗш ретре – Ҫут тӗнчери харкам пулӑмсемпе ӗҫсемшӗн яваплӑ ырӑсем (вӗсем те Турӑпа танах шутланаҫҫӗ). Пайӑр ячӗсем те паллӑ: Аслати – ҫумӑр турри, Астанпи е Кӑварпи – хӗвел турри, Акӑнь – вут турри, Типшар – вӗри ҫанталӑк турри, Апаш – шыв-шур турри, Хор – ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑрсен хуҫи (Пан турӑ ашшӗ), Ӑлпаш – ял-хула турри, Путама – килҫурт турри, Тилчек – никӗс турри, Сехти – ӑру ҫул-йӗрӗн турри, Тетрек – инҫетлӗх турри, Авкун – тасалӑх турри, Анапа Акар – уй-хирпе ҫӗр ӗҫӗн турри-ырри, Хӑрата – чӗрлӗх турри, Аммӑш, Хӑт амӑш – выльӑх-чӗрлӗх ӗрчевлӗхӗн турри, Пихампар – выльӑх-чӗрлӗх управӗн турри, Рункӑш – пурлӑх-ырлӑх, Патал – укҫа-тенкӗ туррисем, Пехет (перекет) – ытлӑх-ҫитлӗх турри, Чӑрпантӑ – ҫӗр айӗнчи пуянлӑх хуҫи, Апӑр – тӑм, чул, кирпӗч ӑстисен турри, Имӗр – кун-ҫул турри, Хахат – мухтав турри, Саркун – ҫӑтмахрисен турри, Ӑсмӑрт – вилӗмсӗрлӗх турри, Мӑртӑк – манӑҫу турри, Урпан – ӑс-хал турри, Ашӑр – тӑн, Кавсар – пӗлӳ туррисем, Хаман – вӑй-хал турри, Саватар – тӗрӗслӗх турри, Ӑшапатман – сывлӑх турри, Акшан – канӑҫлӑх турри, Эрре – килӗшӳ турри.

Виҫҫӗмӗш ретре ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи вӑйсем тӑраҫҫӗ. Вӗсем Мӑн турӑ умӗнче ҫут тӗнчери ӗҫсемпе этем ывӑлӗхӗрӗн шӑпишӗн яваплӑ, ҫавӑнпа ҫынсем патне Ҫӗр ҫине килсе ҫӳреҫҫӗ. Пирӗшти, пӳлӗхҫи, камал, хӗрт-сурт, йӗрӗх, вушни, ийесем ҫӗр ҫинчи хаярсене кӳнеҫтереҫҫӗ, усал-тӗселе аякка хӑвалаҫҫӗ.

Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пирӗштийӗ, камалӗ, пӳлӗхҫийӗ, кашни килӗн хӑйӗн хӗрт-сурчӗ, йӗрӗхӗ тата кашни кӗтесӗн хӑйӗн ийи пур.

Чуваши, их происхождение и верования

Сенковский, О. И. Чуваши, их происхождение и верования : [аудиозапись] / О. И. Сенковский ; диктор Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Записки о чувашах

Сбоев, В. А. Записки о чувашах : [аудиозапись] / В. А. Сбоев ; читает Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Умыкание земли

Умыкание земли : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Киремет

Енькка, Е. В. Киремет : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӳк

Енькка, Е. В. Чӳк : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Фадлан о нравах и обычаях булгар

Фадлан о нравах и обычаях булгар : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Религия некрещеных чувашей

Религия некрещеных чувашей : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Киреметь

Киреметь : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее