Музыка инструменчӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Искусство / Музыка ӳнерӗ / Музыка инструменчӗсем

Музыка инструменчӗсем

Халӑх музыка культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ вӑл – музыка инструменчӗсем. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ҫинчен пӗрремӗш хут историре XVIII-мӗш ӗмӗрте асӑнса хӑварни пур. Г. Ф. Миллер, П. С. Паллас, И. Г. Георги, К. С. Милькович, М. Д. Чулков ӗҫӗсенче сӑрнай, шӑпӑр, кӗсле, сӗрме купӑс, тута купӑсӗ (тимӗр купӑс) ҫинчен калани пур. Археологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи ялсен выранӗсене чавнӑ хыҫҫӑн вӗрсе каламалли тата хӗлӗхлӗ инструментсен пайӗсене тупнӑ.

Чӑвашсен паллӑ музыка инструменчӗсен шучӗ темиҫе теҫеткене ҫитет. Вӗсене йывӑҫран, йывӑҫ хуппинчен, шӑмӑран, тӑмран, тиртен, тӗкрен, ӳсен-тӑранран, каярахпа тимӗртен ӑсталанӑ. Хӗлӗхсене лаша хӳринчен, така пыршинчен тата шӑнӑрӗнчен тунӑ. Йышӑннӑ классификаципе килӗшӳллӗн, вӗсене 3 ушкӑна пайлама пулать. Хӗлӗхлисен шутне сӗркӗчлисенчен сӗрме купӑс тата чӗпӗтсе каламаллисенчен кӗслепе тӑмра пур. Вӗркӗчлисен ушкӑнӗ 3 тӗсе пайланать: шӑхӑртмаллисенчен шӑхлич, тӑм шӑхлич, чӗлхеллисенчен (вӗркӗчлисемпе чӗпӗтсе каламаллисенчен) шӑпӑр, сӑрнай, тутут, тӳт, хут купӑс, пип-пип, муштук – сас паракан мӑйракасем, какӑр, кавал, пӑрӑх тата нахра. Ҫапса каламаллисемпе шавлисен ушкӑнӗ хӑй тӗллӗн янӑраканнисем тата ҫурхахлисем ҫине пайланать. Хӑй тӗллӗн янӑраканнисен сассисем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, вӗсен шутне шакмак тукмакӗсем, шакӑртма, шӑллӑ ҫатӑрка, шӑнкравсем, шӑнкӑрма (хӑнкӑрма), чан, тренчӗл, тинкӗлтин, чанкӑрти, ҫавӑрттарса сӗрлекен сӗр, чӗпӗтсе каламалли тимӗр купӑс (вархан) тата ыт.те кӗреҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн янӑраканнисен шутӗнче кил-ҫуртри япаласем те пур: кашӑк, питлӗх, кӗленче савӑт, кӗпе тукмакӗ тата кӗпе-йӗм ҫумалли хӑма – кусемпе те кӗвӗ калаҫҫӗ. Ҫурхахлисен йышне параппан, тункӑр, тура-купӑс (турапа каласа кӗвӗ кӑларни) кӗреҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ халӑх культуринчи музыка инструменчӗсене чӑвашсем тӗрлӗрен усӑ курнӑ. Уявсемпе вӑйӑ-кулӑ вӑхӑтӗнче вӗсен ӳнерпе илем пӗлтерӗшӗ малти вырӑна тухать. Ҫак тӗллевпе аслисем те, ҫамрӑксем те сӗрме купӑс, шӑпӑр, сӑрнай, кӗсле каланӑ, хальхи вӑхӑтра вара – ытларах хут купӑс. Ҫак инструментсемпе ача ҫуратнӑ, туй ирттернӗ, ҫын вилсен тата асӑннӑ чухне, ҫулленхи ҫӗр ӗҫӗсене тунӑ вӑхатра хӑш-пӗр асамлӑ йӑла-йӗрке туса ирттернӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Час-часах темиҫе инструментран тӑракан, тӗрлӗ ҫурхахлӑ тата хӑй тӗллӗн янӑраканнисене хушса, ансамбльсем йӗркеленӗ.

Кӗсле, сӗрме купӑс, параппан, хут купӑс пек чаплӑ музыка инструменчӗсене ӑсталасси Чӑваш Енре XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче самай аталаннӑ пулнӑ. Чӑваш ӑстисен чи лайӑх ӗҫӗсене Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Хусанти, Киеври куравсенче кӑтартнӑ. Вӗсене ярмӑрккасенче, музыка лавккисенче туянма май пулнӑ.

Чи паллӑ ӑстасен шутӗнче – П. Е. Волков, М. Ф. Филиппов, В. Е. Руссков, В. И. Адюков.

Культура Чувашского края : учебное пособие/ В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 247-249.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах/ Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.

Мордва, чуваши - мастера наши!

Колмыков, В. И. Мордва, чуваши - мастера наши! : [о традициях изготовления глиняных игрушек-свистулек "тӑм шахлич"] / Владимир Колмыков // Высокий огонь / В. И. Колмыков ; дар. авт. предисл. Г. Л. Дайн ; Мордовский культурный центр Чувашской Республики (Напольное, село). - Рузаевка, 2012. - С. 304-317. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Приходите слушать шопор

Константинов, И. Приходите слушать шопор : [о чувашской народной культуре] / И. Константинов // Наука и жизнь. - 2011. - № 3.- С.106-107, [4-я с. обл.]. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пузырь-шӑпӑр

Никитин, И. Пузырь-шӑпӑр : [о чувашском музыкальном инструменте] / И. Никитин // Известия Общества археологии, истории и этнографии при императорском Казанском университете. - Казань, 1907. Т. 23. - вып. 4. - С. 313-314. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее