Чӑваш чӗлхи кунӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш чӗлхи / Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

О. А. Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр.

Чӗлхе – халӑх культурин чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗрӗ еткерӗ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла.

Республикӑра чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тӗлӗшпе сахал мар тунӑ, хальхи вӑхӑт ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ учебник туса хатӗрлемелли тӗллев те йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Тӑван чӗлхемӗрӗн ят-сумне ӳстерсе пырас ӗҫе Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе шкулсем тата ача сачӗсем чӑннипех те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Уяв ячӗпе!