Чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсенче Тӑван кӗтес сӑнарӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Петӗр Хусанкайпа Ухсай Яккӑвӗ, Юрий Айташпа Порфирий Афанасьев, Алексей Воробьевпа Юрий Семендер, Геннадий Айхи, Стихван Шавли тата ытти поэтсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва, тӑван ҫутҫанталӑкӑн тӑнӑҫлӑхӗпе илемне мухтаса юрланӑ.
Пӑхатӑп та – уй-хирӗме куратӑп:
Ыраш пусси вӑрман пек хумханать.
Ǎна эс тимлӗрех итлес пулсассӑн –
Тӑван ҫӗршыв ҫинчен вӑл юр юрлать.
Тӑван ҫӗршыв теми хӑй тӗллӗнех поэзире чи пӗлтерӗшлисенчен тата пӗтӗҫтерекенсенчен пӗри пулса тӑрать. Тӑван ҫӗршыв поэтшӑн территори ҫеҫ мар – историйӗпе, йӑли-йӗркипе, халӑхпа ҫыхӑннӑ культурӑпа ӑс-хакӑл уҫлӑхӗ.
Чӑваш поэчӗсен сӑввисенче час-часах ял пурнӑҫӗн нумай енлӗ ӳкерчӗкне, этем шӑпинчен уйӑрми ялӑн чунне куратпӑр. Вулакан умне «тӑван ялӑн», «ҫуралнӑ кӗтесӗн», ҫӑлкуҫсен, яштака хурӑнсемпе ҫӑра йӑмрасен сӑнарӗ тухса тӑрать. Ҫакнашкал поэзи тӑван халӑхшӑн ҫуннипе, тавралӑха юратнипе тулнӑ.
Çунат çапса, сиксех юрлать-и шӑнкӑрч
Йӑмра ҫинче, вӗллийӗ умӗнче,
Кӗрлет-и вар-ҫырма е шӑнкӑр-шӑнкӑр
Шӑнкӑртатать тӑри уй тӳпинче;
Сар хумсене ҫӑра та ҫӳллӗ тырӑ
Лӗп варкӑшпах-и васкатать чупма,
Е турата авса ҫиҫет улма, –
Шӑршийӗ уҫӑ-уҫӑ, тутлӑ, ырӑ, –
Ҫак сӑрсене юрра епле чун хывмӗ!..
Илемлӗ эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!
Чӑн-чӑн поэзире тӑтӑшах самана паллисем, вӑл вӑхӑтри ҫынсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене тӗрӗс пӗлтерекен символсем тӗл пулаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче чӑваш поэзийӗ ҫӗнӗ шая хӑпарнӑ. Ҫак тапхӑрти сӑввисенчен чылайӑшӗ наци литературин тӗп фондне кӗнӗ.
Ах, аннем, вилес килместчĕ
Ют çĕрте вунсаккăрта!
Пурăнас тесех сикетчĕ
Яш чĕреçĕм кăкăрта.
Хамăр çĕр енне пăхаттăм
Вĕçмен чух хăруш йӗтре,
Хамăр кил тĕлне шыраттăм
Ăш вăрканă сехетре.
Чӑваш поэчӗшӗн «Тӑван ен» концепт атте-анне мотивӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫӗрӗн тӗп пайӗ пек курӑнать. Час-часах «Тӑван ҫӗршыв» тата «атте-анне» ӑнлавсем синонимлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Анне сӑнарӗ вара поэзире хӑй тӗллӗнех Тӑван ҫӗршыв символӗ шутланать.
Эс пĕлетĕн, Тăван çĕршыва
Эп хуратăп анне вырăнне.
Аннене пăрахма юрамасть,
Вăл хушсассăн кĕреп вут ăшне.
Ҫӗршывпала анне сӑнарӗ
Мана пӗр евӗр туйӑнать.
Ҫӗршывӑм пек аннемӗр мар-и
Пире вӑй-хал парса тӑрать?
Дедушкин, Н. Перо и штык / Николай Дедушкин // Дружба. – 1977. – № 28. – С. 3-12.
Осипов Н. Н. Концепт «Родной край» в песенной поэзии Сандора Аксара // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. Филологические науки. – 2020. – № 4 (109). – С. 104-113.