Археологи палӑкӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Паллӑ вырӑнсем / Палӑксем / Археологи палӑкӗсем

Археологи палӑкӗсем

«Археологи палӑкӗсем этемлӗх еткерӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӗсем нумай чухне этем обществи аталанӑвӗн пӗр-пӗр тапхӑрне ҫутатса пама май паракан пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Археологи наукин ҫитӗнӗвӗсем Чӑваш Енӗн авалхи историне туллин кӑтартма май параҫҫӗ. Республика территорийӗнче тӗрлӗ тапхӑрпа эпохӑсенчи темиҫе теҫетке археологи палӑкӗсене тупса ҫырса кӑтартнӑ».

Михайлов, А. П. Археологические памятники чувашского Поволжья: некоторые итоги и задачи изучения / А. П. Михайлов, Н. С. Березина, Н. С. Мясников // Итоговые научные сессии 2015-2018 годов. – Чебоксары, 2018. – С. 194.

«Пирӗн республика ҫӗрӗ археологи палӑкӗсемпе пуян. Вӗсен шутне чул ӗмӗрӗнчи ҫынсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем, бронза тапхӑрӗнчи улӑп тӑприсем, авалхи финноугор халӑхӗсен ялӗсем пулнӑ вырӑнсем кӗреҫҫӗ. X ӗмӗртен пуҫласа Сӗвепе Сӑр хутлӑхӗнче Атӑлҫи пӑлхарӗсем пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫул пуҫламӑшӗ те ҫак вӑхӑтпа пӗр килет. Пирӗн авалхи несӗлсем пурӑннӑ вырӑнсенче паян кунчченех чӑваш ялӗсем лараҫҫӗ. Тӗслӗхе, акӑ, Патӑръел районӗнчи Еншик тата Тикеш ялӗсене илсе кӑтартма пулать. Ку тӑрӑхрах, Пӑла шывӗ хӗрринче, X-XII ӗмӗрсенче пӑлхарсен экономикӑпа социалла пурнӑҫӗн центрӗ пулнӑ. Тикеш хулашӗ ятпа паллӑ вӑл. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗ ҫывӑхӗнче те асӑннӑ тапхӑрти археологи палӑкӗ сыхланса юлнӑ.

Вӑтам ӗмӗрсенче чӑваш-язычниксем виле пытарнӑ чух шӑтӑка тӗрлӗ япаласем хурса хӑварнӑ. Археологсен тӗллевӗ – вӗсене тӗпчесе аваллӑх ҫинчен каласа парасси.

Паянхи Шупашкар ларакан вырӑнта ӗлӗк йывӑҫ ҫуртсемлӗ хула пулнӑ. XIII ӗмӗр вӗҫӗнче – XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӳссе ларнӑ хула паян 5-6 метр тарӑнӗшне «анса ларнӑ». Ҫак сие чавнӑ май, йывӑҫ ҫуртсем, мастерскойсем, картасем пӗрин ҫине тепри хӑпарса ларнине куратӑн. Йывӑҫ хулана час-часах пушар тӗп тунӑ, анчах ҫынсем парӑнман, ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, ҫулсем хывнӑ.

Пирӗн ура айӗнче выртакан хула хӑех археологи палӑкӗ шутланать. Ăна 1921 ҫулта тӗпчеме пуҫӑннӑ, тӑван ен историне туллинрех сӑнласа пама нумай пулӑшать тӗпчев.

Археологи палӑкӗсем – халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхӗ. Нумай мар вӗсем, апла куҫ шарҫине упранӑ пек упрасчӗ вӗсене. <…>

Улӑп тӑприсене илес пулсан «Чи малтан [Етӗрне районӗнчи] Атликассинчи улӑп тӑприсен ушкӑнне палӑртмалла – пирӗн эрӑчченхи XV ӗмӗртех хӑпартнӑ вӗсене. Ку ушкӑнта республикӑри чи мӑнаҫлӑ улӑп тӑпри вырнаҫнӑ, унӑн ҫӳллӗшӗ 6 метр, диаметрӗ 30 метр. <…>

Тури Ачак ҫывӑхӗнчи виҫӗ палӑк <…> – бронза тапхӑрӗнчи улӑп тӑпри, пуҫламӑш тимӗр ӗмӗрӗнчи хулаш, вӑтам ӗмӗрсенчи язычниксен масарӗ – виҫҫӗшӗ те археологи наукишӗн материалсемпе пуян. Сӑмахран, улӑп тӑприне илер. Вилнӗ ҫынна пытарас умӗн пысӑк кӑвайт (диаметрӗ икӗ метра яхӑн) хурса ҫунтарнӑ. Кӑвайт юлашкисене вара хитре эрешленӗ савӑтсене тирпейлесе хунӑ. Юнашарах – ҫын пурӑннӑ чухне куллен кирлӗ пулнӑ япаласем: тӑрӑшса якатнӑ чул пуртӑпа ҫӗҫӗ. Йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ пулнӑ. <…>

Каховский, Б. Чӑваш ҫӗрӗн аваллӑхӗ / Б. Каховский // Коммунизм ялавӗ. – 1990. – 30 июнь. – С. 3.

Б. В. Каховский ертсе пынӑ археологи экспедицийӗ тупса палӑртнӑ археологи палӑкӗсем Чӑваш Енӗн аваллӑхне тӗпчес ӗҫре пысӑк пулӑшу парасса шанатпӑр.

Б. Каховский ертсе пынӑ «экспедици ӗҫӗнче тӗп тимлӗх вӑтам ӗмӗрсенчи палӑксене тӗпчесе пӗлесси, ҫак вӑхӑтри хуласемпе ялсене, вилтӑприсене чавса тишкересси, бронза тапхӑрӗнчи улӑп тӑприсене тупса тӗпчесси ҫинчен пулнӑ.

1990-мӗш ҫулта республикӑри чул ӗмӗрӗнчи палӑкӗсене (А. И. Соколов, Н. С. Березина, А. Ю. Березин) тепӗр хут тӗпчеме пуҫланӑ. 1998 ҫултанпа археологи экспедицийӗсене Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе (Б. В. Каховский) Чӑваш патшалӑх университечӗ (Е. П. Михайлов) ирттереҫҫӗ.

2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вӑйӗпе Шупашкар хулин культура сийӗсене тӗпчев тӗллевпе археологи раскопкисем ирттернӗ. Тӗпчев XVIII-XIX ӗмӗрсенчи культура сийӗсем пулнине палӑртнӑ.

Археологсен ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ – «Чӑваш Республикин археологи картти» (т. 1, т. 2, т. 3). Унта 3228 археологи палӑкӗ ҫинчен ҫырса пани пур. Ку кӑларӑм республикӑн археологи еткерлӗхӗн пӗрремӗш энциклопедийӗ шутланать.

Чӑваш Енри археологи ӗҫӗн ҫӗр алӑ ҫулхи тапхӑрӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫӗршер палӑка уҫса тӗпченӗ. Вӗсене тӗпченин историне В. Ф. Каховский, Б. В. Каховский, Е. П. Михайлов ӗҫӗсенче вуласа пӗлме пулать».

Михайлов, Е. П. Археологические памятники Чувашского Поволжья. Некоторые итоги и задачи изучения : доклад на научной сессии Чувашского государственного института гуманитарных наук по итогам работы за 2015 год / Е. П. Михайлов, Н. С. Березина, Н. С. Мясников ; Чувашский государственный институт гуманитарных наук ; [науч. ред. Г. А. Николаев]. – Чебоксары : ЧГИГН, 2015. – 63 с.

Пӑхма сӗнетпӗр:

«Археологические памятники» «Чувашская Республика: летопись столетия» сайтра

Новые исследования Тигашевского городища в 2006 году

Каховский, Б. В. Новые исследования Тигашевского городища в 2006 году / Б. В. Каховский // Актуальные проблемы российской истории : материалы XLIX научной конференции преподавателей, соискателей, аспирантов и студентов кафедры истории Отечества по итогам научно-исследовательской работы за 2008 год / Чувашский государственный педагогический университет им. И. Я. Яковлева ; ответственный за выпуск Л. А. Ефимов. - Чебоксары : ЧГПУ, 2009. - С. 94-100. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Проект музеефикации Тигашевского городища - Княжеского замка эпохи Волжской Б...

Соколов, А. И. Проект музеефикации Тигашевского городища - Княжеского замка эпохи Волжской Булгарии X-XII вв. / А. И. Соколов // Чувашский национальный музей : Люди. События. Факты (1993-2000) / Чувашский национальный музей ; редколлегия: ... О. Г. Кульев (ответственный редактор) [и др.]. - Чебоксары : ЧНМ, 2001. - С. 20-23. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи

Егорова, А. Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи : [Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ ҫывӑхӗнче археологи тӗпчевӗ пуҫланни ҫинчен] / А. Егорова // Авангард : Патӑрьел район хаҫачӗ / учредитель : ГУП "Батыревский издательский дом". - Патӑрьел, 2019. - 7 ҫӗртме (№ 41). - С. 2. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Древнее самой истории

Новак, Д. Древнее самой истории : Археологи доказали: Новочебоксарск не так юн, как мы привыкли считать / Дмитрий Новак // Грани : газета. - Новочебоксарск : АО "Издательский дом "Грани", 2019. - 16 ноября (№ 86). - С. 17. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Тӗрлӗ культурӑна тытса пыни паллӑ

Кириллова, В. А. Тӗрлӗ культурӑна тытса пыни паллӑ : [Аслӑ Таяпари хулаш вырӑнӗнче археологи шыравӗсем иртни ҫинчен] / В. Кириллова // Елчӗк ен. - 2019. - 20 утӑ (№ 54). - С. 3. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Хулаш - аваллӑх управҫи

Петрова, Е. Хулаш - аваллӑх управҫи : [Аслӑ Таяпа таврашӗнче иртекен археологи тӗпчевӗ ҫинчен] / Елена Петрова // Елчӗк ен. - 2018. - 7 утӑ (№ 50). - С. 3. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Тигашевское городище

Мясников, Н. С. Тигашевское городище / Н. С. Мясников, Е. П. Михайлов, 2019. - 15 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Большетаябинское городище

Мясников, Н. С. Большетаябинское городище / Н. С. Мясников, Е. П. Михайлов, 2019. - 15 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чебоксарская старина: Николаевский женский монастырь

Чебоксарская старина: Николаевский женский монастырь / [Ю. В. Гусаров и др.], 2017. - 232 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря

Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря : [монография] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук, 2016. - 216 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее