Чӑваш туйӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Чӑваш туйӗ

«Пирӗн мӑн асаттесем ача ҫуралнине, туя тата ҫын вилнине этем пурнӑҫӗнчи чи паллӑ пулӑмсем тесе шутланӑ. Ҫак пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ йӑласене ученӑйсем «куҫнин йӑлисем» теҫҫӗ. Ҫуралнӑ тата вилнӗ чухне ҫын пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене «куҫать». Туй вӑхӑтӗнче унӑн обществӑри вырӑнӗ улшӑнать, вӑл урӑх социаллӑ ушкӑна «куҫать». Качча кайман е авланман ҫамрӑксем вилнине чӑвашсем пысӑк инкек тата ҫылӑх тесе шутланӑ. Этемӗн ҫак тӗнчене ҫуралсан хӑйӗн ӑрӑвне малалла тӑсмалла – ача-пӑча ҫуратса пӑхса ӳстермелле, хӑй мӗн пӗлнине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума вӗрентнине ачисене вӗрентмелле тенӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурнӑҫ пӗр чарӑнмасӑр малаллах пымалла пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрасси тата ача-пӑча пӑхса ӳстересси кашни ҫыннӑн пурнӑҫри тӗллевӗ шутланнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсем хӑйсемшӗн мар, ытларах ҫемье ырлӑхӗшӗн, ӑнӑҫлӑхӗшӗн, хӑйсен ӑрӑвне тӗреклетессишӗн тӑрӑшнӑ. Ҫакӑншӑн мӑн аслашшӗсем умӗнче яваплӑ пулнӑ, ҫакӑн ҫинчен ҫӳлти турӑсене кӗлтунӑ. Ҫакӑнпа ҫын, ҫемье, йӑх пурнӑҫӗнче пулас ашшӗсене е амӑшӗсене суйласа илесси, туй тӑвасси чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри пулнине ӑнланма йывӑрах мар.

Хӗрпе каччӑ паллашни тата суйлани

Нумай халӑх йӑлипе, хурӑнташ-тӑвана качча тухма е качча илме юраман. Чӑвашсем ҫак йӑлана ҫиччӗмӗш сыпӑка ҫитиччен тытса пынӑ. Сӑмахран, ҫиччӗмӗш сыпӑкри пиччӗш-шӑллӗсемпе аппӑш-йӑмӑкӗсен пӗрлешме юраман, саккӑрмӗш сыпӑкрисен вара авланма-качча тухма юранӑ. Ҫывӑх хурӑнташсем мӑшӑрлансан вӗсен час-часах чирлӗ ачасем ҫуралнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш каччисем кӳршӗ е инҫетри ялсенчи хӗрсене качча илнӗ, мӗншӗн тесен пӗр ял ҫыннисем хушшинче тӑвансем нумай пулнӑ. Ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе темиҫе ял пӗрле ирттерекен улахсенче, вӑйӑсенче, уявсенче паллашнӑ. Пулас упӑшкасемпе арӑмсене пӗрлехи ӗҫсенче – утӑ ҫулнӑ чухне, нимере тата ытти ҫӗрте уйрӑмах тимлӗ сӑнанӑ. Ывӑлӗ авланасси ҫинчен пӗлтерсен ашшӗ-амӑшӗ чи малтан хӗрӗ мӗнле йӑх-несӗлтен пулни, сывлӑхӗ, ӗҫлеме юратни е юратманни, ӑсӗ-тӑнӗ, кӑмӑлӗ, сӑнӗ-пичӗ пирки ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ. Хӑш-пӗр чухне хӗрӗ каччинчен темиҫе ҫул аслӑрах та, сӑмахран, каччи 18-20 ҫулта, хӗрӗ вара 30 ҫулта, пулма пултарнӑ. Каччӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫемьере хӗрарӑмсем сахал пулсан васкасах кин кӗртме тӑрӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫчен хӗрне качча пама васкаман, мӗншӗн тесен вӑл килте нумай пулӑшнӑ. Пирӗн несӗлсен шухӑшӗпе, пулас кин аслӑрах пулни ҫемьешӗн лайӑхрах шутланнӑ: унӑн хӗр тупри те пуянрах пулнӑ (тупрана ача чухнех хатӗрлеме пуҫланӑ), вӑл тем тума та пӗлнӗ.

Туй умӗн

Хӗр ашшӗ-амӑшӗпе паллашма тата килӗшӳ тума каччӑн ашшӗ-амӑшӗ евчӗсем янӑ. Ҫак йӑлана килӗшни тенӗ. Евчӗсем каччӑ енчи тӑван-хурӑнташ е чи ҫывӑх пӗлӗшсем пулнӑ. Вӗсем хӗр килне кучченеҫпе, пушӑпа пынӑ та хӑйсене яланхилле мар, урӑхла тытнӑ. Сӑмахран, пӳрт варрине иртсе ларнӑ та тавар туянас пирки калаҫма пуҫланӑ: «Эсир тына пӑру сутатӑр тенине илтрӗмӗр». Хӗр ашшӗпе амӑшӗ хӑнасем мӗн тӗллевпе килнине тӳрех ӑнланса илеҫҫӗ пулин те, калаҫӑва малалла ҫапла тӑсаҫҫӗ: «Эпир нимӗн те сутмастпӑр», – теҫҫӗ. Хӑнасем вара вӗсене кун ҫинчен хӗртен хӑйӗнчен ыйтса пӑхма сӗнеҫҫӗ. Ҫапла калаҫкаланӑ, хӑналаннӑ хыҫҫӑн, пурин ҫинчен те калаҫса татӑлма май килсен, евчӗсем хӗр килне пушӑ пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр килне пушӑ пӑрахса хӑварни хӗр килӗшнине пӗлтернӗ. Тепӗр темиҫе кунран хӗр килне каччӑн ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем хӗр ҫураҫма килнӗ. Вӗсем кучченеҫ – сӑра, чӑкӑт, кукӑль-ҫӑмах – илсе пынӑ. Хӗр енчи тӑванӗсем те (хӗрӗн аслашшӗ-асламӑшӗ, ашшӗпе амӑшӗ, пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем) пухӑннӑ. Хӑналанма пуҫлас умӗн алӑка кӑштах уҫнӑ та пурте алла ҫӑкӑр тата чӑкӑт татӑкӗсем тытса тухӑҫалла пӑхса кӗлтунӑ. Унтан ӗҫсе ҫиме пуҫланӑ, юрланӑ, пурте пӗрле савӑннӑ. Ҫураҫнӑ хӗр ҫак кунах пулас тӑванӗсене парнесем – ал шӑллисем, сурпансем, кӗпесем парнеленӗ, сӑрапа хӑналанӑ, лешсем пушаннӑ куркана вак укҫа хунӑ. Евчӗсем туй хӑҫан пуласси, хулӑм укҫи, хӗр тупри ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Туйччен темиҫе кун малтан каччӑн ашшӗ-амӑшӗ хӗр килне туй хӑҫан пуласси ҫинчен юлашки хут калаҫма килнӗ. Ку йӑлана пӑлчав е кӑмӑлча тенӗ.

Туя хатӗрленни

Туй икӗ еншӗн те уяв пулнӑ. Туйсем тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗрен иртнӗ, анчах каччӑ килӗнче те, хӗр килӗнче те пӗр вӑхӑтрах пуҫланнӑ, унтан икӗ туй хӗр килӗнче пӗрлешнӗ – каччӑ хӗре хӑй килне илсе кайнӑ, туй каччӑ килӗнче вӗҫленнӗ. Туй йӑли-йӗрки темиҫе куна пынӑ, ӑна ытларах Ҫимӗк эрнинче ирттернӗ. Туй умӗн, ытти пысӑк уявсем умӗнхи пекех, мунча кӗрсе тухнӑ, чи илемлӗ ҫи-пуҫ, уяв калпакӗсем, ытти капӑрлӑхсем тӑхӑннӑ. Тӑван-хурӑнташ е пӗлӗшсем хушшинчен туя йӗркелекенсене суйланӑ, вӗсене ятарласа ӗҫсем хушнӑ. Каччӑ енчен те, хӗр енчен те туй пуҫне суйланӑ. Кӗрӳ каччипе пӗрле унӑн юлташӗсем, тӑванӗсем, ҫамрӑк каччӑсем (кӗрӳ ҫумӗсем, туй ачисем, нукерсем) пулнӑ. Вӗсем хушшинче мӑн кӗрӳ, кӗҫӗн кӗрӳ тата уртмахҫӑ суйланӑ. Уртмахҫӑн пысӑк сӑран уртмахпа кучченеҫсем илсе каймалла пулнӑ. Качча каякан хӗрпе юнашар унӑн хӗр тусӗсем, хӗр ҫумӗсем, авланман тӑванӗсем – пуса каччисем пулнӑ. Туя хӑйматлӑх ашшӗпе амӑшне, ҫавӑн пекех купӑсҫӑсене, шӑпӑрҫӑсене, параппанҫӑсене т.ыт.те чӗннӗ (вӗсене чӑн-чӑн оркестрпа танлаштарма пулнӑ).

Хӗр килӗнче туй пуҫланни

Туй пуҫланнӑ тӗле хӑнасем пуҫтарӑннӑ, вӗсем кучченеҫпе килнӗ. Чи ваттисем туя йӗркеллӗ ирттерме, ҫӗнӗ мӑшӑр валли телей ыйтса турӑсене кӗлтунӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗр хӑйӗн хӗр тусӗсемпе кӗлетре туй тумне – тӗрлесе илемлетнӗ кӗпе, тухья, кӗмӗл капӑрлӑхсем, ҫӗрӗсем, сулӑсем, сӑран пушмак, илемлӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пуҫ ҫинчен пӗркенчӗк пӗркеннӗ. Тумланнӑ самантра хӗр йӗрри юрланӑ. Кӗлетре хӗр тантӑшӗсем те юрланӑ, вӗсен юррисем хаваслӑ та шӳтлӗ пулнӑ. Тумлантарнӑ хыҫҫӑн хӗр ҫумӗсем ӑна пӳрте илсе кӗнӗ. Вӑл ашшӗпе амӑшне пуҫ тайнӑ, вӗсем хӗрне пехилленӗ. Унтан ҫураҫнӑ хӗр тӑван-хурӑнташӗпе, хӗр тантӑшӗсемпе, аслисемпе тата ачасемпе пӗрле параппан, купӑс, шӑпӑр кӗввипе юрласа-ташласа тӑванӗсем патне хӑнана тухса кайнӑ. Тӑванӗсем ҫураҫнӑ хӗре, унпа пӗрле килнӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илнӗ, сӗтел хушшине лартнӑ, вӗсемпе пӗрле юрласа ташланӑ, хӗре ӑшӑ сӑмахсем каласа пехилленӗ, ырӑ суннӑ, унпа сывпуллашнӑ. Ҫапла 2-3 кун хушшинче ялӗпех ҫаврӑннӑ, кӳршӗ ялсенчи тӑванӗсем патне те ҫитсе килнӗ.

Каччӑ килӗнче туй пуҫланни

Ҫак вӑхӑтра каччӑ килӗнче те апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, кӗлӗ каланӑ. Качча тумлантарнӑ: тӗрленӗ кӗпе, сӑхман (шупӑр), ҫӳллӗ ҫӗлӗк (ялкас) тӑхӑнтарнӑ. Ҫӗлӗкӗн малти пайне (умне) кӗмӗл укҫа ҫӗлесе хунӑ. Каччӑ атӑ, пӳрнеллӗ сӑран алсиш тӑхӑннӑ, кача пӳрне ҫумне тӗрленӗ тутӑр ҫирӗплетнӗ. Кӗмӗл мӑй ҫыххи, ҫурӑм хыҫне виҫкӗтеслетсе хуҫлатнӑ кӗрӳ тутри ҫакнӑ. Пиҫиххирен те тӗрленӗ тутӑр е сурпан вӗҫӗ ҫакса янӑ. Каччӑн саламат пулнӑ. Каччӑн юлташӗсем те хӑйне евӗрлӗ тумланнӑ: илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ, хӗрсенчен кивҫен илнӗ саппун, кӗмӗл мӑй ҫыххи, шӑрҫа, ҫавӑн пекех хӗҫ, ухӑ йӗпписем ҫакнӑ. Каярахпа тата пӑшал ҫакса кайма пуҫланӑ. Качча пӳрте илсе кӗрсен вӑл ашшӗпе амӑшне пуҫ тайнӑ, лешсем ӑна пил панӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хушшинче параппан, купӑс, шӑпӑр, сӑрнай сасси янӑранӑ: хӑнасем юрланӑ, ташланӑ, вӗсене апат-ҫимӗҫпе, сӑрапа сӑйланӑ. Унтан каччӑ та, хӗр пекех, тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ. Вӑл купӑсҫӑсемпе, капӑр тумланнӑ, «хӗҫ-пӑшалланнӑ» юлташӗсемпе пӗрле ут утланса ялта килӗрен ҫӳренӗ, ытти ялсене те ҫитсе килнӗ. Кашни тӑванӗ патӗнчех хӑналаннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Хурӑнташӗсем панӑ кучченеҫсене уртмахҫӑ уртмаха чикнӗ. Ҫапла ҫӳренӗ чухне туя пыма йыхравланӑ (чӑннипе вара туй пуласса ял ҫыннисем тахҫанах пӗлнӗ, ӑна савӑнса кӗтнӗ). Киле таврӑнсан каччӑпа юлташӗсем ашшӗ-амӑшӗнчен хӗр илме кайма пехил ыйтнӑ. Хӗр илме ытларах каҫхине кайнӑ. Туй каччипе пӗрле шавласа, юрӑ-кӗвӗ каласа капӑрлатса пӗтернӗ вуншар туй урапи, тем чул юлан утҫӑ, пурӗ темиҫе ҫӗр ҫын тапраннӑ. Ял хапхи тӗлӗнче е ҫул тӑваткалӗнче кӗлӗ каланӑ, ҫӑкӑр, икерчӗ татӑкӗсем, укҫа пӑрахса хӑварнӑ.

Хӗр килӗнчи туй

Хӗр хапхи умӗнче пуплешӳ такмак калама пултарнӑ. Хапха уҫакан ачана укҫа панӑ. Кил хушшине кӗрсен пӳрте шилӗк тавра виҫӗ хут ҫаврӑннӑ. Мӑн кӗрӳ мала тухнӑ та мӑн кӗрӳ такмакӗ (саламалик) калама пуҫланӑ. Ҫакӑн пек саламлӑ сӑмах каланӑ хыҫҫӑн хӑнасене пӳрте е шилӗке чӗннӗ. Кӗлӗ каланӑ, сӑрапа, симпылпа хӑналанӑ. Кил хушшинче юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ, туй халӑхӗ юрланӑ, ташланӑ. Хӑнасене сӑрапа, шӳрпепе, икерчӗ-кукӑльпе, чӑкӑтпа, шӑрттанпа т.ыт.те сӑйланӑ. Чи хисеплӗ ватӑ ҫынсем уйрӑм сӗтел хушшинче ларнӑ. Ҫак вӑхӑтра ҫураҫнӑ хӗр тантӑшӗсемпе пӗрле кӗлетре е пӗр-пӗр тӑванӗ патӗнче ларнӑ. Унта юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ, юрланӑ, ташланӑ. Ир енне хӗре килне илсе пынӑ, унта ӑна ашшӗпе амӑшӗ пилленӗ. Хӗр тӑванӗсемпе, ҫуралнӑ килӗпе сывпуллашнӑ – хӗр йӗрри юрланӑ (тепӗр майлӑ ҫакна хӗр хӳхленӗ тесе каланӑ). Хӗр йӗррине илтсен арҫынсем те куҫҫуле аран-аран тытса чарнӑ. Юрӑ сӑмахӗсене каш ни хӗр хӑйне майлӑ хывнӑ. Хӗре кил хушшине илсе тухнӑ та ут утлантарса лартнӑ, лашине хӑйматлӑх чӗлпӗр вырӑнне ал шӑллипе ҫавӑтса пынӑ. Вӗсем хыҫҫӑн каччӑн туй ураписем, хӗр туприне тиенӗ урапасем пынӑ. Хӗре пӗтӗм ялӗпех укӑлчаран тухичченех ӑсатса янӑ. Укӑлчаран тухсан каччӑ хӗре виҫӗ хутчен пушӑпа ҫапса илнӗ. Ҫапла туни хӗр ялӗнчи усалсене хӑйсемпе пӗрле пырасран хӑваланине пӗлтернӗ. Ҫак хуш ӑра тӑршшӗпех тӗрлӗ музыка инструменчӗпе туй кӗввисем шӑрантарнӑ.

Каччӑ килӗнчи туй

Каччӑ пурӑнакан кил хапхи умӗнче ҫамрӑк мӑшӑр ҫумӗнче чӗрӗ ҫӑмарта ҫӗмӗрнӗ. Кил хушшине кӗрсен каччӑ ут ҫинчен анса витерен лаша ҫавӑтса тухнӑ та чӗлпӗрне хӗре тыттарнӑ е хӗрӗ ҫак лаша ҫине таянса хӑйӗн лаши ҫинчен аннӑ. Ун ури айне шурӑ кӗҫҫе сарса хунӑ. Унтан каччӑ хӗре пӳрте йӑтса кӗнӗ. Хальлӗхе ку йӑхшӑн ют шутланакан хӗр ҫӗр ҫине пусма ӗлкӗреймен, вӑл пуснӑ ура йӗрӗ пулман. Пӳрте кӗрсен инке салми йӑлине ирттернӗ. Каччӑпа хӗре кӑмака патне тӑратнӑ та кӗҫҫепе пӗркентернӗ. Пӗчӗк сенӗк ҫине темиҫе салма тирнӗ. Пӗр-пӗр каччӑ е хӗр салма тирнӗ сенӗке алла тытса кӗвӗ ҫеммипе ташланӑ, таш ланӑ хушӑра хӗр патне темиҫе хут та пынӑ, юрласа ӑна салмапа сӑйланӑ. Кӗҫҫе ҫине салма пӗҫернӗ шыв сапнӑ. Ҫак йӑла ҫамрӑк мӑш ӑрӑн «пӗрлехи апат-ҫимӗҫне» пӗлтернӗ. Тӗрлӗ халӑхсен шучӗпе, пӗрлехи апат-ҫимӗҫ каччӑпа хӗре (ҫамрӑк мӑшӑра) тӑванлаштарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫҫене тата хӗр пӗркенчӗкне илсе пӑрахнӑ. Хӗр хӑйӗн ҫӗнӗ хурӑнташӗсене парнесем — кӗпесем, ал шӑллисем, сурпансем панӑ. Юрӑ-кӗвӗ каласа ҫамрӑк мӑш ӑра кӗлете хупнӑ, ача-пӑчаллӑ пулма суннӑ. Чӑвашсем хушшинче хӗрпе каччӑ туйччен арлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ тӗслӗхсем ҫав тери сайра пулнӑ. Ҫапла пурӑнни пысӑк ҫылӑх шутланнӑ. Туй йӑлинче пуҫ сырни пулнӑ: хӗре сурпан сыртарнӑ тата хушпу тӑхӑнтарнӑ, ку вӑл хӗрарӑм ш утне кӗнине пӗлтернӗ. Ҫак йӑлана тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра ирттернӗ: хӗре каччӑ килне илсе каяс умӗн, пӗркенчӗке хывсан, каччӑ килне кӗрес умӗн т.ыт.те. Туй йӑлипе хӗрӗн шыв ӑсма каймалла пулнӑ (ку юлашки йӑла пулнӑ). Ку йӑлана шыв ҫулӗ тенӗ. Халӗ ӗнтӗ хӗре ҫӗнӗ ҫын тенӗ, ӑна шыври усалсем ӑншӑрт ан яччӑр тесе шыв ҫулӗ ирттернӗ. Ҫӑл патне ҫӗнӗ ҫынпа пӗрле ҫамрӑксем, хӗрсем (тӑванӗсем) кайнӑ. Шыва вак укҫа пӑрахма, кирлӗ сӑмахсем калама пултарнӑ. Ҫӗнӗ ҫын (е упӑшки тӑванӗ — хӗр е хӗрарӑм) пусӑран виҫӗ хутчен витрепе шыв ӑсса кӑларнӑ, ӑна виҫӗ хутчен йӑвантарса янӑ – шывне тӑкнӑ. Тӑваттӑмӗш хут ӑсса кӑларсан ҫӗнӗ ҫын шыва упӑшки килне йӑтса кайнӑ. Ҫак шывпа вӑл салма яшки – ҫӗнӗ ҫын салми е урӑх апат пӗҫернӗ. Ҫӗнӗ ҫын апат хатӗрлесе ҫӗнӗ тӑванӗсене хӑналани упӑшкин ӑратни шутне кӗнине пӗлтернӗ. Ҫак йӑласене ирттернӗ хыҫҫӑн пӗр-икӗ кун ӗҫсе ҫинӗ, ӑсату юррисем юрланӑ, хуҫисене тав туса хӑнасем килӗсене саланнӑ.

Туй хыҫҫӑнхи йӑла-йӗрке

Туй хыҫҫӑн тӑванлашнӑ икӗ ҫемье пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ. Хура кӗркунне ҫамрӑк мӑшӑр тата упӑшкин тӑванӗсем арӑмӗн ашшӗамӑшӗ патне хӑнана – тавӑрнана кайнӑ. Тавӑрнана кайсан ҫамрӑк ҫемьене хӗр туприн тепӗр пайне – ӗне, сурӑхсем, пыл хурчӗсем т.ыт.те панӑ. Ҫакӑн чухне (е туй хыҫҫӑн 40 кунран) ҫамрӑк мӑшӑр пуҫласа юрлама тата ташлама пултарнӑ».

Енькка, Елена. Тӑван ен: чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар, 2008. – С. 206-213.

«Авалхи чӑваш туйӗ – драмӑланӑ, поэзиленӗ йӑла-йӗрке уявӗ, ҫпрӗпленсе ҫитнӗ кӑткӑс вӑйӑ, тӗрлӗ йышши ӳнерсен ӑсталӑхӗ. Туй сӑмахлӑхӗ калама ҫук пуян. Туйра чӑваш фольклорӗнчи жанрсем пурте тенӗ пекех пур. Ҫав аслӑ вӑййа кам пырать – вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартать: юмахҫӑ юмах-халап калать» сӑвӑҫсем хирӗҫ тӑрса ӑмӑртаҫҫӗ, кам мӗнле ташӑ пӗлет – ҫавӑнпа савӑнтарать. Мӗн кӑна ҫук унта! Ватӑсем кӗрекере юрлани, ҫамрӑксене пиллени, чӳклени, тавӗҫ сӑмахӗ калани – ку хӑй пӗр ярӑм. Тепӗр ярӑмӗ – туй арӗсемпе арӑмӗсем юрлани, ташлани. Яш-кӗрӗм савӑнӑҫӗн вӗҫӗ тупӑнмӗ: кӗҫӗн кӗрӳсемпе хӗрҫуммисем вӑлтса ‘калаҫни, туй ачисемпе тарапҫӑ хӗрсем выляни, кӗрнӳкерсем тупа туни, парнесем пани, вӑйӑ карти ҫавӑрни… Чӑваш туйне таянчӑк ачинчен пуҫласа шур сухаллӑ мучи таранах хутшӑнать…Туя хутшӑнакан кашни ҫыннӑн хӑйӗн вырӑнӗ пур. Тӗп ӗҫсене ҫаксем тытса пыраҫҫӗ: каччӑ енчен – туй пуҫӗ, хӑйматлӑх, хӑйматлӑх арӑмӗ е инкӗшӗ (кӳме юрӑҫи), мӑн кӗрӳ, пӳлӗхҫӗ, кӗҫӗн кӗрӳсем, кӗрнӳкерсем, кӗрӳҫумсем, туй арӗсем, пуса каччисем (хусах туй ачисем), шапаҫ сӑвӑ калакансем, уртмахҫӑ, минтерҫӗ, параппанҫӑ, шӑпӑрҫӑ, хуткупӑсҫӑ, евчӗ (тупкӑчӑ), вӑртах, таянчӑк ачи… Хӗр енчен: пиччӗшӗпе инкӗшӗ, хӗрҫуммисем, ҫӗн хӑта-тӑхлач, хӗр-тантӑшсем, вӑйкил пуҫӗ… Туй спектаклӗн ӑсталӑх режиссерӗ – мӑн кӗрӳ, ӑна пулӑшаканӗсем – кӗҫӗн кӗрӳсемпе хӗрҫумсем. Выляканӗсем – туя пынӑ мӗнпур халӑх, уйрӑмах – туй арӑмӗсем, туй арӗсем, пуса каччисемпе хӗрӗсем. Вӗсене пӗрле туй халӑхӗ, курма пынисене тарапҫӑ халӑх теҫҫӗ. Ҫапла вара, чӑваш туйӗ – халӑх драмин пӗр тӗслӗхӗ…».

Чӑваш сӑмахлӑхӗ : VIII класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / В. П. Никитинпа В. Е. Цыфаркин пухса хатӗрленӗ. – 2-мӗш кӑларӑм. – С. 17-18.

Юрӑсем

Ираида Вдовина юрлакан чӑваш халӑх юррисем. Туй юррисем (С. 17-32)

Угарин, Н. В. Туй пулать-и, пулмасть-и? : мелодрама

Свадьба чувашского учителя

Лукошкова, А. Свадьба чувашского учителя : [аудиозапись] / А. Лукошкова ; читает Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

О свадьбе

О свадьбе : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Туй

Енькка, Е. В. Туй : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Свадьба верховых чувашей: взаимодействие обряда и музыки

Осипов, А. А. Свадьба верховых чувашей: взаимодействие обряда и музыки : специальность 07.00.07 - Этнография, этнология и антропология : диссертация на соискание ученой степени кандидата исторических наук : [защищена 20.09.2019] / Осипов Александр Аркадьевич, 2019. - 252 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑваш туйӗн сӑмахлӑхӗ

Никитина, Н. Чӑваш туйӗн сӑмахлӑхӗ / Надежда Никитина // Народная школа=Халӑх шкулӗ. - 1999. - № 2. - С. 92-93. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Особенности свадебного обряда в доме невесты у чувашей вирьял

Осипов, А. А. Особенности свадебного обряда в доме невесты у чувашей вирьял / Александр Аркадьевич Осипов // Вестник Чувашского университета. Гуманитарные науки. - 2014. - № 1. - С. 49-55. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашская свадьба как семейно-родовая церемония

Волкович, Н. С. Чувашская свадьба как семейно-родовая церемония / Никита Сергеевич Волкович // Вестник Чувашского университета. Гуманитарные науки. - 2017. - № 2. - С. 48-58. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Труды по этнографии и истории русского, чувашского и марийского народов

Михайлов, С. М. Труды по этнографии и истории русского, чувашского и марийского народов / С. М. Михайлов, 1972. - 423 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашская свадьба. Обряд и музыка свадьбы вирьял

Осипов, А. А. Чувашская свадьба. Обряд и музыка свадьбы вирьял : [моногр. исслед.] / Александр Осипов, 2007. - 206 c. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Свадьба

Матвеев, Г. Б. Свадьба : [о традиционном свадебном обряде у чувашей] / Георгий Борисович Матвеев // Чувашская энциклопедия : [в 4 т.] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [редкол.: В. С. Григорьев (гл. ред.) и др.]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2009. - Т. 3 : М - Се. - С. 634-635. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее