Тӑм-савӑт ӑсталӑхӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Тӑм-савӑт ӑсталӑхӗ

Тӑм савӑт-сапапа ӗлӗк-авалах усӑ курнӑ. Урапа е алӑпа ӗҫлеттермелли ятарлӑ ӗҫ хатӗрӗсем шутласа кӑлариччен тӑма алӑпа йӑваланӑ. Сӑмахран, ӑна йӑваласа кӑлпасси евӗр вӑрӑм тӗркеленӗ те пӗр-пӗрин ҫине кӑшӑлсем пек хурса хӗррисене якатнӑ. Тӑм савӑта малтан сулхӑнра типӗтнӗ, унтан ятарлӑ кӑмакара хӗртнӗ.

Тӑм пахалӑхне тата унта мӗнле япаласем хушнине кура савӑтсем хӗрлӗ хӑмӑр, сӑрӑ, сарӑ, хура тӗслӗ пулма пултарнӑ.

Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем 1500 ҫул каяллах алӑпа е урапа ӗҫлеттермелли ятарлӑ ӗҫ хатӗрӗсем тума пӗлнӗ, тӑм савӑт-сапана хӑйсем валли ҫеҫ мар, сутлӑх та ӑсталанӑ. Чӑвашсем тӑмран тӗрлӗрен япала – савӑт-сапа, теттесем, шанталсем, кирпӗч тунӑ.

Тӑм япаласем ӑсталама ятарлӑ тӑмпа усӑ курнӑ, вӑл пур ҫӗрте те пулман. Ытларах кирпӗч тума юрӑхлӑ тӑм тӗл пулнӑ.

Малтан тӑма шыва ярса пӗр талӑк тытнӑ. Унтан ӑна урапа таптаса ҫӑрнӑ, ҫӳп-ҫап, вӗтӗ чул катӑкӗсем пулсан вӗсене илсе пӑрахнӑ. Тӑма ҫӑрнӑ хыҫҫӑн унта вӗтетнӗ хӑйӑр чулӗ хушнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн алӑпа е урапа ӗҫлеттермелли ӗҫ хатӗрӗпе (чӳлмек урапи, тӑм савӑт станӗ) усӑ курса савӑтсем ӑсталанӑ. Вӗсене ятарласа тунӑ мунча евӗр хуралтӑра сентре ҫине типӗтме лартнӑ.

Тӑм савӑтсене хӗртме юхан шыв хӗрринче е ҫырмара вӑхӑтлӑх ҫӗр кӑмака тунӑ. Кӑмака икӗ пайран тӑнӑ. Аялти пайӗнче вут чӗртнӗ, ҫӳлти пайне типшӗннӗ савӑтсене хӗртме лартнӑ. Кӑмакари температура ытлашши ӳссе каясран тата хӑвӑрт чакасран асӑрхасах тӑнӑ. Ҫавӑнпа чӗрӗ вутӑпа усӑ курнӑ. Температура кирлӗ ш ая ҫитсен кӑмакана йӗри-тавра тӑмпа сӗрсе лартнӑ. Икӗ талӑкран пӗр пӗчӗк шӑтӑк тунӑ, ӑна майӗпен пысӑклатса пынӑ. Юлашкинчен хӗртнӗ савӑтсене кӑмакаран туртса кӑларнӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 169-170.

Мордва, чуваши - мастера наши!

Колмыков, В. И. Мордва, чуваши - мастера наши! : [о традициях изготовления глиняных игрушек-свистулек "тӑм шахлич"] / Владимир Колмыков // Высокий огонь / В. И. Колмыков ; дар. авт. предисл. Г. Л. Дайн ; Мордовский культурный центр Чувашской Республики (Напольное, село). - Рузаевка, 2012. - С. 304-317. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее