Паллӑ вырӑнсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Паллӑ вырӑнсем

Паллӑ вырӑнсем

Чӑваш Республики Хӗвелтухӑҫ Европа тӳремӗн Тухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Кунта аслӑ Атӑл ҫыранӗсенче пурӑнакан халӑхсен пуян историпе культури, иртни тата хальхи пурнӑҫӗ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Халӑхсен таланчӗ, ӗҫченлӗхӗ тата ӑсталӑхӗ ҫинчен археологин чи кӑсӑк палӑкӗсем, пуян историллӗ уйрӑм ҫуртсем, монументсем каласа параҫҫӗ.

Халӑх хӑйӗн аваллӑхӗ ҫине перекетлӗ пӑхни культура еткерӗн объекчӗсене упраса хӑварма май панӑ. Чӑваш Енӗн тӗлӗнтермӗш вырӑнӗсем хушшинче ҫут ҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемлӗхӗсем, палӑксемпе чиркӳсем.

Архитектурӑн чаплӑ палӑкӗсем шутне Шупашкарти Введени соборӗ (XVII), Улатӑрти хӗрарӑмсен Киев-Николаевски мӑнастирӗ (XVIII), Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ (XVIII-XIX), Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнчи Семеновское салинче вырнаҫнӑ Вознесенская чиркӗвӗ (XIX) кӗреҫҫӗ. Археологие юратакансем кургансемпе, ӗлӗк-авал тӗрлӗ халӑхсем пурӑннӑ вырӑнсемпе (Абаш культурипе Балановская культури), пӑлхар хулашӗсемпе паллашма пултарӗҫ.

Граждан зодчествин чи кӑсӑклӑ тӗслӗхӗсем шутне купсасен палатисем кӗреҫҫӗ: Шупашкарта ларакан Кадомцев, Соловцов ҫурчӗсем, Тӑвар кантурӗ (XVIII), Ехремов купсасен уйрӑм тӑракан ҫуртсем (XVIII-XIX), Етӗрнери Барышников ҫурчӗ (XX), Куславккари Жомени барон ҫурчӗ тата Н. И. Лобачевский кил-ҫурчӗ (XIX). Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче вырнаҫнӑ чукун ҫул кӗперӗ (XIX). Авалхи ҫуртсем Шупашкар, Улатӑр, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне урамӗсене хӑйне евӗрлӗх кӳреҫҫӗ. Ҫак хуласене Раҫҫейӗн халӑхсем пурӑннӑ историллӗ вырӑнӗсен списокне кӗртнӗ.

Шупашкар хулине илсен ҫӗршыв историйӗпе ҫыхӑннӑ 100 ытла паллӑ вырӑн куратпӑр. Вӗсем хушшинче «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ, Василий Чапаевӑн, Юрий Гагаринӑн, чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑн Иван Яковлевӑн палӑкӗсем. Шупашкар заливӗнче ларакан 46 метрлӑ «Анне-Пирĕшти» монуменчӗ Чӑваш Республикин символӗ шутланать.

Республикӑра 50 яхӑн музей. 2015 ҫулта Чӑваш тӗррин музейӗ уҫӑлнӑ.

Ҫутҫанталӑкри паллӑ вырӑнсем хушшинче «Чӑваш вěрманě» наци паркӗ, «Присурский» патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗ, Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Н. В. Цицин ячӗллӗ Тӗп ботаника сачӗн Шупашкарти филиалӗ, «Ясна» Этноэкологи ялӗ уйр ӑлса тӑраҫҫӗ. Республика хӑйӗн ҫутҫанталӑк илемӗпе, тӗрлӗ тӗслӗ ӳсен-тӑран, чӗрчунпа тӗлӗнтерет. 2020 ҫулта Ильинск лесничествинче ӳсекен «Чӑваш юманӗсен мучийӗ», «Раҫҫей йывӑҫӗ» конкурса хутшӑннӑ. Экспертсем пӗлтернӗ тӑрӑх, улӑп 370 ҫултан иртнӗ. Республикӑн чи ватӑ юманне Чӑваш Енӗн гербӗпе ялавӗ ҫинче ӳкернӗ, ун патне ентешсемпе хӑнасем вӑй илме килеҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Сотниковское лесничествинче 1768 ҫ. лартнӑ юмансем сыхланса юлнӑ («Екатерининская посадка»). Ку вӑл Чӑваш Енре ҫын аллипе вӑрман юсас ӗҫӗн пӗрремӗш опычӗ шутне кӗрет.

Памятные места и достопримечательности города Чебоксары и Чувашской АССР / Г. Г. Можаров, А. С. Никитин ; [ред. А. П. Кудряшова ; худож. Ю. Б. Фролов]. –  Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1987. – 175 с. : фото.

Васильев, В. Чувашская Республика / Виктор Васильев. – Текст : непосредственный // Живописная Россия : российский географический журнал. – 2022. – № 1 (132). – С. 29-35 : фот. цв. – (Чувашская Республика).

Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству = Chuvash Republic / Союз журналистов Чуваш. Респ. ; [рук. проекта и сост. В. П. Комиссаров]. – Чебоксары : Союз журналистов Чувашской Республики, [1997] – [Вып. 16] : Чувашская Республика = Chuvash Republic / [фото П. Ю. Андреевой и др.]. – 2016. – С. 120-127.