Ҫут ҫанталӑк сӑнӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ҫут ҫанталӑк сӑнӗсем

Чӑваш Республики – тӗлӗнмелле паха историллӗ тата пултаруллӑ ҫынсемпе пуян вырӑн. Кунта ҫутҫанталӑк илемӗпе культура эткерӗ килӗштерсе пӗрлешӗннӗ хӑйне уйрӑм тӗнче. Курса киленсемӗр: шуҫӑм килнӗ чух мӑнаҫлӑ Атӑл ҫийӗнчи кӑвакалсен вӗҫевӗ, хӗвел ҫутинчи хӑмлан ылтӑн йӑлтӑркки, Сӗнтӗр вӑрри муниципалитет округӗн Шуршӑл ялне кӗнӗ ҫӗрти сенкер тӳпе тӗлӗнче йӑлтӑртатакан ракета. Ҫаксем пурте Чӑваш Енре ҫутӑ сӑнарсем тата иксӗлми хавхалану ҫуратаҫҫӗ. Кунти ҫутҫанталӑк ӳкерчӗкӗсем ҫыннӑн пултарулӑхне вӑй-хӑват парса пуянлатаҫҫӗ.

Патӑрьел муниципалитет округӗн Ҫӗньял тавралӑхӗнчи ҫутҫанталӑк вырӑнӗсем чӑвашсен паллӑ поэчӗ тӑван ҫӗре юратнине аса илтереҫҫӗ. Автомобиль ҫутинче курӑнакан тӗрлӗ информаци хӑмисем сире чӑваш ялӗсенче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ентешсен вырӑнӗсене ертсе каяҫҫӗ, хӑйсен тӑрӑхне чапа кӑларнӑ, Раҫҫей культурипе ӑслӑлӑхне тӳпе хывнӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхне, тӑван енри ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене хӑйсен ӗҫӗсемпе илем кӳнӗ ҫынсем ҫинчен уҫса параҫҫӗ.

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗн тата «Сӑр ҫумӗ» патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗн хӑйне евӗрлӗ илемлӗ вырӑнӗсем ӳсен-тӑран тата чӗрчун тӗнчисен пуянлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ, ҫутҫанталӑкпа пӗр кӗвӗллӗ пулнине туйса илме параҫҫӗ.

Чӑваш вӑрманӗсенче пин-пин ҫулхи аваллӑхра упранса юлнӑ ӳсен-тӑрансене тата Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ сайра тӗл пулакан чӗрчунсене шыраса тупма пулать. Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ патвар юмансем илемлӗ хурӑнсемпе юнашар лараҫҫӗ, вӗсен шурӑ вуллисем ҫурма тӗттӗмре ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ. Кунта, ҫӑра ӳссе хӑпарнӑ йывӑҫ тӑррисен шӑналӑкӗ айӗнче, лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ улӑпсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса, урӑх ниҫта та тӗл пулма ҫук хӑйне евӗрлӗ ландшафт туса хунӑ. Чӑваш вӑрманӗсенче юн тымарӗсем пек карса илнӗ тӗрлӗ юхан шыв йышӗ уйрӑмах илӗртӳллӗ.

Сӗнтӗр вӑрри хулинчи Патша майри тӑвӗн тата «Кайӑк вӗҫевӗ» сӑмсахӑн ҫӳллӗшӗсенчи куҫпа виҫейми анлӑ Атӑлӑн ытарайми сӑнӗсем аслӑ юхан шывӑн пӗтӗм хӑвачӗпе илемне кӑтартаҫҫӗ.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ Чӑваш Енре кашнин хӑйӗн ҫутҫанталӑкӗ, вӑл хӑйне евӗрлӗ, харпӑр хӑй астӑвӑм ҫипписенчен тӗртнӗскер. Камӑн-тӑр вӑл – ылтӑн уй-хир, унти ирӗклӗхе пӗрремӗш хут туйни, теприн – яшлӑхӑн ҫӑлтӑрлӑ тӳпине сӑнлакан тӳлек юхан шыв. Такамшӑн вӑл – ҫулнӑ курӑк шӑрши е кукамӑшӗн сӑнарӗпе яланлӑхах ҫыхӑннӑ сӑнар, виҫҫӗмӗшӗшӗн – ӗмӗрхи юман пӑшӑлтатӑвӗ…. Ку илеме киҫтӗкпе ӳкереймӗн, фотопленка ҫинче те хӑвараймӑн. Вӑл чунра тарӑн пурӑнать, хурлӑх саманчӗсенче хӑйӗн ӑшшипе ҫупӑрлать, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Вӑл – харпӑр хӑйӗнле, чуна ҫывӑх, хакласа ҫитерейми чӗрери ҫутҫанталӑк, унӑн ячӗ – Чӑваш Ен.