Йӑла-йӗрке — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке

Йӑла-йӗрке

«Тӑван халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗ, йӑли-йӗрки, вӑййи-уявӗ сӑнаса пӑхнӑҫемӗн аваллӑха илсе каять, нумай халӑхсемпе пӗр кӑкран пулнине те кӑтартать. Ĕмӗрсемпе саманасем иртнӗҫемӗн, ӑрусем улшӑнса пынӑ май, тӗрлӗ сӑлтавпа ӗлӗкхи майӗпен манӑҫа тухса пырать. Çав хушӑрах кирек хӑш халӑх та ырри те йӗрсӗр ан ҫухалтӑр тесе тӑрӑшать. Чӑваш таврапӗлӳҫисемпе те сахал мар вӑй хунӑ. Халӗ Н. И. Ашмарин, Н. В. Никольский, А. П. Милли, К. В. Элле, И. А. Патмар тата ҫӗр-ҫӗр ӑста ӑсчах пухнӑ еткерлӗхпе усӑ куратпӑр. Çапах хамӑрӑн этнологи ӗҫӗсем, вӗсем питӗ кирлӗ пулсан та, уйрӑм тапхӑрта, пайӑр йӑлапа ҫырнисем ҫук та темелле. Тен, ку кӑткӑс ӗҫе пулас тӗпчевҫӗсем тытӗҫ. Этнологсемшӗн вӑл кӑсӑк пулӗ.

Нумай пӗлӗве эпир ҫухатнӑ. Йӑласен тӗрлӗ саманчӗсем те ылмашӑнсах пыраҫҫӗ: пӗри малтан пулнӑ, тепри халь пур е ҫухални паян урӑх ӗлкепе тухать. Тата глобализаци тапхӑрӗнче, ҫынсем таҫта та ҫӳренӗ, ыттисемпе хутӑш тӗнчипех пурӑнма пуҫланӑ чух, чӑвашлӑха палӑртакан ҫӗнӗ фактсене тупасси те кӑсӑкланса, йывӑрланса пырать.

Хура халӑх пурнӑҫӗнче, ӑс-хакӑлӗнче йӑласем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, унсӑр аталану пулаймӗ. Вӑхӑтпа, пурнӑҫпа килнӗ йӑлана вӗҫӗм, ҫулран ҫул тытса пыни халӑха ҫирӗплетсе пырать, йыша тӗреклетет – пуҫлӑхсем, патшасем те кунашкал пурнӑҫ йӗркине хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ.

Кил-йышри, ял-йышри йӑла-йӗрке халӑхӑн пур вӑхӑтри ӑс-пурлӑхне упрать. Вӗсенче пурнӑҫа тытма, малалла тӑсма куллен, ҫуллен кирлӗ ӗҫсем те, малтан кирлӗ пулнисем те пайтах. Уйрӑм йӑла паянхипе, кунтине малтанхипе, тахҫанхипе пӗрлештерет, тӗрлӗ саманари ӑрусене ҫыхӑнтарать, пулассине (малашлӑха) палӑртать.

«Йӑла» сӑмах анлӑ пӗлтерӗшлӗ. Унта – ҫав-ҫав кун е уявра, мӗн те пулин пӗтӗмлетсе тумалли те (традиция, обычай), пӗр-пӗр сӑлтавпа ҫаврӑнса ҫитнӗ хӑнӑхнӑ ӗҫсене пурте пӗрле пурнӑҫлани те, харпӑр ҫын хӑйне ҫирӗплетнӗ йӗркепе, вырӑнӗпе, ӗҫӗпе, сӑмахӗпе ҫав вӑхӑта ирттерни те (ритуал, церемониал, обряд).

Тӗнчери халӑхсен (Тухӑҫ Азири, Европӑри, Африкӑри, Автралири, Америкӑри халӑхсен) кунҫаврӑм йӑлисене, йӗркисене, уявӗсене ҫулталӑкӑн кашни уйӑхӗ-кунӗ таранах тимлӗ тӗпченӗ ӗҫсемпе танлаштарса пӑхсан та, чӑваш йӑлисемпе уявӗсем питех те пуян, кӑткӑс та илемлӗ, шухӑшлӑ та сапӑр пӗлтерӗшлӗ пулни курӑнать. Çӗрӗҫӗпе ҫыхӑннӑ чӑвашӑн уявӗсем хаваслӑ.  Унта (ваттисене пӑрӑнми асӑнаҫҫӗ пулсан та) пурнӑҫа юратни, ҫынсене хисеплени, ӗҫе чыслани, телей пурри малта тӑрать. Миҫе пин синкер витӗр тухнӑ пулсан та, несӗлӗмӗрсем пурнӑҫ техӗмне ӑруран ӑрӑва парса хӑварма пӗлнӗ. Аталаннӑ цивилизаци вӑхӑтӗнче те пирӗнтен ҫав еткере туртса илессишӗн тапаҫланаҫҫӗ! Вӑйсӑр халӑхсем хӑйсен йӑлисене, йӗркисене, уявӗсене маларах ҫухатӗҫ, хӑйсем те ҫухалӗҫ. Чӑваш, ҫапах та, парӑнма шутламасть-ха. Пирӗн авалтан ҫирӗпленнӗ йӑласем (традицисем) упранаҫҫӗ-ха, ҫакӑ вара этносӑн шӑнӑрне (чӗлхе, тум, тӗрӗ тата культурӑн ытти пайӗсемпе пӗрле) тӗреклетсе тӑрать. Пирӗн хура ӗҫпе капӑр уявсен йӗрки ӗлӗкрен пӗтӗм пурнӑҫӑн йӗрки пулнӑ. Чӑваш ӗҫлеме тӑрсан – ӗҫленӗ, ӗҫме ларсан – калаҫа та юрласа ӗҫнӗ, уяв ҫитсен – тӗнче курса тӗлӗнмелле савӑнма пӗлнӗ. Çавна тума ҫирӗпленнӗ йӗркесене уяса, астуса, тытса пыни хӑват панӑ…».

Станьял, В. П. Халӑх ӑс-хакӑлӗн управҫи / В. П. Станьял // Ерагин, Е. Е. Çимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн / Е. Е. Ерагин. – Шупашкар, 2010. – С. 5-6.