Чӑваш халӑхӗн чи пуян поэзипе музыка пултарулӑхӗ Чӑваш Енӗн професси шайӗнче музыка ӳнерне пуҫарса аталантарас ӗҫре никӗс пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш хут чӑваш халӑх кӗввисене XIX ӗмӗрти вырӑс композиторӗсем асӑрханӑ. Чи малтанхи тӗслӗхӗ – 1860 ҫулта Н.Я. Афанасьев икӗ сӗрме купӑс, альт тата виолончель валли ҫырнӑ «Атӑл» ятлӑ квартет. Чӑвашсен професси шайӗнче музыка пуҫланса кайни Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Кунта чӑваш халӑх юррисен пӗрремӗш пуххисем (1908, 1912) пичетленсе тухнӑ, вӗсем музыка фольклорне пухма хускатнипе те кӑсӑклӑ.
Чӑваш професси шайӗнчи музыка аталанӑвӗн малтанхи тапхӑрӗнче юрӑ тӗп вырӑн йышӑннӑ, халӑх тата професси юррисем пулнӑ. 1917–1918-мӗш ҫулсенчен пуҫласа музыка произведенийӗсене хайласси професси шайӗнче чӑваш музыка ӳнерне пуҫарса яракансен профессиӗ пулса тӑрать: вӗсен шутӗнче С. М. Максимов, Ф. П. Павлов, В. П. Воробьев пулнӑ. Музыка фольклорӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсене юратса пухса вӗсенчен хорпа тата пӗччен юрламалли юрӑсем хатӗрленӗ. Композиторсем ҫавӑн пекех пысӑк произведенисем те хайланӑ: Ф.П. Павловӑн «Сӑрнайпа палнай» симфони фантазийӗ (1928) тата С. М. Максимовӑн симфони оркестрӗ валли увертюри (1935) .
1930 ҫултан пуҫласа Чӑваш Ен музыка культурине аталантарас ӗҫре професси шайӗнчи никӗсӗсене йӗркелекен ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ. Ку ӗҫе пӗрремӗш чӑваш композиторӗсемпе пӗрле паллӑ вырӑс музыканчӗсем В. М. Кривоносов, И. В. Люблин, С. И. Габер ертсе пынӑ. Музыка театрӗ, симфони тата камера музыки валли вӗсем пӗрремӗш пысӑк наци произведенийӗсене хайланӑ.
Композитор пултарулӑхӗпе Шупашкарти музыка училищин преподавателӗсем Г. Г. Лисков, Г. В. Воробьев, Г. Я. Хирбю, Ф. М. Лукин, A. Г. Орлов-Шузъм, Г. С.Лебедев професси шайӗнче ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав ушкӑна В. М. Кривоносов вӗренекенӗ В. А. Ходяшев та кӗнӗ. Вӗсен пултарулӑхӗн тӗп жанрӗсем – хорпа юрӑ, кӑштах симфони тата вӗрсе каламалли оркестрсем валли пьесӑсемпе сюитӑсем пулнӑ. Ҫав тапхӑрти чи пӗлтерӗшлӗ симфони хайлавӗсем – Г.В. Воробьевӑн до-минор симфонийӗ (1939).
Чӑваш кӗвви тӗлӗшӗнче Мускавпа Ленинградри паллӑ композиторсем те ӗҫленӗ. Ленинград ҫынни В. Г. Иванишин тӑватӑ пайлӑ «Чӑваш симфонине» (1936) тата «Нарспи» оперӑна (1941, вӗҫлеймен) хайланӑ. Чӑваш халӑх музыка пултарулӑхӗ Раҫҫейри ытти композиторсемшӗн те пуян хавхалану ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ, вӗсен йышӗнче – Евгений Месснер, Виктор Белый, Мариан Коваль, Самуил Фейнберг, Василий Нечаев, Лев Шварц (Мускав), Александр Егоров (Ленинград), Александр Касьянов (Чулхула), Яков Эшпай (Йошкар-Ола), Сергей Толстой (Л.Н. Толстой ывӑлӗ), Владимир Крюков, Ференц Сабо венгр композиторӗ тата ыт. те.
Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи чӑваш композиторӗсен пултарулӑхӗнче патриотизм теми тӗп вырӑн йышӑннӑ. Вӑрҫӑ пулӑмӗсем юрӑ жанрне те витӗм кӳнӗ (В. П.Воробьев, Г. Г. Лисков, Ф. М. Лукин, Г. С. Лебедев, Г. Я. Хирбю, А. Т. Тогаев тата ыттисен хайлавӗсенче палӑрнӑ).
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чӑваш музыкинче чи лайӑх ҫитӗнӳсем тунисен шутӗнче – Ф. М.Лукин, Г. С. Лебедев, А. Г. Орлов-Шужьма, А.Н. Тогаев, Ф. С. Васильев,А. В. Асламас, Г. Я. Хирбю, В. А. Ходяшев, М. А. Алексеев, Т. И. Фандеев, А.М. Токарев, А. А. Петров. Композиторсем Мускавра, Питӗрте, Киевра, Минскра, Чулхулара, Чӗмпӗрте, Саратовра, Дагестанра, Карелире, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи республикӑсенче чӑваш музыкин каҫӗсемпе кунӗсенче нумай жанрлӑ пултарулӑхӗпе анлӑн паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех професси шайӗнчи тата пуҫаруллӑ артистсем шӑрантарнӑ чӑваш юррисем Венгрире, Чехословакире, Польшӑра, Германире, Бельгире, Италире, Португалире тата Англире янӑранӑ.
1970-1990-мӗш ҫулсенче вӑтам ӑрури А. Г. Васильев, А. М. Михайлов, Л. А. Новоселова композиторсен пултарулӑхенче хастарлӑх палӑрать. 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Чӑваш Республикин композиторӗсен пӗрлешӗвӗ (1940 ҫулта йӗркеленӗ) консерваторисенчен вӗренсе тухнӑ темиҫе композиторпа тата музыка тӗпчевҫисемпе пуянланнӑ.
Професси шайӗнчи музыка ӗҫ-хӗлӗ Чӑваш Енре музыкӑна юратакансен хорӗсемпе оркестрсен никӗсӗ ҫинче, XIX-XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче уес центрӗсемпе ялсенчи, вӗренӳ заведенийӗсенчи музыка калакансенчен йӗркеленсе кайнӑ.
1924-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх хорӗ, 1932-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх симфони оркестрӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, юрӑпа ташӑ ансамблӗ, камера оркестрӗ (1989 йӗркеленӗ), муниципалитет шайӗнче «Классика» капелла тата вӗрсе калакансен оркестрӗ ӗҫлеҫҫӗ.
В. А. Галкин, М. М. Измайлов, А. С. Любимов, М. Д. Михайлов,Н. В. Павлова тата ытти юрӑҫсем Чӑваш Республикин тулашӗнче те паллӑ ят илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Чӑваш Енре уҫнӑ пӗрремӗш музыка вӗренӳ заведенийӗсен йышӗнче –. С. М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗ (Шупашкар, 1920), Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи (1929). 1990-мӗш ҫулччен пысӑк квалификациллӗ музыкантсене ҫӗршыври ытти консерваторисенче хатӗрленӗ. ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче республикӑра музыка вӗренӳ заведенийӗсен тытӑмне йӗркеленӗ, ҫав шутра – ача-пӑча музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем, училище, Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультечӗ (1995 ҫултанпа). Музыка вӗрентекенсене Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ (1964 ҫултанпа) хатӗрлет.
Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 259-267.
Искусство композиторов Чувашии : история и современность / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [науч. ред. М. Г. Кондратьев]. – Чебоксары : ЧГИГН, 2012. – С. 11-25.
Кондратьев, Михаил Григорьевич (1948- ). Предисловие : [о композиторском искусстве в Чувашии] / М. Г. Кондратьев // Композиторы Чувашии : биобиблиографический справочник / Л. И. Бушуева, Ю. А. Илюхин. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2014. – С. 3-12.
С аудиозаписями можно ознакомиться на виртуальной выставке «Чувашская музыка на виниле»