Авалхи чӑваш ҫырулӑхӗ
Чӑваш чӗлхи авалхи чӗлхесен шутне кӗрет. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар турачӗн пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхи шутланать. Анчах та тӗрӗк чӗлхисенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ ытларах фонетикӑра сисӗнет. Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен йышӗнчен пулнине пӗрремӗш хут 1828 ҫулта нимӗҫ ăсчахӗ Юлиус Клапрот каланӑ.
Кирек мӗнле халӑхӑн та культура аталанӑвӗ ҫырулӑхпа ҫыхӑннӑ. Чӑвашсем те, ытти культурӑллӑ халӑхсем пекех, ӗлӗк-авал хӑйне евӗрлӗ графикӑпа усӑ курнӑ – арамей тата перс-арамей ҫырӑвӗнчен тухнӑ, авалхи тӗрӗксен рунӑ ҫырулӑхӗпе. Василий Каховский историк палӑртнӑ тӑрӑх, ӗлӗк чӑвашсене «савирсем», перси тата араб ҫӑлкуҫӗсенче – «суварсем» тесе чӗннӗ. Атӑлпа Кама тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗсене руна ҫырулӑхне сӑвар-пӑлхар халӑхӗсем илсе ҫитернӗ. Чӑваш халӑхӗ шăпах Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн йӑхӗнчен тухнӑ несĕл шутланать. Вăл вăхăтра руна паллисем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, вӗсем савӑт-сапа, амулетсем, чулсем ҫинче палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра руна ҫырулӑхӗн тӗслӗхӗсем нумаях сыхланса юлман. Вӗсем авалхи вил тӑпри палӑкӗсем ҫинче тата чӑваш тӗррисенче упранса юлнӑ. Авалхи чӑваш юррисенче тӗрре вулама май пурри ҫинчен калакан йӗркесем пур:
Ура тупан(ӗ)нчен кӗпийӗ,
Арки çанни çыруллӑ.
Аркине вуласай пӑхрӑм тай,
Пирӗн киле каймалла,
Çаннине вуласай пӑхрӑм тай,
Ыран каллех килмелле.
Ҫав вӑхӑтрах тăмхасем, урăхла каласан – ана паллисем – анлӑ сарӑла пуҫланӑ. Тӗрлӗ рунӑсем ӑру паллисене куҫса харпӑрлӑх символӗ пулса тӑнӑ, вӗсемпе официаллӑ документсенче те алӑ пуснӑ. Тăмхасемпе 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗчченех халӑхра усӑ курнӑ.
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче ислам тата араб чӗлхипе культури сарӑлнине пула, руна ҫырулӑхӗ кулленхи пурнӑҫран, кайран халӑх культуринчен те ҫухалнӑ. Малашне ҫыру араб графикипе сарӑлнӑ. Ҫакна авалхи чӑвашла араб паллисемпе ҫырнӑ 13-14-мĕш ӗмӗрсенчи вил тӑпри палӑкӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. 1860-мӗш ҫулсенче Хусаин Фаизханов историк, нумай чĕлхе пĕлнĕ май, ҫавăн пек палӑкӗсем ҫинче ҫырнӑ темиҫе эпиграфи тексчӗсене вулама пултарнӑ. Палӑксенчи текстсенче арабла (культ чӗлхипе) ҫырнӑ йӗркесем те, ҫав вӑхӑтрах араб графикипе усӑ курса чӑвашла ҫырнӑ йӗркесем те тӗл пулаҫҫӗ:
1) Тӳре ӗҫӗ ҫӳлти аслӑ аллах аллинче.
2) Ильяс ывӑлӗ Исмаил
3) ывӑлӗн Мухаммадӑн палӑкӗ.
4) Тивлечӗ аллахӑн уншӑн чикӗсӗр
5) пултӑр! Тарӑхӗ*: ҫичӗ
6) ҫӗр олттӑшӗ** ҫол, залькади***
7) ойӑхӗшӗнчеччӗ. Ҫарӑмсан
8) шывне пырса вилчӗ.
Курсивпа палӑртнӑ сӑмахсене чӑвашла, палӑртманнисене арабла ҫырнӑ.
* Ҫул йӗрки шучӗ. Кунта: ҫӗре кӗнӗ вӑхӑчӗ.
** Улттӑмӗш. Йӗрке хисепӗн авалхи форми.
***Залькади – арабсен уйӑх календарӗн вунпӗрмӗш уйӑхӗ.
Ун пех паллӑксем паян музейсенче упранаҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче те вӗсемпе паллашма пулать.
Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗн тапхӑрӗ
Тутар-монголсен пусмăрĕ айĕнче 200 ҫул пурăнни атӑлҫи пӑлхарсен культурине аркатнă, вӗсен ҫырулӑхӗ те манӑҫа тухнӑ. Чӑваш халӑхӗ йӗркеленсе ҫитесси 15-16-мĕш ӗмӗрсенче вĕҫленнĕ. Ҫак тапхăртан пуҫласа «чӑваш» этноним вырӑс халӑх летопиҫӗсене кӗнӗ.
Наукӑра чӑвашсем ҫинчен тата чӑвашла сăмахсене пӗрремӗш хут ҫырни Филипп Страленберг швед офицерӗн ӗҫӗсенче тĕл пулать. Раҫҫейри пӗрремӗш наука экспедицине хутшӑннӑ май вӑл 1728-мӗш ҫулта «Европӑпа Азин ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ пайӗсем» ятлă кӗнеке латин графикипе пичетлесе кӑларнӑ. Ытти халӑх чӗлхисен сӑмахӗсемпе пӗрле унта 29 чӑваш сӑмахне ҫырса кӑтартнӑ.
18-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Фридрих Миллер ҫулҫуревҫӗ Раҫҫей тăрăхне тӗпченӗ вӑхӑтра мари, чӑваш тата удмурт халӑхӗсем ҫинчен пуҫтарнӑ материала малтан нимӗҫле ҫырса кӑларнӑ. Вырӑсла куҫарӑвĕ «Описание живущих в Казанской губернии языческих народов, як-то: черемис, чуваш и вотяков…» ятпа 1791-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ. Ку ӗҫӗн пахалӑхӗ – нимӗҫле-тутарла-ҫармӑсла-чӑвашла-вотякла-мордвалла-зырянла словарь пурри. Унта – куллен усă куракан 300 ытла сӑмах тĕл пулать.
Вырӑс графикине тӗпе хурса ҫырнӑ чӑваш ҫырулӑхӗн малтанхи палӑкӗсем 18-мӗш ӗмӗрти 30-мӗш ҫулсенчен паллӑ. Вĕсен шутне чиркӳ ҫыннисем хатӗрленӗ икӗ чӗлхеллӗ тата нумай чӗлхеллӗ словарьсем кӗреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, В.Татищев историк хушнипе 1837-мӗш ҫулта Кириак Кондратьев вӗрентекен хатӗрленӗ нумай чӗлхеллӗ словарь паллă.
Вырӑс графикипе чӑвашла ҫырнӑ пӗрремӗш сӑвӑ – 1767- мӗш ҫулта Кӗтерне патшана, вăл Хусана килнĕ май, халалланӑ ода. Сӑвӑ авторӗ паллӑ мар. Ӑна «Хусанти крешӗн шкулӗнче вӗренекен чӑваш ачисен ячӗпе» тесе алӑ пуснӑ. Ҫак сăвă йĕркисем:
Пельместапар абирь тя мин барас парня
Сана чиберь патша пора-мырынь Ання Иоратныжан пире пелместа мар хальчен Тора хужу сюлда пельзан и дах чечень Памалых ся – чанжен, нимень сiок чон анчах Парня вырня полдыр вулда аппинь санах |
Пӗлместӗпӗр эпир: темӗн парас парне
Сана, чипер патша, порӑмӑрӑн Анне Йоратнӑшӑн пире. Пӗлместӗпӗр хальччен Торра, хӑшӗ ҫӳлте; пӗлсен ытах чечен Памалӑх ҫавӑншӑн нимех ҫук – чон анчах Парне вырӑнне полтӑр вӑл та, эппин, санах |
Ку сӑвва «Духовная церемония, производившаяся во время всевожделеннейшего присутствия ея Императорского Величества… Екатерины вторыя в Казане» кĕнекере 1769-мӗш ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хăш-пĕр тĕпчевҫĕсем ҫак сӑвва Хусанти крешӗн шкулӗнчи чӑваш куҫаруҫисен ушкӑнне ертсе пыракан Иван Михайлов хайлама пултарнӑ тесе шутлаҫҫĕ. Ермей Рожанский миссионер, тӑлмачӑ ҫырнӑ, текенсем те пур.
1769-мӗш ҫулта Питӗрте чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа пичетленсе тухнӑ. Вӑл чӑваш ҫырӑвӗнче вырӑс графикине, литература чӗлхинче тури диалекта ҫирĕплетнĕ. Наукӑра кивӗ чӑваш ҫырулӑх тапхӑрĕн пуҫламăшне ҫак вăхăтран шутлаҫҫĕ. Ҫак грамматикăн авторĕсем – Ермей Иванович Рожанский миссионер, тӑлмачӑ тата Хусан кӗпĕрнин архиепископӗ Вениамин Пуцек-Григорович. Кĕнекере чӑваш чӗлхинчи сасӑсене вĕсем 34 сас паллипе палӑртнӑ. Вӗсенчен 31-шӗ вырӑс алфавитӗнчен, пӗр саспалли (G g) – латинла, ыттисем вара Ломоносовӑн «Раҫҫей грамматики» тӗслӗхӗпе тунă темиҫе паллӑран тӑракан сас паллисем. Пӗрремӗш пичет грамматики чӑваш чĕлхи наукине малалла аталантарма пулӑшакан никӗс пулса тӑнӑ.
Кунсăр пуҫне Ермей Рожанский «Кӗске катехизис» чӑвашла куҫарнӑ, вӑл 1800-мĕш ҫулта Петербург синод типографийӗнче, 1804-мӗш ҫулта Мускав синод типографийӗнче пичетленсе тухнӑ. Унта малтанхи ултӑ листана вырӑс алфавичӗпе ҫырнӑ букварь йышӑнать.
Ҫав графикӑпах, хӑш-пӗр улшӑнусем кӗртсе, Виктор Петрович Вишневский священник тата педагог букварь хатĕрленĕ. Вăл «Начатки христианского учения, или краткая священная история и краткий катехизис на чувашском языке» ятлӑ кӗнекере 1832-мӗш ҫулта пичетленсе тухнă. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ тесе шутлаҫҫĕ, унта 33 сас палли. Кунсăр пуҫне Вишневский 1836-мĕш ҫулта «Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии» ятпа тепĕр кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Ку грамматика чӑваш чĕлхе пĕлĕвĕшĕн пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулнӑ, ăна малалла аталантарма май панă.
Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗн тепӗр тапхӑрӗ Николай Иванович Золотницкий ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 32 сас паллинчен тӑракан алфавитпа усӑ курса чӑваш шкулӗсем валли 1867- мӗш ҫулта «Чуваш кнеге» ятлӑ букварь кăларнă, «Сöлдалык кнеге» ятпа тухакан календарьсем хатĕрленӗ. Унӑн «Корневой чувашско-русский словарь» кӗнекине чӑваш чӗлхин пӗрремӗш этимологи словарӗ тесе калама пулать. Унта 3 пин ытла сӑмах. Ку ӗҫшӗн Золотницкий 1879-мӗш ҫулта Вырӑс географи обществин ылтӑн медальне тивӗҫнӗ.
Ҫапла вара чӑвашсен кивӗ ҫырулӑхӗ тури диалекта ҫӗкленӗ. Ҫапах та унӑн тӗп ҫитменлӗхӗ пулнă, вăл – чӑваш чӗлхин сасă тытăмне тивĕҫлĕ палăртма пултарайманни.
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ тата И. Я. Яковлев
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл, хӑйӗн пулӑшаканӗсемпе пӗрле, 1871-мӗш ҫулта алфавит хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫамрӑк лингвистсем литература чӗлхине анатри диалекта тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Ҫакна палăртса хăварар: хальхи ӑсчахсем кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗн тапхӑрне 1878-мӗш ҫулпа вӗҫлеҫҫӗ, мĕншĕн тесен ҫак тапхăрччен чӑваш ҫырулӑхӗнче Золотницкий графикипе те, Яковлевӑн ҫӗнӗ алфавичӗпе те усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ алфавита йӗркелес ыйтупа ҫамрӑк Яковлев Хусанти университета вӗренме кӗрсенех ӗҫлеме пуҫланӑ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре ăна Василий Белилинпа Сергей Тимрясов пулăшнă. Ҫулталӑк иртсен вӗсем 47 паллӑран тӑракан чӑваш алфавичӗн пӗрремӗш вариантне тунӑ. Ӑна тӗпе хурса 1871 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗш тӗлне букварь хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫĕнĕ ҫырулӑхӑн 150 ҫулхи юбилейне шӑпах ҫак самантран пуҫласа шутлатпӑр.
Пӗрремӗш букварь 1872-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хусанта «Чăваш ачисене çырăва вӗренмелли кӗнеке» ятпа пичетленсе тухнӑ. Халӑх кӗнеки майлӑ, вӑл чӑваш пурнӑҫӗн нумай енӗсене ҫырса кӑтартнӑ: йӑли-йӗркисене, сӑмахлӑхне, тӗн уйрӑмлӑхӗсене тата ыттисене те.
Анчах 47 саспаллирен тӑракан алфавит вырнаҫуллӑ пулса тухайман. 1872-мĕш çултах Иван Яковлев хӑйӗн юлташӗсемпе чăваш алфавичĕн 27 сас паллинчен тăракан иккĕмĕш вариантне хатĕрленĕ, букварь пичетлесе кӑларнӑ. Ачасене вӗренмелли ҫак кӗнеке ӑнӑҫлăрах пулса тухнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Хусан вӗренӳ округӗн шкулĕсенче вĕренӳ кӗнеки пулса тӑнӑ. Букваре ваттисен сӑмахӗсене, ҫут ҫанталӑк ҫинчен, хресчен ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсене те вырнаҫтарнӑ.
1873-мĕш ҫулта Яковлев чӑваш алфавитне 25 сас палли хӑварса лайӑхлатнӑ. Чӑваш чӗлхинчи хӑйне евӗрлӗ сасӑсене палӑртма «ҫ» тата «ӳ» (унчченех кӗртнӗ), нимӗҫ транскрипцийӗнчен илнӗ «ӑ» тата «ӗ» сас паллисене хушнӑ. Алфавитӑн ҫак варианчӗ, историре «Яковлев алфавичĕ» ятпа юлнăскер, халӗ те пурӑнать. Ҫак ҫултан пуҫласа букварьсем чӑваш тата вырӑс пайӗсемпе пичетленсе пынӑ. Вӗсем чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тата вырӑс культурине явӑҫтарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш букварӗсене кӑларас ӗҫре чӑваш литературин классикӗн тата художникĕн Константин Ивановӑн тӳпи пысӑк. Унăн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ букварь 1912-мĕш ҫулта тухнӑ. Вӑл букварь пичетлеме ятарласа клише хатӗрленӗ, унпа кайран та ытти букварьсене пичетленĕ ҫĕрте усӑ курнӑ. Пичет машини валли чӑвашла пӗрремӗш сарӑма та Константин Иванов поэт туса хатӗрленӗ. Лайӑх столяр пулнӑ май, пичет машинкине йывӑҫран ӑсталанӑ. Халь вӑл Шупашкарта Литература музейӗнче упранать.
Иван Яковлев 1868-мĕш ҫултах, Чӗмпӗрти классика гимназийӗн вӗренекенӗ пулнӑ вӑхăтрах, чӑваш ачисене вӗренмелли шкул уҫнӑ, каярахпа вӑл наци шкулӗ пулса тӑнӑ. Чӗмпӗр шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗсем – Алексей Рекеев, Тимофей Петров, Игнатий Иванов, Константин Иванов, Даниил Филимонов, Сергей Тимрясов – вĕсем пурте шкул никӗслевҫин ҫутӗҫ анинче тăрăшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсем тата пулӑшакансем пулнӑ. Яковлев букварьсене хатӗрлесе кӑларас ӗҫре 40 ҫул ытла тăрăшнă.
Фонетика принципӗсене тӗпе хурса тунă Яковлев алфавичĕ, литература чӗлхине аталантарма, халӑха пӗлӳ парас ӗҫре пысӑк улшӑнусем тума, наци культурине вăй илсе аталанма май панӑ – тĕпрен илсен, чăваш халӑхĕн пур енлӗ аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тăнă.
Н. И. Ашмарин тата Н. В. Никольский – чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн ӑстаҫисем
Николай Иванович Ашмарин – чӑваш чӗлхе ӑслӑлӑхне никӗслекенӗ. Вăл, Золотницкийпе танах, хӑйӗн ӗҫӗсемпе чӑваш чӗлхине, культурине тата йӑли-йӗркисене тӗпчессине ҫӗнӗ шая ҫӗкленӗ. Сӑнлав тата грамматика историйĕн, лексикографин, топонимикăн тата антропонимикăн никӗсӗсене хывнӑ. Унӑн наука эткерӗ, пӗтӗмӗшле илсен, чӑваш филологине 20-мĕш ӗмӗрте епле аталантармалли ҫул-йӗре палӑртать.
Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ – 17 томран тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки». Пӗрремӗш икӗ томӗ 1910 тата 1912-мĕш ҫулсенче тухнă, виҫӗ чӗлхепе пичетленнӗ – чӑвашла, вырӑсла тата латинла. Автор словаре фонетика принципӗсене пӑхӑнса хатӗрленӗ, ҫавӑнпа чӑваш сӑмахӗсем ҫав вӑхӑтри ҫыру правилисенчен тайӑлни курӑнать. Словарьти статьясне йышӑннӑ алфавитпа мар, сасӑсен янравлӑхӗ тӑрӑх вырнаҫтарнӑ: малтан уҫӑ сасӑсем, кайран янравлӑ хупӑ сасӑсем, юлашкинчен ытти хупӑ сасӑсем пыраҫҫӗ. Яковлев алфавитне кӗртнӗ сас паллисемсӗр пуҫне Н. И. Ашмарин хушма паллӑсемпе усӑ курнӑ. (Вирьял диалектӗнчи сасӑсене палӑртма «о», «ö» паллӑсем; латинла «i» паллӑ; ҫемҫе «þ» паллӑ, йотланӑ уҫӑ сасӑсене пурне те «й» сасӑ урлӑ кӑтартнӑ).
«Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» юлашки томӗ 1950-мӗш ҫулта ҫеҫ пичитленсе тухнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫре Ашмарина нумай вӗреннӗ ҫын пулӑшнӑ – тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх – 600 ытла. Вӗсем хушшинче Иван Яковлевич Яковлевпа унӑн вӗренекенӗсем; пӗрремӗш чӑваш ҫыравҫисен ретӗнче тӑракан Иван Николаевич Юркин та пулнӑ.
Ашмаринăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕҫĕ – 1898-мӗш ҫулта тухнӑ «Материалы для исследования чувашского языка» кӗнеки – чӑваш чӗлхин фонетикипе морфологине вӗренмелли хатӗр. Чӑваш синтаксисне тӗпчес ӗҫре те Ашмарин пӗрремӗш пулнӑ.
Унăн ĕҫне малалла тӑсакансем – Николай Васильевич Никольский тата Гурий Иванович Комиссаров ҫамрӑк этнограф историксем пулнӑ.
Никольский 1904-мӗш ҫулта «Чӑвашсем ҫинчен калакан сведенисене пухмалли программа» хатӗрленӗ. Вӑл программӑна тӗпе хурса пухнӑ материалсем – пурӗ 149 том – паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивӗнче упранаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче пичетленсе тухман словарьсем те пур. «Вырӑсла-чӑвашла словарь» хатĕрлесе кăларни Никольские профессиллĕ чĕлхеҫĕсен ретне кĕме май панă.
Чӑваш наци юхӑмӗн деятелӗ, таврапӗлӳҫӗ тата философ Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) – чӑваш литература пӗлӗвне никӗслекенсенчен пӗри. Вӑл чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсен чиккисене палӑртнă: тури (вирьял), анат енчи (мал енчи) тата анатри чӑвашсем. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех Комиссаров Ашмарин словарӗ валли материалсем пухнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫулсем иртсен Ашмаринпа тата Никольскийпе паллашнӑ, пӗр хушӑ вӗсемпе ӗҫленӗ, хӑйӗн наука ӗҫӗсем пирки канашланӑ.
Совет тапхӑрӗнче аталаннă чӑваш чӗлхи
Чӑваш ҫырулӑхĕн малашнехи аталанăвĕ Яковлев алфавитне совет саманинче кӗртнӗ улшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Вӑл тапхӑрта патшалӑхăмăрăн обществӑпа политика тата культурӑпа экономика пурнӑҫӗнче улшӑнусем пулса иртнӗ май, вĕренӳ анлӑн сарӑлнине пула тата хут пӗлменлĕхе тӗпренех пӗтернӗ май чӑваш чӗлхине вырӑс тата ытти чӗлхесенчен нумай сӑмах кӗме пуҫлать. Утăм хыҫҫăн утăм чӑваш алфавитне вырӑс алфавичӗн пур сас паллийĕсем те кӗнӗ:
- 1926-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «о», «ф» сас паллисемпе усӑ курассине ҫирӗплетнӗ. Ҫав ҫултах, авӑн уйӑхӗнче, «ч» сас паллине улӑштарнă.
Чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхи урлӑ ют чĕлхе сăмахĕсем кӗме пуҫласан, вӗсен фонетики чӑваш фонетикипе килӗшӳллӗ улшӑннӑ, ҫырура та ун пек сӑмахсене орфографи правилисене пӑхӑнса палӑртнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче ку практикӑна прахӑҫланӑ, ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахсене улăштармасăрах усӑ курма пуҫланӑ.
- 1933-мӗш ҫулта б, г, д, ж, з, ц сас паллисене кӗртнӗ, «ч» сас паллипе усӑ курмаллине тепӗр хут ҫирĕплетнĕ;
- 1938-мӗш ҫулта вырӑс алфавитӗнчен тата 6 сас палли хушнӑ: щ, ъ, ь, э, ю, я, ҫав ҫулах, раштав уйӑхӗнче, алфавитра хӑйне уйрӑм ҫемҫелӗх палли пуррипе, виҫĕ сас паллисене пӑрахӑҫа кӑларнӑ.
- 1949-мӗш ҫулта «ё» сас палли хушнӑ.
Ҫапла майпа Яковлев алфавичӗ 37 паллӑ таран пуянланнӑ. Хальхи вăхăтра эпир унпа усă куратпăр.
Алфавит историйӗнче кириллицӑран латин алфавичӗ ҫине куҫас текенсем те пулнӑ (1922, 1994), анчах вӑл улшӑнусене халăх йышӑнман.
Совет саманинче пулса иртнӗ улшӑнусем ҫӑмӑллӑн иртмен, хӑш чухне трагедиллӗ те пулнӑ. Ҫапла, 1936-мӗш ҫулта «контрреволюциллӗ ӗҫ-хӗлшӗн» Тимофей Матвеева, вунӑ ҫуллӑх лагере (Гулага) ӑсатнӑ. Унӑн айӑпне ҫапла палăртнă – йышӑннӑ сӑмахсене чӑваш фонетикипе килӗшуллӗн улӑштарма пӑхни.
Совет тапхӑрӗнче чӑваш орфографийӗн правилисене туса хатӗрлес, вӗсен теорине ҫирӗплетес тата чӑваш букварӗсене, чӑваш чӗлхи учебникӗсене, тӗрлӗ словарьсене тăвас ĕҫ хастар пуҫланнӑ. Ҫав ӗҫе туса пыракан тӗпчевҫӗсем: Федор Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ), Тимофей Матвеев, Николай Ванеркке, Николай Резюков, Иван Трофимов, Василий Егоров, Семен Горский, Алексей Иванов тата ыттисем те пулнă.
Э. М. Юрьевăн чăваш шрифчĕсем
Чӑваш ҫырулӑхĕн аталанӑвӗн тепӗр паллӑ енӗ – Элли Михайлович Юрьев художник ятарлӑ шрифтсем туни. Ӳнерҫӗсен хушшинче чӑваш шрифчӗсене хатӗрлес ыйтупа тĕплĕн ӗҫлекен вӑл кӑна пулнӑ. Кӗнеке илемлетес енӗпе пӗрремӗш хут вӑл Петр Денисовӑн 1969-мӗш ҫулта тухнӑ «Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей» ӗҫӗнче палӑрнӑ. 1970-мӗш ҫулта художник «Чувашский» ятлӑ шрифтпа пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ. Ҫак шрифт лӑпкӑ та пӗр тикӗс тата кӗвӗ-ҫемӗллӗ, сӑнарлӑ тытӑмӗпе тӑван халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ енӗсене кӑтартса паракан тата наборлама чи лайӑх шрифтсен шутне кӗнӗ. Конкурса хутшӑнни художниксене хальхи вӑхӑт таппипе килӗшсе тӑракан шрифтсем шырама хавхалантарнӑ. Элли Юрьев та хӑйӗн пултарулӑхне малалла туптанӑ. Унăн ҫӗнӗлле курӑмӗ «Нарспи» поэмăне илемлетсе кӑларнинче аван курӑнать. Элли Юрьев 1990-мӗш ҫулта литературӑпа искусствӑри тава тивӗҫлĕ ӗҫсемшӗн паракан Чӑваш АССР патшалăх премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ – ӑна, Геннадий Айги хатӗрленӗ «Франци поэчӗсем», «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем» сборниксене илемлетнӗшӗн панӑ. Элли Юрьев хатӗрленĕ шрифтсемпе чӑваш патшалӑх Гербӗнче те усӑ курнӑ.
Паянхи чӑваш ҫырулӑхӗ
20-мӗш ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа Чӑваш Республикинче чӗлхе политикине Чӑваш Республикин Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацийӗ йӗркелесе тӑраҫҫӗ. «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккун чӗлхен сферине тата функцисене анлӑлатнӑ. 2020-мӗш ҫултан пуҫласа Республикӑра чӑваш чӗлхине сыхлас, вӗрентес тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ патшалăх программи ӗҫлет. Ҫав тӗллевпех Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссине йӗркеленӗ. 1992-мӗш ҫултан пуҫласа, кашни ҫулах апрелӗн 25-мӗшӗнче, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш наци радиовӗпе телевиденийӗ чăвашла калаҫаҫҫĕ.
Хальхи чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн анинче пултаруллӑ та хастар тӗпчевҫĕсем ĕҫленĕ, халĕ те тăрăшакансем нумай: Фeдотов Михаил Романович, Андреев Иван Андреевич, Горшков Анатолий Ермолаевич, Котлeeв Виталий Иванович, Павлов Иван Павлович, Петров Николай Петрович, Сeргeeв Лeонид Павлович, Чернов Мефодий Федорович, Скворцов Михаил Иванович, Сeргeeв Виталий Иванович, Виноградов Юрий Михайлович, Егоров Николай Иванович, Хузангай Атнeр Пeтрович, Яковлeв Пeтр Яковлeвич, Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Денисова Татьяна Витальевна, Долгова Алeвтина Пeтровна, Исаев Юрий Николаевич, Егорова Анна Семёновна, Иванова Алена Михайловна.
Хут ҫинчен – экран ҫине
Тухӑҫлӑ та тӗрӗс усӑ курсан ҫӗнӗ технологисем наци чӗлхисене упраса хӑварма, аталантарма тата халăхра сарма пултараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи «ӗмӗрпе тан» пултӑр тата хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑтӑр тесен тăван чĕлхепе усă куракан талккăшсене компьютерсемпе Интернет чӗлхин статусӗпе тивӗҫтермелле, культурӑпа вӗренӳ хутлӑхне тивӗҫлӗ йӗркелеме тата информаци ресурсӗсен пӗтӗмӗшле тытӑмне туса хума май памалла.
21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхине электронлӑ уҫлӑха кӑларас тӗллевпе чӑваш алфавичӗн Юникодра усă куракан кочӗсене палӑртнӑ, чӑвашла текстсене ҫапма май паракан сарӑм йӗркеленӗ, чӑваш сас паллиллӗ шрифтсем палӑртнӑ, компьютер терминӗсене чӑвашла тунӑ, компьютерта чăвашла çырма май паракан программӑсем ӑсталанӑ, Android тытӑмӗнче чӑвашла сарӑм лартма майсем туса панӑ, чăвашла текста орфографи енчен тĕрĕслемелли хатĕре ӑсталанӑ тата ытти те.
Анчах та паянхи кун йышăннă пӗрлехи чӑвашла сарӑм ҫук. Тӗрлӗ операци системисем валли чӑвашла сарӑмӑн тӗрлӗ инсталляторӗсем пур. Вӗсене Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче тупма пулать. Вӗсене ӗҫлеттернӗ чухне тӗрлӗрен вуланакан шрифтсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫакӑ чӑвашла цифра тексчӗсене пӗр-пӗринпе ылмаштарассине йывӑрлатать. Ҫав шрифтсемпе ҫырнӑ текстсем ҫав шрифтсене вырнаҫтарсан кӑна тӗрӗс сӑнланаҫҫӗ. Тепĕр ҫитменлĕх – ҫак шрифтсем стандартизациленменни, ҫакă пӗр шрифтпа ҫырнă текста теприн ҫине куҫарма май памасть.
Чӗлхене компьютер тытӑмӗсече тата Интернетра тĕрĕс те туллин кĕртни ӑна упраса хăварас ĕҫре пысăк пӗлтерӗшлӗ. Кибер-уҫлӑхра чӑваш чӗлхине аталантарас енӗпе «Хавал», «Ирӗклӗх» пӗрлӗхсем, чӗлхе активисчӗсем нумай ӗҫлеҫҫӗ. Кунта чӑваш халӑх сайтне тӑвакана, Николай Плотникова палӑртас пулать. Вӑл тăрăшнипе чӑваш словарӗсен электронлӑ версийӗсемпе усӑ курма май паракан сервис ӗҫлет, вӑлах Samah.chv.su ятлă сайт йĕркеленĕ.
Чӑваш чӗлхине вӗренмелли электронлă ресурссем те пур. Тĕслĕхрен, «Кал-ха» сайт, унăн авторĕсенчен пĕри – Александр Блинов.
2020 ҫул пуҫламӑшӗнче «Яндекс.Тӑлмачӑ» сервиса чӑваш чӗлхи хушăнни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе малтан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен 250 пин ытла тӗслӗхĕнчен тăракан чӑвашла-вырăсла корпусне пухса, унпа нейросете усӑ курма вӗрентнӗ. Унтан ҫак моделе хурӑнташлӑ чӗлхесенчен илнӗ сӑмахсемпе пуянлатнӑ. Ҫакна тӑвас тесе унччен тунӑ пантӗрӗк моделӗпе усӑ курнӑ, вӑл чӑвашлипе пӗрлех темиҫе тӗрӗк чӗлхин морфологине, лексикине тата синтаксисне шута илет. Нейросеть вырӑсла предложенисене тӗрӗс ҫырма вӗрентӗр тесе вырӑс тексчӗсен пысӑк корпусӗпе тата каялла куҫармалли меслетпе усӑ курнӑ. Сервис ҫӳпҫинче паянхи кун 100 чӗлхе.