Авал чӑвашсен мӑн аслашшӗсем кӗҫҫене юртӑна витес тата ытти ҫӗрте усӑ курнӑ. Кӗҫҫерен чӑвашсем тум-юм (шлепке, сӑран атӑ ӑшне чикмелли чӑлха), ҫурт ӑшчиккинче усӑ куракан япаласем (туйра каччӑ умне сарса хумаллисем, уявсенче сакӑсене сармаллисем, ҫывӑрнӑ чух айне сармаллисем), лашана кӳлмелли хатӗрсем (йӗнер, йӗнерчӗк, хӑмӑт кӗҫҫи), кӗҫҫе атӑ-пушмак (кăçатă, çăматă, чуссăнкки) тунӑ. Паянхи кун та кӗҫҫе атӑ-пушмак тӑвасси анлӑ сарӑлнӑ, анчах та уйрӑм ялсенче кӑна. Шлепкесем йӑваласа тӑвасси пысӑк ӑсталӑх шутланнӑ, ку енӗпе ытларах XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тури чӑвашсем ӗҫленӗ. XIX ӗмӗрӗн варринчен пуҫласа чӑваш ялӗсенче çăм шăртлакан машинӑсем вӑй илме пуҫлаҫҫӗ. Ҫӑм арманӗсем лаша турттиллӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне шыв урапипе те ӗҫленӗ.
Культура Чувашского края : учеб. пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. Ч. 1, 1995. – С. 65.
[Ремесла и промыслы] // Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 1, 2009. – С. 257.
Сурӑх ҫӑмне ҫуркунне тата кӗркунне каснӑ. Ҫурхи ҫӑмран ҫип арланӑ тата пир-авӑр тӗртнӗ. Ҫурӑм ҫинчи, аяк ҫинчи ҫӑм пахарах шутланнӑ, ӑна ҫиелти тумтир валли тӑла (сукна) тӗртме усӑ курнӑ.
Малтан ҫӑма ҫӳп-ҫапран тасатнӑ та алӑпа ҫемҫетнӗ, унтан хирлӳпе кӑпӑшлантарнӑ. Хирлӳ ухӑ евӗр пулнӑ. Хирлӳ хӗлӗхне туртса карӑнтарса каялла вӗҫертсе ярсан вӑл чӗтренсе илнӗ те шултра ҫӑм пайӑркисене аяккалла сирпӗтсе янӑ, вӗтӗ ҫӑм пӗрчисем тата тусан решетке витӗр аялалла ӳкнӗ. Решетке ҫинче таса, кӑпӑшка ҫӑм ҫеҫ юлнӑ.
Тасатнӑ ҫӑма арласа ҫип тунӑ. Ҫипрен тӑла тӗртнӗ. Тӑлана вӗри шыва ярса вӗретнӗ, килӗре тӳнӗ. Унтан чӗркенӗ те лаптак тукмакпа калла-малла кустарнӑ. Вара тӑла хатӗр пулнӑ. Ӑна карӑнтарса хурса типӗтнӗ.
Кӗрхи ҫӑмран ҫӑматӑ, шлепкесем тата кӗҫҫе йӑваласа тунӑ. Ҫӑма тикӗс сарса хунӑ, ӑна пирпе витнӗ те кӑпӑш кӗҫҫе пуличченех алӑпа йӑваласа ҫемҫетнӗ. Унтан кӗҫҫене чӗркенӗ те лап так тукм акпа кустарса якатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫҫене вӗрекен шывпа пӑшӑхланӑ (вӗриленӗ) та килӗре кисӗппе тӳнӗ. Хатӗр кӗҫҫене тӳрлетсе карӑнтарса хунӑ, типӗтме ҫакнӑ.
Енькка, Елена. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫ.]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2008. – С. 99-100. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni/kkni_0_0002025.pdf