Чӑваш Республики, Раҫҫей варринче вырнаҫса, авалхи историпе культура центрӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл Аслӑ Атӑл хӗрринче пурӑнакан халӑхсене пӗрлештерекен вырӑн. Кунта кӑсӑк археологи палӑкӗсем, храмсемпе мӑнастирсем, чаплӑ ҫуртсемпе пӗр-пӗр историри паллӑ ӗҫпе е паллӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ ҫурт-йӗр, монумент ӳнерӗн произведенийӗсем тата ытти культра еткерӗн объекчӗсем нумай.
Паян Чӑваш Ен территорийӗнче культура еткерӗн 700-е яхӑн объекчӗ паллӑ. Вӗсен хушшинче федераци тата регионти пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсем те пур.
Республикӑн тӗп хули Шупашкар, ҫавӑн пекех Улатӑр, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисем историпе культурӑн хӑйне евӗрлӗ палӑкӗсем шутланаҫҫӗ. Культура еткерӗн объекчӗсене ытларах ҫак хуласенче курма пулать. Кашни хулан хӑйӗн историйӗ, вӑл хӑйне евӗрлӗхӗпе, тытӑмӗ тӗрлӗрен пулнипе, аваллӑх хутлӑхӗн элеменчӗсемпе уйрӑлса тӑрать. Пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсенчен нумайӑшӗ архитектура памятникӗ пулнипе кӑсӑклӑ. Истори поселенийӗсен центрӗсем хула пурнӑҫӗпе хула строительствин процесӗ мӗнле улшӑнса аталанса пынине, тӗрлӗ тапхӑрпа вӑхӑт вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине сӑнама май параҫҫӗ.
Чи хаклӑ культура объекчӗсем шутӗнче федераци пӗлтерӗшлӗ палӑксем. Ку вӑл – Шупашкарти Введени соборӗ (1651), Арҫынсен Ҫветуй Троица мӑнастирӗ (XVIII–XIX ӗмӗрсем); XVIII ӗмӗрте тунӑ пурӑнмалли тата обществӑлла ҫуртсен тӗслӗхӗсем: Шупашкарта – Соловцов ҫурчӗ, Тӑвар кантурӗ, Кадомцев ҫурчӗ, Ефремов купсасен ҫурчӗсем (XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ); Ҫӗрпӳре – Толмачевсен ҫурчӗ, Троица чиркӗвӗ (XVIII ӗмӗр), Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ (XVIII–XIX ӗмӗрсем); Куславккара – Н.И. Лобачевский ҫурчӗ (XIX ӗмӗр); монумент ӳнерӗн тӗслӗхӗсем – Шупашкарти В. И. Чапаев, И. Я. Яковлев тата К. В. Иванов палӑкӗсем; Патӑрьел районӗнчи Тикеш археологи комплексӗ.
Тӗнпе ҫыхӑннӑ ҫуртсем-палӑксем те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Культура еткерӗн объекчӗсен ячӗсене ҫырса тухнӑ списокра вӗсен шучӗ 160 ытла (храмсем, чиркӳсем, часавайсем, хуҫалӑх хуралтисем, хӳмесем, башньӑсем, архитектура ансамбльӗсем). Асӑннӑ палӑксен архитектуринче XVII ӗмӗртен пуҫласа ҫурт-йӗр ӑсталӑхӗн пӗтӗм стильӗсемпе юхӑмсем палӑраҫҫӗ.
Культура еткерлӗхӗ обществӑлла идейӑна, халӑхӑн историлле улшӑнӑвӗн туйӑмӗсене йӗркелемелли уйрӑм ресурс шутланать. Ҫухатусене ӑнланса илсе кӑна, эпир иртнӗ кунсем, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет пурлӑхӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхатпӑр. Иртсе кайнӑ тапхӑрсемпе цивилизацисен пурлӑхне ҫутатса паракан объектсене палӑртса Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен культура еткерӗн объекчӗсен пӗрлехи патшалӑх реестрне кӗртме пуҫларӑмӑр. Анчах та республикӑри пур культура еткерӗн объекчӗсем ҫак реестрта халлӗхе ҫук-ха.
Муратова Н. И. Объекты культурного наследия Чувашской Республики. Книга 1. Книга 2. – Чебоксары, 2011-2012.
Пӑхма сӗнетпӗр:
Список объектов культурного наследия (памятники истории и культуры) Чувашской Республики
«Удивительные места» «Чувашская Республика: летопись столетия» сайтра