Республика тулашӗнчи чӑвашсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Республика тулашӗнчи чӑвашсем

Республика тулашӗнчи чӑвашсем

 

Чӑвашсем, халӑх йышӗпе илес пулсан, Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑнта.

«Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра 142,86 миллион ҫын пурӑнать <…> Ҫав тапхӑрта Раҫҫейри чӑвашсен йышӗ <…> 1,436 миллион. <…> Чӑваш Енре чӑвашсен шучӗ <…> 1251,6 пин. Чӑвашсем Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъектӗнче пурӑнаҫҫӗ. Йыш уйрӑмах Тутарстанра (116252 ҫын), Пушкӑртстанра (107450), Мари Республикинче (6025), Чӗмпӗр (94970), Самар (84105), Тюмень (25690), Оренбург (12492), Саратов (12261), Чулхула (9765), Кемӗр (9301), Свердловск (8304), Челябинск (6819) облаҫӗсенче, Мускав хулипе облаҫӗнче (26779), Санкт-Петербург хулинче тата Ленинград облаҫӗнче (6675), Ханты-Манси округӗнче (13596), Красноярск крайӗнче (11036) пысӑк. <…> Истори наукисен докторӗ Виталий Иванов чӑвашсен пысӑк пайӗ авалтан тӑван ҫӗрӗ-шывӗнчен аякра тӗпленнине палӑртать. <…> Виталий Петрович каланӑ тӑрӑх, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен несӗлӗсем – тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ сӑлтавпа тӑван ҫӗрӗ-шывне пӑрахса тухса кайнӑскерсем».

Угаслов, Н. Раҫҫейри чӑвашсем: сӑн-сӑпачӗ, кун-ҫулӗ // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. 2021. 29 ака/апрель (№ 2. С. 2).

«Хальхи вӑхӑтра республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк пайӗ тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ сӑлтава пула Чӑваш Ен территорийӗнчен куҫса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Тутарстанра (Кама леш енче) тата вӑтам Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ ытти вырӑнта пурӑнакан чӑвашсен пӗчӗк мар пайӗ ҫак тӑрӑхри тӗп халӑх шутланаҫҫӗ. Урӑхла каласан вӗсем – Атӑлҫи Пӑлхар пӗрлӗхӗн тӑхӑмӗсем.

Ҫавӑн пекех ҫакӑ та паллӑ: Атал леш енчи тата Урал тӑрӑхӗнчи ентешсен чи ҫывӑх тӑванӗсем Хусан ҫывӑхӗнчи чӑвашсем, XIV-XVI ӗмӗрсенче Атӑлӑн сулахай енче пӑлхар-чӑваш халӑхӗ йышлӑ пурӑннӑ тӑрӑхрисем пулнӑ»..Монголсен тата кыпчаксен çарпа политика тата культура хĕсĕрлевне пула XIII-XV ĕмĕрсенче Атăл-Урал тăрăхĕнче пăлхар халăхĕ пĕр вырăнтан теприне куçнă. Вӗсем Кама леш енчен тата Атăлăн сулахай çыранĕ çинчи кăнтăр районсенчен çурçĕрелле – Хусан тăрăхне, çурçĕр-хĕвел тухăçалла – Вăтам Вятка тата Чепец тăрăхне, хĕвел тухăçалла – Шурă шыв бассейнне тата Урал тăрăхĕн кăнтăр-хĕвел анăç енне, çурçĕр-хĕвел анăçалла – Сĕвепе Сăр хушшине куçнă. XVI ĕмĕр варри тĕлне пăлхар-чăвашсен пĕр ушкăнĕ хальхи Чăваш Республикин вăтам тата çурçĕр районĕсен территорийĕнче тĕпленнĕ, тепри – Хусанран тухăçарах, Вятка патне çитиех куҫнӑ.

«XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче чӑвашсем каялла куҫса килме пуҫлаҫҫӗ: пӗрисем Атӑлӑн сылтӑм енне (Чӑваш Енӗн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ районӗсене), теприсем – Кама леш енӗн тата Урал тӑрӑхӗн районӗсене.

Паян иртнӗ ӗмӗрсенче чӑвашсем ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ районӗсене мӗн чухлӗ куҫса кайнин чӑн шайлашу виҫине палӑртма йывӑр. Ревизисемпе ҫыравсен материалӗсене тӗпе хурса шутланӑ тӑрӑх – XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчен паянхи кун таран урӑх вырӑна пурӑнма каякан ентешсен йышӗ пысӑкланса пынӑ. Енчен те 1719-1723 ҫулсенче хальхи Чӑваш Енӗн тулашӗнче пӗтӗм чӑвашӑн 11 проценчӗ пурӑннӑ пулсан 1795 ҫулта – 36,6 процент, 1989 ҫулта вара – 50,8 процент. Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енре юлашки икӗ ӗмӗр хушшинче тӗп халӑхӑн йышӗ ун тулашӗнчи ентешсенчен икӗ хут ерипенрех ӳснӗ: 194 пинрен 907 пин ҫын (4 хут – Чӑваш Ен); 24 – 935 пин ҫын (8 хут диаспора). <…>

Истори упраса хӑварнӑ кӑтартусем тӑрах – революциччен хальхи Чӑваш Ен территорийӗнчи чӑваш хресченӗсем ытти региона пурӑнма куҫасси темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. Малтанхи вӑхӑтра (XVII-XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫур ӗмӗрӗ) чӑвашсене тата регионти ытти халӑха Урал тӑрӑхне, Ҫӗпӗре, Атӑлӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ районӗсене куҫарасси патшалӑхӑн политикипе килӗшӳллен пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ, пушӑ вырӑнсене йышӑнмалла пулнӑ». Çав тапхăрта хальхи Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсен, Тутарстанăн кăнтăр-хĕвел анăç тата Кама леш енчи пайĕн, Ульяновск, Самар, Пенза, Саратов облаçĕсен территорийĕ çара çĕр шутланнă. «XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫуррипе XIX ӗмӗрте вара хресченсем ҫӗнӗ вырӑнсене хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ. Чӑвашсем XVII-XVIII ӗмӗрсенче, уйрӑмах XVIII ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенче, тӑван ҫӗр-шывӗнчен тарнин тӗп салтавӗ хӑйсен авалхи тӗнӗпе сыв пуллашас мар тени пулнӑ. XVIII ӗмӗр ҫурринчен вара ҫӗр сахалли тата феодалсен пусмарлӑхӗ вӑйланни инҫе ҫула йыхӑрнӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта ӗмӗрсем хушшинче паянхи чӑваш диаспорин географийӗ тата этнокультури йӗркеленнӗ». <…>

Чӑваш диаспори йӗркеленнин ҫакӑн пек сӑлтавӗсемпе тапхӑрӗсене асӑнса хӑварма пулать:

  1. Чӑваш Ен территорийӗнчи чӑваш хресченӗсем XVIII ӗмӗр варринче хӗвел тухӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ енне тухса кайнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри ҫӗр сахалли терӗмӗр.
  2. Хальхи Самар, Эрӗнпур тата Сарӑ ту облаҫӗнчи чӑвашсен тӑхӑмӗсен пӗчӗк мар пайӗ XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурриччен ҫӗнӗ ҫӗрсене лекнин сӑлтавӗ – вӗсене ку тӑрӑхра ҫирӗплетнӗ сыхлав линине тунӑ ҫӗре хутшӑнтарни.
  3. Разинпа (XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурри) Пугачев (XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри) ертсе пынӑ вӑрҫӑсене хутшӑннӑ чӑвашсенчен чылайӑшӗ ют вырӑнсене, уйрӑмах Урал тӑрӑхӗпе Урал леш енне, тарнӑ.
  4. XVII-XVIII ӗмӗрсенче тӗрлӗ тивӗҫсене – ҫӗр, лава ҫӳрес ӗҫ, ҫул-йӗр, кӗпер тӑвас тата ыттисене те пурнӑҫлама тивнипе хӑш-пӗр ентешсен Чӑваш тӑрӑхӗпе сыв пуллашма тивнӗ.
  5. 1705 ҫултан пуҫласа чӑваш каччисене ҫар службине илме пуҫланӑ. Тепӗр чухне отставкӑна тухнисене те ҫар ҫыннисем пурӑнакан вырӑнсене хӑварнӑ.
  6. XVIII ӗмӗр варринчен тытӑнса чӑвашсем Атӑл тӑрӑх бурлакра ҫӳреме пуҫланӑ. Каярах вӗсенчен чылайӑшӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсемпе хуласенче ӗмӗрлӗхех пурӑнма юлнӑ.
  7. XVIII ӗмӗр варринелле чӑваш хресченӗсем Урал тӑрӑхӗнчи металлурги завочӗсене куҫ хывма пуҫланӑ.
  8. Уралӑн кӑнтӑр пайне куҫса кайнӑ ентешсен хӑш-пӗр ушкӑнӗ XIX ӗмӗр варринче Урал казакӗсен йышне кӗме тытӑннӑ.
  9. XX пуҫламӑшӗнчи Столыпин реформин тапхӑрӗнче чӑваш хресченӗсем Ҫӗпӗре тата Раҫҫейӗн Ази районӗсене куҫса кайнӑ.
  10. Выҫлӑх ҫулӗсенче (XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫеҫ тыр-пулсӑр ҫул 5-6 хут пулнӑ) Чӑваш Ен территоринче хӗвел тухӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ районӗсене миграци хӑвӑртланнӑ.
  11. XX пуҫламӑшӗнче сахал ҫӗрлӗ тата нимсӗр юлнӑ чӑвашсем ырлӑх шыраса инҫетри Донбасс шахтисене, Бакури – нефть, Лена юхан шывӗ тӑрӑхӗнче ылтӑн кӑларакан вырӑнсене ҫитнӗ.
  12. Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисем чӑвашсен ҫамрӑк каччисене ҫар ӗҫӗсен анлӑ территорийӗ тӑрӑх сапаланӑ.
  13. Чӑвашсен хӑш-пӗр пайӗ, уйрӑмах Сарӑ ту кӗпӗрнинчисем, XIX ӗмӗр варринче ислам тӗнне йышӑнса Турцие тухса кайнӑ.
  14. Чӑвашсем Ҫӗпӗрте XVI ӗмӗр вӗҫӗнчех тӗл пулни пирки паллӑ. Ҫапах та вӗсем пысӑк йышпа Хӗвел анӑҫ Ҫӗпӗре Ҫӗпӗр комитечӗ пуҫарнипе килме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑр XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшне тивнӗ.
  15. 1920 ҫулсенче Центрти органсен хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн чӑвашсен пысӑк пайӗ Хӗвел анӑҫ тата Хӗвел тухӑҫ Ҫӗпӗрӗн регионӗсене ҫитет. <…>
  16. Революци хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсенче чӑвашсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗпе уйрӑлни 1921 ҫулхи типӗ ҫанталӑкпа, Атӑл тӑрӑхӗнчи выҫлӑхпа ҫыхӑннӑ. Тӑлӑха юлнӑ пин-пин ачана Мускава, ун тӑрӑхне ӑсатнӑ. Хресченсем ҫемйисемпех Ҫӗпӗрелле ҫул тытнӑ.
  17. Совет влаҫӗн ҫулӗсенче патшалӑх планӗпе килӗшӳллӗн ҫамрӑксенчен тӑракан ушкӑнсене ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене алла илме инҫе ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем Урал леш енне, Хӗвел тухӑҫ тата Хӗвел анӑҫ Ҫӗпӗре, Инҫет Хӗвел тухӑҫне ҫитсе тухнӑ. 1939 ҫулта вырӑнсенче куҫса каякансен ятарлӑ уйрӑмӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫеҫ 14 пин чӑваш ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ.
  18. 1930-1950 ҫулсенче чӑваш хресченӗсене йышӗ-йышӗпех кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.
  19. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче вун-вун пин чӑваша <…> фронта тата тӗрлӗ вырӑнти ҫар завочӗсене ӑсатнӑ. Хӑшӗсем вӑрҫӑ чарӑнсан та ҫӗнӗ вырӑнтах ӗҫлеме юлнӑ.
  20. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, уйрӑмах 1950 ҫулсенче, чӑвашсем хӗвел анӑҫнелле те, хӗвел тухӑҫнелле те саланма пуҫланӑ. Ҫакӑ ытларах вӑрҫа пула инкек тӳснӗ районсене ҫӗклессипе, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ рагионӗсенчи тата Казахстанри уҫман ҫеремсене алла илессипе ҫыхӑннӑ.
  21. 1960 ҫулсен вӗҫӗнче тата 1970 ҫулсенче – Тольятти, кӑшт каярах Ҫыр Чаллӑ (Набережные Челны) хулисенче автомобиль завочӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ стройкӑсене Чӑваш Енри ҫамрӑксем, унран та ытларах Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанпа Тутарстанри чӑваш каччисемпе хӗрӗсем хутшӑннӑ.
  22. Пултаруллӑ ентешсем ҫулленех ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ хулине, уйрӑмах Мускава, Питӗре, Хусана вӗренме тухса каяҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Шупашкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем, техникумсем пӗтернисене унчченхи Совет Союзӗн тӗрлӗ кӗтесне направленипе ӗҫлеме янӑ.
  23. 1970-1980 ҫулсенче Тюмень облаҫӗнче газпа, нефтьпе пуян районсене алла илме пуҫланӑ. Унта ытларах Пушкӑртстан, Тутарстан тата Самар облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем куҫса кайнӑ. Ҫакна та палӑртма интереслӗ. 70-80 ҫулсенче ентешсем ҫӗнӗ вырӑнсене, халӗччен «йӑлара» пулманнисене куҫ хывнӑ. Ҫав вӑхӑтра Атӑл тӑрӑхӗнчи тата Уралти чӑвашсен йышӗ чакман, хутшӑнма пуҫланӑ: Раҫҫейӗн Тӗп пайӗнче – 75 процент, Инҫет Хӗвел тухӑҫӗнче – 46 процент тата Хӗвел анӑҫ Ҫӗпӗрте 25 процент.

Иванов, В. П. Чӑваш диаспори йӗркеленнӗ тапхӑрсемпе сӑлтавсем // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. 2014. № 8. С. 5.