Тӗн тата ӗненӳ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Тӗн тата ӗненӳ

Тӗн тата ӗненӳ

«Чӑваш сартӑшӗ ҫут тӗнчепе ҫут ҫанталӑка тытса тӑракан вӑйсене хисеплеме ыйтать. Ытти тӗнсем пекех, вӑл виҫӗ пысӑк пайран тӑрать: тӗнче тытӑмӗ ҫинчен вӗрентни (мифологи), ӑрӑмлӑ йӑла (магилле ӗҫ-пуҫ), ӗненӳ туйӑмӗ, – тесе ҫырать филологи ӑслӑхӗн кандидачӗ В. П. Станьял «Чӑваш тӗнӗ-ӗненӗвӗ тата ӑрӑмлӑ сӑмахсене каламалли йӗркесем» статйинче («Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекерен).

«Чӑваш тӗнӗн философийӗ идеализмпа та, реализмпа та тачӑ ҫыхӑннӑ. Философи вӗрентӗвӗнчен вӑл киреметре, чӳк-чӳклемере туса ирттерекен йӑла-йӗркипе кӑна уйрӑлса тӑрать, ытти йӑлтах – пурнӑҫран илнӗ чӑнлӑх. Киреметре выльӑх пусса халӑхпа пӗрле апатланни – (пӗрлӗх апачӗ ирттерни) ӑрӑмлӑхӗнчен ытларах выҫӑ-тутӑ пурӑнакан, халран кайнӑ ҫынсене вӑй пама тунӑ йӑлана куҫса кайнӑ. Пӗрлӗх апачӗ пурне те асатте-кукаҫейсен ватӑ юманӗ тавра пухма сӑлтав панӑ. Ача-пӑча та, хӗр упраҫпа яш-кӗрӗм те пӗрлӗх апатне хутшӑннӑ. Ӗрет-нисӗплӗх, тӑванлӑх, йӑхташлӑх тытӑмӗсене йӗркелесе пырас енӗпе чӑваш сартӑшӗн ҫак пӗлтерӗшӗ паян та пысӑк. Ваттисем вӗрентсе калани, хутлӑхри, ҫын хушшинчи ҫирӗпленнӗ йӗркесем, килти хуҫалӑхри, ҫӗр е вӑрман ӗҫӗн черетленӗвӗ йӑлтах ӗненӳпе ҫыхӑннӑ, пӑрӑнми пурнӑҫламалли йӑла пулса тӑнӑ. Чӑваш тӗнӗн ҫынна айӑплас, хӗстерес, чуралатас енӗ ҫук. Вӑл «ҫӗнӗ йӗрке тумалла мар» тесе каламасть, анчах маҫак-мамаксен (мӑн асаттесемпе мӑн кукамайсен) йӑлисене ҫирӗп упрама ыйтать…

Сартӑш вӗрентӗвӗн тӑватӑ саврӑш пур. Пӗрремӗш саврӑшӗ – ҫутӑ ҫанталӑк. Тӗнче уҫлӑхӗпе ҫӑлтӑрсем, пӗлӗтпе тӳпе, хӗвелпе аслати, вутпа ҫулӑм, ҫилпе тӑвӑл, шывпа хум, пӑспа тӗтӗм. Тӗнче тулӑхӗ ҫут ҫанталӑк тасалӑхӗсӗр пулмасть. Тавра-уҫлӑх – вӗҫ-хӗррисӗр, ҫӳлти тӗнче те аслӑ.

Иккӗмӗш саврӑш – чӗрӗлӗх сӑпки – таса тавралӑх, уй-хирпе улӑх-ҫаран, вӑрманпа ҫырма-ҫатра, шыв-шурпа ҫӑлкуҫсем, ӳсен-тӑранпа апат-ҫимӗҫ. Ҫӗр сывлӑхӗ ҫакӑнта, ҫутӑ тӗнчере.

Виҫҫӗмӗш саврӑшӗ – ҫутӑ тӗнчери чӗрӗлӗх. Чӗрӗлӗх шутне выльӑх-чӗрлӗх, чӗрчунсем, кайӑк-кӗшӗк кӗрет. Чун хӑтлӑхӗ ҫакӑнта.

Тӑваттӑмӗш саврӑшӗ – этемпе хура халӑх ырлӑхӗ. Тӑван-хурӑнташ пӗрлӗхӗ, пурнӑҫ паракан ӗҫ-пуҫ, ватта-вӗтте упраслӑх, ытлӑх-ҫитлӗх пурлӑхӗ. Этем телейӗ халӑх ырлӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш ӑс-хакӑлӗ чӑваш халӑхӗпе пӗрле кӑна пӗтет. Пирӗн кӑмӑл, тӗнчекурӑм, политикӑпа право, эстетикӑпа мораль, наукӑпа философи, хуҫалӑхпа администраци, вӗрентӳпе ҫар ӗҫӗ – йӑлтах халӑх ӗненӗвӗпе ҫыхӑннӑ.

Сартӑш тӗнӗн малалла ӑнтӑлма хистекен енӗ вӑйлӑ. Сартӑш пурнӑҫпа, ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Леш тӗнчере те чӑваш ӗҫпе, шухӑшпа пурӑнать тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа ӑна ӗҫ хатӗрӗсем, ӗҫме-ҫиме парса янӑ. Ҫулсерен асӑнса апат-ҫимӗҫ хываҫҫӗ. Сартӑш — чи авалхи, этем ҫут ҫанталӑкран уйрӑлма ӗлкӗричченех йӗркеленнӗ тӗн. Ана ансат йӑлаллӑ пӗрлӗх (первобытная обшина) ҫуратнӑ. Ӑс-тӑнпа хутшӑнусем кӑткӑсланнӑ майӑн ӗненӳ мелӗсем улшӑннӑ, япаласен ӑрӑмлӑ вӑйӗсене ӑнлантарнисем ырӑсемпе хаярсем патне илсе пынӑ. Ӳт-тир алӑри ӗҫ ҫинчен кӑна мар, ӑс-хакӑл, чун, ӗмӗт ҫинчен шухӑшласа этем тӗнче уҫлӑхӗпе хӑйӗн чун-чӗрин хӑватне ҫыхӑнтарма пуҫланӑ. Хура халӑх пурнӑҫӗнчи тан мар йӗрке ырӑсемпе хаярсен ретне куҫса кӗнӗ: аслисемпе кӗҫӗннисем, пӑхӑнтараканӗсемпе пӑхӑнса пурӑнаканӗсем пулса кайнӑ.

Ҫӳлти ырӑсем ҫинчен вӗрентнинче кирек хӑҫан та ҫут тӗнче ҫинчен калани пӗрремӗш вырӑнта тӑрать. Вӑл вӗрентӳ тӗн халапӗсем (мифсем) ҫинче йӗркеленнӗ, анчах каярахпа сартӑш вӗрентӗвӗ халаплӑхран чылай маларах куҫнӑ. Этем ӑс-хакӑлӗ аталанса пынӑҫемӗн ӗненӳ вӗрентӗвӗ пуянланнӑ, ӑслӑлӑх ӑнлантарнипе килӗшӳллӗ пулса пынӑ. Ку енӗпе сартӑш – уҫӑ вӗрентӳ, вӑл хытса ларнӑ догмӑсемпе пурӑнмасть. Ҫын ҫут ҫанталӑк хӑватне ӑнкарса пынӑ чухне ырӑсен витӗмӗ вӑйланать, хаярсем лӑпланаҫҫӗ. Чӑваш ыррисем (вӑл шутра туррисем те) православири, буддизмри, исламри пек уйрӑм ҫын сӑнарӗ евӗрлӗ мар. Чӑваш туррисем, ыррисем, хаярӗсем – абстрактлӑ, символлӑ, сӑн-сӑпатне пайрӑммӑн кӑтартман хӑватсем, «шульӑш». Вӗсем уйрӑм вырӑн, йывӑҫ-курӑк, шыв-шур, вут-кӑвар мар. Несӗл пуҫӗсем Турӑ пулса кайнӑ тесе каланӑ тӗн хаймакӗсенче. Апла пулсан та харкам ҫын, выльӑх-чӗрлӗх, йывӑҫ, турӑ, ырӑ, хаяр пулма пултараймасть. Вӗсен пурин те ҫак тӗнчере хӑйсен упранӗсем, сыхчисем, кӳркӗҫӗсем пур. Вӗсен малашлӑхӗ – ҫут ҫанталӑк ытамӗнче, унпа килӗштерсе, ӑнланса, упранса пурӑннинче…».

Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем / [В. П. Станьял пухса хатӗрленӗ ; Д. В. Литаврин ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. – С. 4-5.

Записки о чувашах

Сбоев, В. А. Записки о чувашах : [аудиозапись] / В. А. Сбоев ; читает Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чуваши, их происхождение и верования

Сенковский, О. И. Чуваши, их происхождение и верования : [аудиозапись] / О. И. Сенковский ; диктор Н. А. Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

3 декабря 1767 г. - Из указа Нижегородской консистории Курмышской воеводской ...

3 декабря 1767 г. - Из указа Нижегородской консистории Курмышской воеводской канцелярии о мольбище чувашей-новокрещен с. Селоуси Курмвшского уезда : [аудиозапись] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Из "Этнографического очерка" К. С. Мильковича о чувашском "языческом" пантеоне

Из "Этнографического очерка" К. С. Мильковича о чувашском "языческом" пантеоне : [аудиозапись] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Умыкание земли

Умыкание земли : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Святой Гурий - основатель Чебоксар

Святой Гурий - основатель Чебоксар : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Киремет

Енькка, Е. В. Киремет : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӳк

Енькка, Е. В. Чӳк : [аудиолекци] / Елена Енькка ; вулаканӗ Наталия Сергеева, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Фадлан о нравах и обычаях булгар

Фадлан о нравах и обычаях булгар : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Религия некрещеных чувашей

Религия некрещеных чувашей : [аудиолекция] / Национальная библиотека Чувашской Республики, 2022. - Устная речь (исполнительская) : электронная. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее