Чӑваш Ен – авалхи илемлӗ ҫӗршыв, «ҫӗр пин тӗрӗ» ҫӗршывӗ, ҫавӑн пекех унта ҫырма-ҫатра, юханшыв та йышлӑ. Хысаксен айӗнче те, айккисемпе те ҫӑлкуҫсем юхаҫҫӗ. Вӗсен сиплӗ сивӗ шывӗ ҫырмасемпе юханшывсене юхса кӗрет. Пирӗн республика талккӑшӗ пысӑках мар пулин те, кунта ҫутҫанталӑкра хӑй тӗллӗн пулса кайнӑ тата ятарласа тунӑ ҫӗршер те пиншер шыв-шур вырӑнӗсем пур. Вӗсенчен хӑть те хӑшне кайса курни те – ҫутҫанталӑка тӗпчекенсемшӗн чи пысӑк киленӳ.
Ҫӗр айӗнчен пысӑк хӑватпа тапса тӑракан ҫӑлкуҫ нумай пулнӑран тата вӑйлӑ ҫумӑр ытларах ҫунӑран Чӑваш Республикинче шыв-шур тытӑмӗ анлӑ аталаннӑ. Вӑл тӗрлӗ юханшывсемпе пӗчӗк ҫырмасенчен, шырлансемпе варсенчен тӑрать.
Чӑваш ен территорийӗнчи ҫӗр ҫийӗнчи шыв ресурсӗсен калӑпӑшӗ вӑтамран 2 миллиард кубла метр шутланать. Вӗсен шутне юханшывсем, пӗвесем, кӳлӗсем тата шурлӑхсем кӗреҫҫӗ.
Чӑваш Республикин ҫӗрӗ ҫинче тулли тата ҫурма юхакан 2356 юханшыв тата пӗчӗк ҫырма шутланать, вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ – 8650 ҫухрӑм. Вӗсем пурте Атӑл бассейнне кӗреҫҫӗ. Çак юханшывсенчен нумайӑшӗн (93,1 %) тӑршшӗ 10 ҫухрӑмран та сахалрах, ҫавӑнпа та вӗсем пӗчӗкреххисен шутне кӗреҫҫӗ. 10–25 ҫухрӑм тӑршшӗллӗ юханшывсен шучӗ – 119 (5%), 101–500 ҫухрӑм тӑршшӗне ҫитекеннисем – 5 (0,2%), 2 юханшыв (0,1%) 500 ҫухрӑм ытларах тӑршшӗне кӑна ҫитет. Чӑваш Енри юханшывсенчен 99%-ӗ – пӗчӗккисем (2350), Кӗтне, Пӑла, Мӑн Ҫавал, Кӗҫӗн Ҫавал – вӑтаммисен шайӗнче; Атӑлпа Сӑр пысӑккисем шутланаҫҫӗ.
Республикӑри 937 ҫырма – 1 ҫухрӑм таран тӑршшӗллӗ, 1020 юханшыв вӑрӑмӑшӗ – 1 ҫухрӑмран пуҫласа 5 ҫухрӑм таран, вӗсем Чӑваш Енри юханшывсен 98% йышӑнаҫҫӗ. Юханшывсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ – 8650 ҫухрӑм. Республикӑри юханшывсен йышлӑхӗ квадратла ҫухрӑмра 0,48 ҫухрӑмпа танлашать, уйрӑм юханшыв бассейнӗсенче вара 0,01-рен пуҫласа 1,2 таран улшӑнать, ҫакӑ геологи тытӑмӗн хӑйне евӗрлӗхне палӑртать.
Атӑл юханшывӗ Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енӗнче анӑҫран хӗвелтухӑҫнелле юхать, республика чиккисенчи унӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ – 140 ҫухрӑм. Юханшыв республикӑран юхса тухнӑ ҫӗрте, ҫулталӑкри вӑтам юхӑм калӑпӑшӗ (Шупашкар ГЭСӗн плотини) 112,5 кубла ҫухрӑм шайӗпе шутласан, шыв пухӑнас лаптӑкӗ 629 пин квадратла ҫухрӑмпа танлашать. Атӑл юханшывӗн ҫулталӑкри чи пысӑк юхӑм калӑпӑшӗ – 165 кубла ҫухрӑм, чи пӗчӗкки – 63,9 кубла ҫухрӑм. Сӑр юханшывӗ, Атӑлӑн сылтӑм юппи, республикӑн хӗвеланӑҫ енче кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле юхса выртать. Юханшывӑн Чӑваш Ен чиккинчи тӑршшӗ – 280 ҫухрӑм. Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ округӗсенче юхса выртакан Хырла тата Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗсем ҫинчи икӗ шыв пӗви Атӑлҫи федераци округӗнчи чи пысӑк пӗвесен шутне кӗрет. Пӗчӗк юханшывсенчен чи пӗлтерӗшлисем – Пасна, Кире, Меня, Вылӑ, Ункӑ, Энӗш, Кӑкшӑм, Вӑта, Эл тата Йӑшшу. Ҫырма шывӗпе халӑх пахчаҫимӗҫе, выльӑх-чӗрлӗхе шӑварнӑ чухне тата ытти ӗҫре те усӑ курать. Пӗчӗк юханшывсем – канма е пулӑ тытма юратакансемшӗн илӗртӳллӗ вырӑнсем.
Чӑваш Республикинче 754 кӳлӗ. Кӳлӗсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен 85% ытларахӑшӗ 5 гектартан пӗчӗкрех лаптӑклӑ. Шыв тӗкӗрӗн талккӑшӗпе чи пысӑк кӳлӗсенчен – 40 гектарлӑ Черное, 30 гектарлӑ Акӑшкӳл, 18 гектарлӑ Ҫуткӳл, 14 гектарлӑ Кӳлхӗрри, 13 гектарлӑ Светлое шутланаҫҫӗ. Кӳлӗсенчен нумайӑшӗ тарӑн мар – 2,5 м таран кӑна. 10 метртан ытла чи тарӑнни 7 кӳлӗ кӑна.
Чылай пӗчӗк ҫырмара тата вӗсен таврашӗнче сайра тӗл пулакан чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑнсенче час-часах ҫутҫанталӑк заповедникӗсене, наци паркӗсене тата тискер чӗрчунсен хӳтлӗхӗсене йӗркелеҫҫӗ. Сӑмахран, Пасна тата Люля юханшывсемпе вӗсен юпписем «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе «Присурский» заповедник витӗр юхса выртаҫҫӗ. Атӑл, Пӑла, Ҫавал, Сӑр юханшывсен ҫыранӗсенче сайра тӗл пулакан чӗрчунсемпе ӳсен-тӑрансен хӑшпӗр тӗсне хӳтӗлемелли заповедниксем пур.
Дубанов, И. С. Водоемы Чувашии : реки, озера, родники, водопады, болота, водохранилища : [книга-альбом] / И. С. Дубанов. – Чебоксары, 2016. – С. 2-6, 13 : цв. ил.
Доклад «Об экологической ситуации в Чувашской Республике в 2024 году» / Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики. – Чебоксары, 2025. – 134 с., 16 илл.