Чӑваш ен прозӑпа публицистикӑра — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Чӑваш Республики / Чӑваш ен ҫинчен / Чӑваш ен прозӑпа публицистикӑра

Чӑваш ен прозӑпа публицистикӑра

Халӑх культури, Чӑваш енӗн сӑнарӗ Раҫҫейри чылай авторӑн литература тата публицистика ӗҫӗсенче тӗл пулаҫҫӗ.

ХVIII-ХIХ ӗмӗрсенче вырӑс ҫыравҫисемпе публицисчӗсем ҫӗршыври халӑхсен пурнӑҫне, культурине, йӑлисене, наци ӑс-тӑнне хастар тӗпченӗ. ХVIII ӗмӗрти ҫыравҫӑ-этнограф  К. С. Милькович Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗ ҫинчен чылай ӗҫ ҫырса хӑварнӑ, вӗсен шутӗнче Этнографический очерк о чувашах (1888). Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗн йышлӑ халӑхсен истори аталанӑвӗпе йӑли-йӗркисене Хусан университечӗн профессорӗсен К. Ф. Фуксӑн, В. А. Сбоевӑн, И. Н. Смирновӑн, Н. Ф. Фирсовӑн тӗпчевӗсенче тупма пулать. А. Фуксӑн «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах Казанской губернии» (1840), В. А. Сбоевӑн «Исследования об инородцах Казанской губернии» (1851),  Спиридон Михайлов хатӗрленӗ чӑваш каларӑшӗсемпе юмахсен сборникӗнче (1853), В. К. Магницкийӑн «Материалы к объяснению старой чувашской веры : собраны в некоторых местностях Казанской губернии» (1881) тата ытти публикацисенче чӑваш халӑхӗпе Атӑлҫи халӑхӗсен культурӑпа историне, этнографине ҫырса кӑтартни пур.

Вырӑс литературинче тата публицистикинче Чӑваш Енӗн тата чӑваш халӑхӑн сӑнарне кӑтартакан материалсене пухас енӗпе Чӑваш халӑх писателӗ Хӗветӗр Уяр пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.  1946 ҫулта «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш редакторӗпе Иваном Мучипе пӗрле вӑл «Русский писатели о чувашах» ятлӑ ӗҫе пичетлесе кӑларнӑ. 2001-2002 ҫулсенче И. Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ вӑй хунипе «Чуваши в русской литературе и публицистике» ятпа анлӑлатнӑ икӗ томлӑ кӑларӑм кун ҫути курнӑ.

 «Чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ тӗрлӗ романсемпе повеҫсенчи, наука трактачӗсенчи, очерксемпе литература ӳкерчӗкӗсенчи, оригиналлӑ хайлавсенчи сыпӑксем йӑла-йӗркепе халӑхӑн культурине кӑна мар, вӗсен Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсем хушшинчи хутшӑнӑвӗсен уйрӑм характерне ҫутатаҫҫӗ. ˂…˃ Тӗнче историйӗ чӑвашсене аслӑ пулӑмсенче, обществӑлла кисренӳсенче, политика процесӗсен чи пӗлтерӗшлӗ самантсен ҫаврӑмӗсенче хутшӑнма пӳрнӗ. Вӗсем халӑха Христос тӗнне кӗртнине, чӑваш туррисен пуҫҫапмалли вырӑнсене пӗтернине, 1775-1777 ҫулсенчи Пугачев вӑрҫине, крепостла правӑна пӑрахӑҫланине, 1917 ҫулхи Октябрь революцине тата ытти историллӗ пулӑмсене курса тӑракансем, хутшӑнакансем пулнӑ. ˂…˃ Ытти культурӑсен чӑнлӑхӗн тӗкӗрӗ урлӑ наци уйрӑмлӑхне хаклани унӑн ӑс-хакӑлӗн чӑн-чӑн шедеврӗсене тупса палӑртма пулӑшать».

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗн ӳкерчӗкӗ XIX ӗмӗрти вырӑс литература процесӗнче самайах анлӑн курӑнать. Чӑвашсем, ирҫесем, вотяксем, ҫармӑссем, тутарсем тата пушкӑртсем Тӑван ҫӗршывӑн историлле пулӑмӗсене хутшӑнни, кулленхи пурнӑҫ, унӑн йӗрки, йӑласемпе обрядсем, тӗн тата поэзи уйрӑмлӑхӗсем вырӑс ҫыравҫисен ӗҫӗсенче – тӗрлӗ «заметкасенче», «ҫырнисен пуххисенче», публицистика статйисенче, ҫырусенче, хайлавсен идейӑллӑ-сӑнарлӑ системинче те палӑрса тӑраҫҫӗ. ˂…˃ Вырӑс классика литературинче ытти нацисен анлӑ антологийӗ йӗркеленет: наци пулӑмӗсен илемлӗ легитимацийӗ, этнос сӑнарӗсене, пысӑк Раҫҫей космосӗн нумай сӑпатлӑ халӑхсен тӗнчисене ҫырса кӑтартасси. Атӑл тӑрӑхӗнчи литература панораминче чӑваш тӗнчи уҫҫӑн палӑрса тӑрать».

Чуваши в русской литературе и публицистике : хрестоматия : в 2 томах. Т. 1 / составитель Ф. Е. Уяр, редактор Л. П. Кураков и др., Чувашский государственный университет.  – Чебоксары : Изд-во ЧГУ, 2001. –  455 с.

Сарбаш, Л. Н. Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века : монография / Л. Н. Сарбаш. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2024. 383 с.

Пӑхма сӗнетпӗр: электронная коллекция «Чувашия в российской прессе»