Чӑваш ячӗсене икӗ пысӑк ушкӑна пайлама пулать. Пӗри – авалхи ятсем, вӗсем хушшинче тӗп чӑваш ячӗсем те пур, ютран илнисем те сахал мар. Православи тӗнне йышӑниччен (чылай хушӑ ун хыҫҫӑн та) чӑвашсем ҫак ятсемпе кӑна ҫӳренӗ. Тепри – православи тӗнӗ урлӑ сарӑлнӑ ятсем.
Халӑх хушшинчи ятсем вӑхӑт иртнӗҫем улшӑнса пынинчен тӗлӗнмеллиех те ҫук, мӗншӗн тесен ятсем авалтанпах халӑхӑн йӑли-йӗркипе те, тӗнӗпе те, кулленхи пурнӑҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ.
Чи малтанах чӑвашлӑх ӑслӑлӑхӗнче куллен усӑ курмалли паллӑ ӗҫе палӑртмалла. Вӑл тӗне кӗмен чӑвашсен арҫын ячӗсене пӗтӗмӗшле пухса пичетленӗ ятарлӑ кӗнеке. Ǎна кӑлараканӗ — чӑвашсен революцичченхи паллӑ историкӗ, этнографӗ тата чӗлхеҫи В. К. Магницкий. Тӗпчевҫӗ «Чувашские языческие имена» (Хусан, 1905) кӗнекинче авалхи тӗрӗк чӗлхисенчен кӗрсе юлнӑ 173 ӑру ятне илсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ кӗнеке чӗлхе пӗлӗвӗнчи, историпе этнографи тӗпчевӗсенчи пӗлтерӗшне паянхи кунччен те ҫухатман. Унпа историксем, этнографсем, чӗлхеҫӗсем хӑйсен тӗпчевӗсенче час-часах усӑ кураҫҫӗ. Ǎна чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи В. Г. Егоров профессор та пысӑка хурса хакланӑ. «Хусан кӗпӗрнин виҫӗ уесӗнче пухса ҫырса илнӗ 10587 ятран тӑракан ӗҫ тӑван халӑхӑн историне ҫутатса тӗпченӗ чухне пысӑк пулӑшу пама пултарать», – тенӗ вӑл.
Чӑваш ячӗсене тӗпченӗ ӗҫсенчен И. А. Андреевӑн «Çын ячӗсем» (1983) кӗнекине асӑнмалла. Кӗнекере ятсем мӗнле пулса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Л. Петров-Атлай чӗлхеҫӗ «Чӑвашсен ячӗсем» статйине В. К. Магницкий кӗнеки тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ май хатӗрленӗ (Тӑван Атӑл. 2006. № 4. С. 68-70). Автор хӑйӗн статйинче чӑваш ячӗсем тата ачана ят хуни ҫинчен ҫырса кӑтартать: «Тӗне кӗмен чӑвашсем, ҫамрӑк ача ҫуралсассӑн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаҫҫӗ. Вӗсем ватӑ стариксем, ватӑ карчӑксем, эпи карчӑксем, хурӑнташсене, ратнисене пухса, хӑйсем пӗлнӗ пек, ача мӗн кун ҫуралнӑ, ҫав кун ячӗпе е ҫав кун ячӗ евӗрлӗ ятпа, пӗр-пӗр святой ятне асӑнса тунӑ праздник тӗлӗнче ҫуралнӑ пулсан, ачине те ҫавӑн ячӗпе ят параҫҫӗ. Ывӑл ача пулсан, ак ҫапла хураҫҫӗ: ачи шӑмат кун ҫуралнӑ пулсассӑн, Шӑмак ятлӑ хураҫҫӗ; вырсарни кун ҫуралнӑ пулсассӑн, Вырӑстай ятлӑ, Ванюк ятлӑ хураҫҫӗ; тунтикун ҫуралнӑ пулсассӑн, Тутирек ятлӑ, Тутийер, Тӑхтаман ятлӑ хураҫҫӗ. Хӗр ача ҫуралсассӑн, унӑн ятне те арҫын ачинни пекех хураҫҫӗ. Улӑштарсан та, сайра улӑштараҫҫӗ» (с. 239). «Тата вӗсем хӑшин-хӑшин ятне ашшӗ-амӑш ячӗ, хурӑнташ ӑру ячӗ майлӑ е йӑх ячӗпе хураҫҫӗ… Ĕлӗкхи чӑвашсем ачисем пурӑнмантан хӗр-ачисене вӗҫен-кайӑк ячӗпе, ывӑл ачасене ураллӑ кайӑк ячӗпе ят хунӑ. Вӑл ача ятне кун ячӗпе шыраса тупаҫҫӗ; кун мӗн ятли пулать, ӑна та ҫавӑн майлах хураҫҫӗ. Çапла пӗр кун ятне илер-ха: эрнекун хӗр пулсан, Ернепи ятлӑ хураҫҫӗ; ытларикун пулсан, Утлаш ятлӑ хураҫҫӗ…» (с. 240). «Чӑвашсем ятран каламаҫҫӗ. Ашшӗ-мӗн ячӗпе чӗнсессӗн, чӑваш ҫиленет. Ашшӗ-амӑшӗ ятлӑ ҫынна ятӗнчен чӗнмеҫҫӗ: атте ятли, анне ятли теҫҫӗ. Хӑй ятлине аташ теҫҫӗ. Пуринчен ытла кӑна хӗр-арӑмсем ҫапла тӑваҫҫҫӗ…» (с. 240). «Ача ҫуралсан, час-часах виҫ кунтан ят хураҫҫӗ, е пӗр эрне, 2 эрне иртет. Ят хунӑ чухне пур ӑратнесем те пухӑнса ят хураҫҫӗ. Ят хуриччен, мӗн пур ӑратнесем ача яшки кӳрсе пӗҫермелле. Унтан сӑра туса, кам яшка кӳнине чӗнсе крестить тӑваҫҫӗ. Пурте пухӑнса шутлаҫҫӗ, мӗн ятлӑ хумалла ачана. Ят хурсан, ҫӑкӑра та, чӑкӑта та сӑмсашар касса илеҫҫӗ те; кам та кам малтан ҫисе ярать тесе тавлашаҫҫӗ. Ашшӗ малтан ҫисен, тепӗр ачи ывӑл пулать, амӑшӗ малтан ҫисен, хӗр пулать…» (с. 246).
«Хӑш-пӗр чӑвашӑн ҫемйинче ача-мӗн пурӑнмасан, вара ячисен ятне пӑстарса хураҫҫӗ. Хам пӗлекен Никифор ятлӑ ачана Тӑхтаман теҫҫӗ. Тата тепри Васили ятлӑ. Ǎна вӗсем юман теҫҫӗ. Тата пуҫне е мӑйне мӑкӑль е ҫӑпан вырӑнӗ пулса юлсан, ӑна вара Минне теҫҫӗ… Паянчченех хӑш-пӗр ҫынсем ялсенче икшер ятпа ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем хушшинче тӑтӑшах Чӗкеҫ, Шӑнкӑрч, Кайкки тӗл пулать. Пӗчӗккӗ чухне пӗр ятпа, ар ҫулӗнче тепӗр ятпа ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пур. Тӗпрен илсен, тӗне кӗмен чӑвашсем те хӑйсен ячӗсене сӑлтавламан пулас…» (с. 69).
Ачана ят хуни ҫинчен Николай Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 4-мӗш томӗнче вуласа пӗлме пулать: «Ача ҫуралсанах, пӗр 5-6 кун иртсен ӑна ят хураҫҫӗ. Ят хунӑ ҫӗре пур хурӑнташа тата ят хуракан эпи карчӑка чӗнеҫҫӗ. Çав ят хунӑ ҫӗрте чи кирлӗ япаласем ҫаксем: ҫӑкӑр, чӑкӑт, шӑрттан, ҫӑмарта. Ят хурас умӗн чӑкӑтпа шӑрттана вакласа пурин аллине те тыттараҫҫӗ, унтан вара кӗлле тӑраҫҫӗ. Кӗлӗ туса пӗтерсен сак ҫине ларса ҫав чӑкӑта, шӑрттана ҫиеҫҫӗ. Кайран вара ҫӑмӑлланнӑ арӑм парне валеҫет, эпи карчӑкне кӗпе, ӑна пулӑшакан арӑмсене сурпан парать. Тӗне кӗнӗ чӑвашсем халӗ ӗнтӗ чӑкӑт пуҫламаҫҫӗ…» (С. 69).
Юхма Мишши «Чӑваш ячӗсем» кӗнекере 15 пин ытла авалхи чӑвашсен ячӗсене шута илнӗ. Ятсене арҫын, хӗрарӑм ячӗсемпе уйӑрнӑ, унсӑр пуҫне ятсене вырӑсла та куҫарнӑ.