Касса илемлетнӗ эреш — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Искусство / Халӑх алӑсталӑхӗсем / Касса илемлетнӗ эреш

Касса илемлетнӗ эреш

Йывăçран касса кӑларнӑ эрешсемпе чӑвашсем ҫурт-йӗр пайӗсене, сӗтел-пукана, хатӗр-хӗтӗре ӑсталанӑ тата илемлетнӗ чухне усӑ курнӑ. Касса кӑларнӑ ӳкерчӗксене тӗрӗ, эреш, декор тенӗ. Пир ҫинчи тӗрӗсем пекех йывӑҫ эрешсем ҫут-ҫанталӑкӑн вак-тӗвек формисене (чечексене, курӑксене, тӗмсене е кайӑксене) евӗрлемен, вӗсем чӑвашсен авалхи тӗнче курӑмне, ҫут тӗнчепе ҫыхӑннӑ шухӑшсене сӑнарланӑ. Мӑн асаттесен шучӗпе, ҫакӑн пек орнамент хӳтӗлӗх кӳнӗ, ырӑ сунӑмлӑ пулнӑ.

Пурте усӑ куракан япаласене талккишпех эрешлемен. Вӗсем хӑйсен функци пӗлтерӗшне сыхласа хӑварнӑ – уяв савӑт-сапачӗпе танлаштарсан кулленхи кашӑк-тирӗкпе усӑ курма, ӑна ҫуса тасатма, упрама меллӗ пулмалла пулнӑ-ҫке. Унӑн илемлӗх пахалӑхӗ орнаментра мар, хатӗрсен ӗлккенлӗхӗнче, ӑсталӑх шайӗнче, кӳлепесен ҫыпӑҫулӑхӗнче, кӑлтӑксӑрлӑхӗнче палӑрнӑ. Кулленхи савӑт-сапа шутне сӑра вӗретмелли пысӑк алтӑрсем, куркасем, ҫавра куркасем, чӗрессем, сӗт юр-варӗнчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли уйран ҫӳпҫисем, чуста ҫӑрмалли хатӗрсем тата ытти тӗрлӗ япала кӗнӗ.

Ҫав вӑхӑтрах авалхи чӑвашсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем ҫинче касса кӑларнӑ тӗслӗхсем те сарӑлнӑ. Хӗр арӑмӑн ӗҫ хатӗрӗсем (кӗнчелеҫҫи, хултӑрчӑ, ӑса, шӑлтӑрма) ҫинче те ансат эрешсем ӗлкеллӗ касса тунӑ.

Авалхи япаласем ҫинче йывӑҫ эрешсене чӑвашсен йӑлана кӗнӗ мелсемпе касса кӑларнӑ. Эреше тарӑн касман, савӑт-сапа ҫийӗнче е тӳрӗ ҫийӗнче (хашака, кĕнчелеççи) кӑна. Касса кӑлармалли тӗп меслетсем ансат: ӗлкеллӗ, виҫ аяклӑ, кукӑр патаклӑ (чӗрнеллӗ). Калӑпӑш, скульптура формине тӑвас ӗҫре шаккаса шӑтарни сарӑлнӑ. Час-часах ку меслетсем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑнӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Иванов-Орков, Геннадий Николаевич. Чувашская резьба по дереву= Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем : творческие приемы и техника / Геннадий Иванов-Орков, Петр Мазуркин. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2007. – С. 16-19.

Чувашская резьба по дереву

Иванов-Орков, Г. Н. Чувашская резьба по дереву : творческие приемы и техника / Геннадий Иванов-Орков, Петр Мазуркин, 2007. - 190 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашское народное зодчество : от древности до современности

Матвеев, Г. Б. Чувашское народное зодчество : от древности до современности : [монография] / Георгий Матвеев, 2005. - 256 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашское народное изобразительное искусство

Никитин, Г. А. Чувашское народное изобразительное искусство / Г. А. Никитин, Т. А. Крюкова ; Государственный музей этнографии народов СССР, НИИ языка, литературы, истории и экономики при Совете Министров Чувашской АССР, 1960. - 168 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашский орнамент

Спиридонов, М. С. Чувашский орнамент : [альбом] / М. С. Спиридонов, 2010. - 215 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее