Мӗн авалтан чӑваш хӗрарӑмӗсем пир тӗртнӗ. Унран тум-тир, кил-ҫуртра куллен тыткалакан япаласем ҫӗленӗ. Тӗпрен илсен чӑваш халӑх пир-авӑрӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен пир-авӑр тӗсӗсемпе пӗрешкел. Чӑваш ӑстисем шурӑ, кӑвак, ҫутӑ-кӑвак тӗслӗ ҫӳхе, хулӑн, тӑла пустав тӗртнӗ. Йӗтӗн тата пуса пирӗ те тӗрлӗрен (ҫӳхе, сурпанлӑ, тикӗс, пуртенкке, аҫлӑк валли сайра) пулнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм пиҫиххисемпе пиҫиххисене те тӗртнӗ. XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче анатри чӑвашсем хушшинче ула-чӑла тата тӑваткал-тӑваткал тӗрӗсем ӑсталасси сарӑлнӑ.
Ильбекова, А. И. Слово о ткачестве : метод. пособие / А. И. Ильбекова, 2006. – С. 5-7.
«Материалы для этнографии России» (1870) кӗнекере паллӑ этнограф Александр Риттих чӑваш хӗрарӑмӗсем кӗпесем ҫине пурҫӑнпа тата ҫӑмпа питӗ шеп тӗрленине, йӗтӗнпе кантӑртан ҫирӗплӗхӗпе нӑклӑхӗ тӗлӗшӗнчен паха пир тӗртнине палӑртать.
Н. В. Никольский профессор «Краткий курс этнографии чуваш» (1928) монографийӗнче сӳс ҫемҫетмелли, ҫип арламалли, пир-авӑр тӗртмелли меслетсемпе, хатӗрсемпе вулакана чи малтан паллаштарать.
Пир тӗртмелли хатӗре 150—200 ҫул ӗнтӗ чӑвашсем пир станӗ, пир вырӑнӗ ятпа палӑртаҫҫӗ, авал ирмек тени паллӑ.
Пир вырӑнӗ – пире стансӑр тӗртмелли вырӑн. Урайне вӑхӑтлӑх лартнӑ юпапа сак хушшине пир тӗртмелли хатӗрсем ҫакса пир тӗртеҫҫӗ.
Пир станӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Стан икӗ енчи рамӑсенчен, вӗсене ҫыхӑнтарса тӑракан урлӑ уратасенчен, шӑлтӑрма ҫакмалли икӗ ҫакӑран тӑрать. Стан хыҫне кунчана сӳтсе чиксе тӑмалли йывӑҫ пӑта-ҫекӗл лартаҫҫӗ. Стан ҫумӗнчи хатӗрсем: кӗрӗсене ҫакмалли шӑлтӑрмасем, ура пуссисем, стан е хивсе туйи, юпи. Еҫлемелли хатӗрсем — кӗрӗ, хӗҫ, ӑса, ҫӗрӗ, ҫӗрӗ тумалли хултӑрчӑ (хултӑркачӑ), кумнӑ ҫипе уйӑракан хӑю патакӗ.
Ҫуркунне мункун эрнинче пир ҫапма тухнӑ. Пир каски ҫине ҫи витти сарнӑ. Пир Тёркине хунӑ. Хурӑн тукмаксемпе 4 е 6 ҫын ҫапнӑ. Пир ҫипписене ҫапса хӗснӗ, сарнӑ, якатнӑ. Пир ҫапнӑ вӑхӑтра тукмак шавӗ тӑнӑ. Ҫапнӑ пире туртса енӗсене танлаштарнӑ, ҫирӗп чӗркенӗ, шурӑ тутӑрпа ҫыхса ҫӳпҫене тӑратса хунӑ. Кирлӗ кунра кӗпе-йӗм ҫӗленӗ.
Пире тӗртсе кӑларсан, темиҫе тӑрӑх авӑр пуҫтарӑнсан ӑна сӗлтӗ шывӗпе, юр шывӗпе темиҫе хут килӗре тӳсе ҫӑваҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн юр нумай вӑхӑт выртакан тӗле хӗвел питтине тӑсса хураҫҫӗ. Пӗрер эрнерен пуҫтараҫҫӗ. Сарай кашти ҫине кӑшӑлласа ҫакаҫҫӗ. Тӳрӗ туртӑнса типме ҫӑка вулли хываҫҫӗ.
Наумов, Н. Е. Халӑх ҫӳпҫинчен : этнографи ӑнлавӗсен пуххи : [словарь-справочник] / Н. Е. Наумов. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2010. – С. 260-274.