Ваттисен сӑмахӗсем – ламран лама куҫса пыракан сӑнарлӑ сӑмахсем. Вӗсем шухӑша кӗскен те ҫивӗччӗн, ытарлӑн палӑртаҫҫӗ. Ваттисен сӑмахӗсенче халӑхӑн кун-ҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, шухӑшлавӗ, тӗнчекурӑмӗ ӳкерӗннӗ.
Ваттисен сӑмахӗсем ҫын ҫут ҫанталӑка, пурнӑҫри пулӑмсене сӑнаса пынӑ, хакланӑ май ҫуралнӑ. Хӑш-пӗр ваттисен сӑмахӗсене шухӑшӗ тӑрӑх вӗсем хӑҫан пулса кайнине пӗлме пулать. Турӑ, вут, шыв ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсем, паллах, халӑхӑн мифологиллӗ шухӑшлавӗпе ҫыхӑннӑ, вӗсем ҫав шухӑшлав пуҫ пулнӑ вӑхӑтра йӗркеленнӗ.
Терентьева, О. Н. Халӑхӑн сӑнарлӑ шухӑшлавӗ. Ваттисен сӑмахӗсене пухни тата тӗпчени / О. Н. Терентьева // Ваттисен сӑмахӗсем. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2007. – С. 5, 8.