Авни, явни, хуҫни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Авни, явни, хуҫни

Ҫатан япаласемпе (вӑл шутра пушӑтран, хулӑран, курӑк тӑплӑмӗнчен, улӑмран, кӑмӑш йӑрӑмӗнчен тунисемпе) тӗрлӗ ҫӗрте усӑ курнӑ. Пушӑтран тунӑ кӑрмансем кушел ятпа палӑрнӑ. Кушеле – авса тунӑ хупкӑчлӑ пӗрнене – ҫула тухнӑ чух апат-ҫимӗҫ тата вак-тӗвек япала чикнӗ. Кӗрӳ туйӗн пуҫӗн хутаҫӗ пештӗр пулнӑ. Шыв тата сӑра валли пушӑтран авнӑ витре – шӑпаня – тунӑ. Ҫӑкӑра кӑмакана пиҫме лартиччен авса тунӑ чашӑкра кантарнӑ. Авнӑ арчасене суланча (тӑвар килли) вырӑнне усӑ курнӑ. Чылай хатӗр-хӗтӗре хулӑран авнӑ. Ҫӗмӗрт тата юман хуллисенчен ҫӑпала пӗрни, йӑмра хуллинчен карçинкка, çатан, лăпă ӑсталанӑ.

Пушӑтран ҫӑпата тунӑ. Пушӑт ҫӑка хуппин аялти ҫемҫе сийне сӳсе илсен пулнӑ. Арҫын ҫӑпатине 7 пушӑтран, хӗрарӑмсем, уйрӑмах хӗрсем валли илемлӗрех – 9-12 пушӑтран, хӑш чухне вара 18 пушӑтран та тунӑ. Ҫӑпата тума калӑп тата шӗшлӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫумӑрлӑ, пылчӑклӑ кунсенче шакмаклӑ ҫӑпата сырнӑ (ҫӑпата тӗпне йывӑҫ татӑкӗ ҫирӗплетнӗ).

Чӑваш тата Мари Эл тӑрӑхӗсенче хӑваран ҫыхасси анлӑ сарӑлнӑ. Алӑсталӑхӗн чи авалхи тӗсӗ шутланать. Япаласене ҫинҫе йывӑҫ хуллисенчен ҫыхса хатӗрленӗ. Ӑстасем ытларах чухне шыв-шур таврашӗнче ӳсекен йӑмран ҫамрӑк хунавӗсене, ҫӗмӗрт, хурама, шӗшкӗ хунавӗсен хуллисене, сайра хутра юман хуллисене тата хыр тымарне ӗҫе янӑ. Пулӑ тытмалли хатӗрсем, тӗрлӗ карҫинкка тунӑ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче сутма хӑва хуллинчен карҫинккасемпе тӑрантассем, хурамапа ҫӗмӗрт хуллинчен сӗтел-пукан явнӑ.

Усӑ курнӑ литература:

Енькка, Е. Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI – XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : 6-7-мӗш классем валли / Е. Енькка. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 115.

Культура Чувашского края : учебное пособие / [сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов ; худож. В. Н. Гончаров]. Ч. 1, 1995. – С. 102.

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 1, 2009. – С. 255.

Килкепе – вӗрен явма вӗренӗр

Горностаев, Ф. З. Килкепе – вӗрен явма вӗренӗр : (килкепе-вӗрен явма, пӑлавниксем тӗртме тата сӳсрен тӗрлӗрен урӑх таварсем тӑвас ӗҫе пулӑшакан кӗнеке) / Ф. З. Горностаев, 1926. - 40 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

"Обнесены красиво плетеною изгородью"

Медведев, В. В. "Обнесены красиво плетеною изгородью" : [об изгороди, ограде, заборе, которые возводили чуваши для ограждения поселения и усадьбы] / В. В. Медведев // Вестник Пермского университета. Сер.: История. - 2015. - Вып. 1 (28). - С. 158-164. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее