Вӗҫен кайӑксем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Вӗҫен кайӑксем

Чӑваш Ен вӗҫен кайӑксене уйрӑмах илӗртет. Чи малтанах, шыв (ҫырмасемпе пӗвесем) тата ешӗл йывӑҫ-курӑк (ращасем, скверсем, парксем, уй-хирсем) пуррипе. Тӗлӗнмелле, кайӑк-кӗшӗкӗн нумай тӗсӗ ҫынсем ҫумӗнче тӑранса пурӑнма питӗ лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗ. Кусем – хӑнӑхнӑ ҫерҫисемпе ула кураксем кӑна мар, шултра ҫӑткӑнсем те.

Чӑваш Енре вӗҫен кайӑксен 275 тӗсне шута илнӗ, вӗсенчен 72-не Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Чӗп кӑларакан вӗҫен кайӑксенчен ытларахӑшӗ Европа чӗрчунӗсен тӗнчин пайне (вӗлтрен тӑрри, улаппа) кӗрет, ҫавӑн пекех Ҫӗпӗр пайне (виҫӗ пӳрнеллӗ улатакка, карӑк), Вӑтаҫӗр тинӗс пайне (тӗпеклӗ тӑри, пулӑҫ кайӑк), Китай пайне (йӑлӑм шӗпшӗлӗ, мӑйкӑчлӑ кулюкка), Монголи (ҫерҫи тӑмани) пайӗсенче шутланаканнисем те пур.

Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинче сайра тӗл пулакан кайӑксем те Чӑваш Ене вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем – пулӑ хурчки, ахаль кӑйкӑр, шур хӳреллĕ ӑмӑрткайӑк, хир хӑлачӗ, шыв чакакӗ, пӗчӗк чарлӑк. Шур хӳреллӗ тинӗс ӑмӑрткайӑкне тӗл пулма ҫӑмӑлрах, вӗҫсе кайнӑ-килнӗ вӑхӑтсенче вӗҫен кайӑксем час-часах Атӑл хӗррипе куҫаҫҫӗ, тӳпере яланах ҫӳлте ярӑнса вӗҫеҫҫӗ. Ку – чи пысӑк ҫӑткӑн вӗҫен кайӑк. Унӑн чӗпӗ кӑларакан вырӑнӗсенчен чи ҫывӑхраххи – Атӑл леш енче.

Республикӑри вӗҫен кайӑксене апатланӑвне кура, йышӑннӑ тӑрӑх, ытларах ӳсен-тӑранпа тӑранса пурӑнаканнисем (сӑрӑ хуркайӑк, кукӑр сӑмса-хыр кайӑкӗ), ытларах чӗрчунсене тытса апатланаканнисем (хура хӑлат, ӳхӗ), хутӑш апат ҫисе пурӑнаканнисем (ула курак, чавка) ҫине пайлама пулать.

Республикӑра кӗреҫе сӑмса, хӗлӗх хӳре тата ытти йӑва ҫавӑракан кӑвакалсен йышӗ чакса пырать. Вӗтӗлсем, шӑнкӑрчсем, нумай ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксем сахалланнӑ. Ҫапах та мӑйкӑчлӑ кулюкка, шурӑ аист тата хура вутхӳре пеккисем вӗҫсе килсе вырнаҫнӑ. Лӗртӗк, хултӑрҫан, шурӑ чарлан тата кӗрекӗш вӗҫсе килнине те курма пулать. Усӑллӑ вӗҫен кайӑксенчен тӑркайсем, кӗпшӗлсем, шӑлинкурӑссем тата нумайӑшӗ 30 ытла ӳсен-тӑрана (юмана, ҫӗмӗрте, чиене, йыт ҫӗмӗртне тата ыттисене) анлӑ сарӑлма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӳсен-тӑран вӑррисене ҫунӑк вырӑнсенче, ӗшнесенче тата уҫланкӑсенче хӑварнипе йывӑҫсемпе ҫырла тӗмӗсем сарӑлса ӗрчеме пултараҫҫӗ. Хурт-кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнакан вӗтӗ вӗҫен кайӑксем вӑрмансене, садсемпе парксене тата пысӑкрах усӑ кӳреҫҫӗ: кӑсӑясем, шӑнчассем, йӑскансем, улатаккасем вӑрманӑн пур сийне те ҫулталӑк тӑршшӗпех сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран тасатаҫҫӗ.

2018 ҫулта пӗрремӗш хут Чӑваш Ене пӗчӗк акӑш, ӑмӑркка тата вӗтӗ шӗпшӗл, 2019 ҫулта – хура мӑйлӑ чӑрӑш кайӑкӗ, 2020 ҫулта карави кайӑкӗ вӗҫсе килнине курнӑ.

В Чувашии обнаружен новый для региона вид птиц – каравайка. – Текст : электронный // Грани. – 2020. – 15 апреля. – URL: http:// https://www.grani21.ru/news/v-chuvashii-obnaruzhen-novyj-dlja-regiona-vid-ptic-karavajka#gsc.tab=0 (дата обращения: 26.01.2026).

Гурьев, А. В. Птицы Чувашии = Чӑваш ен веҫен кайӑкӗсем : [определитель] / А. В. Гурьев, А. В. Романов, В. А. Яковлев ; Респ. Центр дет. и юнош. краеведения, туризма, экологии. – Чебоксары, 1995. – 39 с. : ил. – Назв. птиц парал. лат., англ., нем., рус., чув.

Птицы Чувашии  : в 3-х томах / [Л. Н. Воронов и др.] ; Чуваш. отделение Союза охраны птиц России ; [фото Н. В. Борисовой и др. ; худож. Д. В. Литаврин]. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2016 -2018. — (Птицы Чувашии).

«Т. 1 : Неворобьиные : Гагарообоазные, Поганкообразные, Пеликанообразные, Аистообразные, Фламингообразные, Гусеобразные, Соколообразные, Курообразные, Журавлеобразные / [предисл. Е. В. Осмелкина ; отв. ред. О. В. Глушенков]. – 2016. – С. 4-5.

Т. 2 : Неворобьиные : Ржанкообразные, Голубеобразные, Кукушкообразные, Совообразные, Козодоеобразные, Стрижеобразные, Ракшеобразные, Удодообразные, Дятлообразные / научный редактор Г. Н. Исаков. – 2017. – С. 2.

Т. 3 : Воробьинообразные / ответственный редактор В. А. Яковлев. – 2018. – С. 2.

Экологический вестник Чувашской Республики : информационно-справочный бюллетень / Гос. природ. заповедник «Присурский». – Чебоксары : [б. и.], 1993. – Вып. 44 : [сборник статей / сост. Димитриев А. В. и др.]. – 2004. – 48 с. : ил. – (Птицы Чувашии ; ч. 1). – Библиогр. в конце разд.

Экологический вестник Чувашской Республики : информационно-справочный бюллетень / Гос. природ. заповедник «Присурский». – Чебоксары : [б. и.], 1993. – Вып. 45 : [сборник статей по весенним пролетам гусей / сост. Димитриев А. В. и др.]. – 2004. – 25 с. : ил., карты. – (Птицы Чувашии ; ч. 2). – Библиогр.: с. 17-25.