Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ тӗрлӗрен пулнӑ, анчах пуянлӑхпа палӑрман. Чылай хресченшӗн аш-какай тата выльӑх-чӗрлӗх ҫӑвне ҫини ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ паллине пӗлтернӗ. Ыраш ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр тӗп ҫимӗҫсенчен пӗри шутланнӑ. Кулленхи пурнӑҫра чӑвашсен ҫимӗҫсен ылмашӑвӗ пулман. Пĕрремĕш çимесем шутне салма яшки, ҫӑмах яшки, кӗрпе яшки, купӑста яшки, ҫарӑк борщӗ, ХIХ ӗмӗртен пуҫласа тата ҫӗр улми яшки кӗнӗ. Ҫуркунне серте, вӗлтӗрен, пултӑран яшки пӗҫернӗ. Иккӗмӗш ҫимесем вырӑнне вир, урпа, сӗлӗ, сайра-хутра тулӑ кӗрписенчен хатӗрленӗ пӑтӑсем, тинкӗле, нимӗр ҫинӗ. ХIХ ӗмӗртен чӑваш апат–ҫимӗҫӗнче ҫӗр улми пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫлать. Апата уйранпа, турӑхпа, кантӑр вӑрринчен хатӗрленӗ хутӑшпа сыпса ҫинӗ. Пушкӑрт тата Оренбург чӑвашӗсем кӑмӑс туса ӗҫнӗ. Уяв кӗреки валли чӑвашсем хӑпарту – кӑпӑшка тулӑ ҫӑкӑрӗ, хуплу – ашпа кӗрпепе тултарнӑ пысӑк ҫаврака кукӑль, пӳремеч, йӑва – тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ чӑмӑрккасем, хуран кукли хатӗрленӗ. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнин йӑлисем выльӑха пусса аш (какай) шӳрпи, тултармӑш, шӑрттан хатӗрленинче палӑрса юлнӑ. Ӗлӗк чӑвашсем пур уява та сӑрапа ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑра кулленхи ӗҫме те пулнӑ. Ӑна хӑмлапа урпа салатӗнчен тунӑ. Пуян чӑвашсем сим пыл тата кӑрчама ӗҫнӗ.
Чуваши: этническая история и традиционная культура. – 2000. – С. 80-81.
Е. В. Сергеева ӑсчах «Традиционная кухня и застольный этикет чувашей (конец XIX – начало XXI в.)» ятлӑ тӗпчевӗнче ҫакӑн пек шухӑш палӑртать: «Чӑвашсен апатлану культури ӗмӗрсем хушши йӗркеленсе пынӑ, ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, ҫавна май кулленхи, уяв, йӑла-йӗрке ҫимӗҫӗсен пулӑвӗпе тата вӗсене хатӗрлес меслечӗсемпе ҫыхӑннӑ этнос уйрӑмлӑхӗсем паянхи кунччен сыхланса юлма пултарнӑ. Апат-ҫимӗҫе мӗнрен хатӗрлесси çутçанталăк тата географи тавралăхĕнчен, хуҫалӑх ӗҫӗнчен, тӗнчекурӑмран, халӑх йӑлисенчен килнӗ. Чӑвашсен пӗтӗмӗшле апат-ҫимӗҫ комплексне тӗпчени, паллах, паха, ҫав вӑхӑтрах уйрӑм этнографи ушкӑнӗсен апатлану культурине халӑхӑн апатлану системин вырӑнти вариантлӑхӗ пек пӑхса тухни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ».
«Чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫӗ пуян та тӗрлӗрен. Шӑрттан, хуплу, кукар, шӳрпе, ҫӳрме, тултармӑш, маххан, шаркку – хамӑр патра ҫеҫ мар, аякра та палӑрнӑ чӑваш апачӗ тата нумай», – тенӗ Н.Л. Додонов «300 чувашских блюд» кӗнекере. Унтанпа чӑваш апачӗ ҫинчен кӗнеке самаях пичетленчӗ. Чӑваш сӑйне мухтакан тӗпчев те йышлӑ. Вӗсенчен Н.В. Никольскин «Пища и питье чувашина» тата «Пища» тӗпчевӗсене палӑртас килет. Н.И. Ашмарин словарьне ку енӗпе нимӗнпе те ылмаштарма ҫук. Сӑвӑ-юрӑсӑр пӗр ӗҫкӗ те иртмен. «Йӳҫӗ авӑрлӑ чӑмпа йӳҫсе ҫитнӗ мӑрсала, ҫав ятпа ку тӑрӑхра ҫӳретеҫҫӗ сим пыла, симӗсрех тӗспе ҫиҫсе чашкӑрать тулли курка» е тата унтах «Пӑтӑпа тулли пиҫсе ларчӗ ик касман кӑркка» (П.Хусанкай. Хӑнара, Пӳлер кӗввисем. 1935).
Мӗнле тыр-пул, ӳсен-тӑран ӳснӗ /ыраш, сӗлӗ, вир, пӑри, тулӑ, хура тул, шур тулӑ /рис/, урпа, пӑрҫа, ясмӑк /чечевица/, пултӑран, серте, хӗрен, кӑшкар ути, сарана, кӗпҫесем тата пахчара е вӑрманта мӗн пур/ – йӑлтах усӑ кӳнӗ. Ҫӗр улми, купӑста, сухан, ыхра, кишӗр, ҫарӑк, кӑшман, кавӑн, палан, пӗрлӗхен, ҫӗмӗрт, чие, пилеш, ҫӗр ҫырли, хурӑн ҫырли – пурте апата юрӑхлӑ та сиплӗ пулнӑ.
Станьял, Виталий. Кашни апатра – чӑваш хӗрарӑмӗн ӑсталӑхӗ : [чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен] / Виталий Станьял. – Текст : непосредственный // Хыпар : чӑваш халӑх хаҫачӗ. – 2021. – 18 ҫу/май (№ 51). – С. 4.