Кӑрлач, виҫҫӗмӗш вырсарни кун — Чӑваш пичечӗн кунӗ

 

Чӑваш пичечӗн кунӗ – Чӑваш Республикин массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата полиграфи предприятийӗсенче ӗҫлекенсен професси уявӗ.

Чӑваш Республикин 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Чӑваш пичечӗн кунӗ ҫинчен» калакан саккунпа килӗшӳллӗн, уява ҫулсерен «Хыпар» чӑваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ кун (виҫҫӗмӗш вырсарни кун) ирттерме палӑртнӑ.

Ҫак саккуна «Хыпар» хаҫатӑн чӑваш наци периодика пичечӗ ҫуралса аталанассинчи пысӑк пӗлтерӗшне, ҫавӑн пекех республикӑри ытти хаҫат-журнал Чӑваш енӗн экономикипе культурин аталанӑвне хӑйсен пысӑк тӳпине хывнине шута илсе йышӑннӑ.

Ҫулсерен чӑваш пичечӗн кунӗнче республикӑра чи лайӑх журналистсене, издательсемпе полиграфистсене чыслаҫҫӗ, патшалӑх наградисене, премийӗсене параҫҫӗ.

Ака уйӑхӗ, 29 — Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ

Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунне Чӑваш Республикин патшалӑх гербне, ялавне, гимнне йышӑннӑ кун – ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Президенчӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ ҫинчен» 24 № указӗпе тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ ҫинчен» 1 №-лӗ саккунӗпе ҫирӗплетнӗ.

Ҫӑлкуҫсем: 

Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем = Государственные символы Чувашской Республики = The national emblem of the Chuvash Republic / А. П. Павлов, Э. М. Юрьев пухса хатӗрленӗ ; [М. Ю. Тютиков куҫарнӑ]. – Чебоксары. – 1995. – 30 с.

Смирнова, Н. Анне сӑмахӗ пек ҫывӑх : [Чӑваш патшалӑх символӗсем ҫинчен] / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2017. – 28 ака/апрель (№ 61/62). – С. 4.

Ака уйӑхӗ, 25 – Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунне ҫулсерен ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн культурӑпа ҫут ӗҫӗн паллӑ деятелӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Тӗплӗнрех:

Чӑваш чӗлхин кунне туса хурасси ҫинчен : Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн постановленийӗ : 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ // Хыпар. – 1992. – 11 ака. – С. 1

 Ҫӗртме уйӑхӗ, 25 – Республика кунӗ

 

Республика кунне официаллӑ уяв тесе пӗрремӗш хут 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа йышӑннӑ.

1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Ӗҫ Тӑвакан Тӗп Комитет тата Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн декречӗпе икӗ кӗпӗрнене кӗрекен территорисенчен — Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчен – Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ, тӗп хули – Шупашкар.

2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4 – мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ чӑваш патшалӑхӗ йӗркеленнин историлле пӗлтерӗшне шута илсе «Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗ ҫинчен» саккун ҫине алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче патшалӑх уявне Республика кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак кун республикӑри пур ҫыншӑн та канмалли кун.

Ҫулсерен, республика уявне ирттернӗ кунсенче, Чӑваш ене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен, Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхне кӗнӗ ҫӗр-шывсенчен  тата ют ҫӗршывсенчен пиншер хӑна килет.

Республика кунӗнче Шупашкарта, ҫавӑн пекех Чӑваш енри ытти хуласемпе округсенче тӗрлӗ культура мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Республика кунӗ умӗн Чӑваш енри пур округра та яланхи пекех ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленине халалласа «Акатуй» уявӗсем иртеҫҫӗ.

Чӑваш Республикин кунӗ – пысӑк уяв. Пирӗнпе пӗрле ҫак уява пӗтӗм ҫӗршыв паллӑ тӑвать. Раҫҫей Федерацийӗн вун–вун регионӗнчен,  Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхне кӗнӗ ҫӗршывсенчен, ют ҫӗршывсенчен килекен хӑнасен – официаллӑ ҫынсен, бизнесменсен, артистсен, туристсен шучӗ нумайлансах пырать, ҫавӑн пекех алӑ пуснӑ тупӑш кӳрекен контрактсен шучӗ ҫак кун темиҫе хут ӳсет, ҫакӑ пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ӗҫлӗ хутшӑнусемпе культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме пулӑшать.

Паллӑ ҫынсем Чӑваш ен ҫинчен калани

Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗш вырсарни кунӗ –Шупашкар хула кунӗ

Шупашкар хула кунне ҫурла уйӑхӗн 3-мӗш вырсарни кунӗнче паллӑ тӑвать. Чӑваш Республикин тӗп хули ҫинчен ҫӑлкуҫсенче пӗрремӗш хут 1469 ҫулта ҫырса хӑварнӑ. Шупашкар – темиҫе ӗмӗрхи историллӗ хула. Историпе археологи докуменчӗсем тӑрӑх, ку вырӑнта авалтанпах ҫынсем пурӑннӑ. Халӑх пурӑнан вырӑн пек вӑл каярах палӑрнӑ. XIII-XIV ӗмӗрсен чиккинче ҫак вырӑнта пӑлхар-чӑвашсем пурӑннӑ. Кивӗ карттӑсем ҫинче Шупашкар тӗлӗнче Веде Суар хули тесе палӑртнӑ. Хула икӗ ятлӑ: чӑвашла – Шупашкар, вырӑсла – Чебоксары. Чӑвашсем пурӑннӑ Шупашкар вырӑнӗнче 1555-мӗш ҫулта вырӑссен ҫар хулине никӗсленӗ. Унта ҫар крепоҫӗ, суту-илӳпе промышленность посачӗ пулнӑ. XVII ӗмӗр вӗҫӗпе XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен Шупашкар – Атӑлҫи тӑрӑхӗнче суту-илӳпе палӑрнӑ хула, 1708-1920 ҫҫ. – Хусан кӗпӗрнин уес хули.

Шупашкар паян – тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ хула, унта 500 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Хулара хӑйне евӗрлӗ те урӑх ниҫта ҫук музейсемпе палӑксем пур, кунта вырӑс тата чӑваш культурисем ӗмӗрсем хушши пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса пырса пӗр-пӗрне пуянлатаҫҫӗ. 1920-мӗш ҫултан Шупашкар – Чӑваш Республикин тӗп хули. Унта виҫӗ район: Калинин, Ленин, Мускав тата Атӑл леш енчи территори тытӑмӗ. Хула лаптӑкӗ – 25,088 пин га, Атӑл юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ, экономикӑпа географи тӗлӗшӗнчен усӑллӑ вырӑн йышӑнать. Промышленноҫ – экономикӑн малта пыракан секторӗ. Хула территорийӗнче тӗрлӗ харпӑрлӑхри 140 ытла предприяти вырнаҫнӑ, ку республикӑри пӗтӗм промышленноҫ хӑвачӗн ҫуррине яхӑн виҫипе танлашать. Чи аталаннисем тата малашлӑхлисем – энергетика, трактор тӑвакан, электротехника тата электрон промышленноҫӗ. Социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шупашкарта ҫирӗме яхӑн аслӑ вӗренӳ заведенийӗпе филиалӗ, пилӗк професси театрӗ, темиҫе клуб учрежденийӗпе музейӗ, 20 ытла муниципалитет библиотеки ӗҫлет, 100 яхӑн историпе культура палӑкӗ тата ыт. Хулана Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (1986), I степеньлӗ Мир (2008) орденсем тата ыт. парса чысланӑ.

Тӗплӗнрех:

Шупашкар – Чӑваш Совет ҫӗршывӗн тӗп хули / редактор Я. Ухсай. – Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1947. – 19, [1] с.

Чӳк уйӑхӗ, 26 – Чӑваш тӗрри кунӗ

 

Чӑваш тӗррин кунне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 276 №-лӗ 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче йышӑннӑ указӗпе йӗркеленӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗ ӑсти Екатерина Ефремова ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл чӑваш тӗрринне малалла аталантарас, ӑна ҫӗнӗ мелсемпе пуянлатас тесе тӑрӑшнӑ, авалхи шут тӗррин йӑла-йӗркине упраса хӑварнӑ.

Тӗплӗнрех:

Петрова, Валентина. Асамлӑ тӗрӗ ытамӗнчи кун-ҫул : [чӑваш тӗрӗҫи Екатерина Иосифовна Ефремова ҫинчен] / Валентина Петрова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2008. – 5-11 утӑ (№ 26). – С. 11.

Комментарии-

как оформить дебетовую карту с бесплатным обслуживанием
как оформить дебетовую карту с бесплатным обслуживанием
2026-05-06
Сегодня заворачивать личными финансами стало намного проще благодаря современным банковским сервисам и цифровым технологиям. В новом материале рассказывается, точно можно шибко оформить дебетовую карту, приняться экономить с помощью удобных финансовых инструментов и употребить выгодными предложениями банков. Отдельное внимание уделено таким решениям, словно дебетовая карта МТС Деньги, инновационный криптовалютный портмоне и сервисы, позволяющие получить бесплатный и прыткий займ. Также представлен обзор лучших кредитных предложений, которые помогают предпочесть подходящий финансовый продукт для разных задач. как оформить дебетовую карту с бесплатным обслуживанием Вот современные возможности управления деньгами, которые делают финансовые операции удобнее, быстрее и доступнее для пользователей. реальные способы начать экономить деньги https://slds.pro/aek1w?erid=2VtzqueWrMT
туристические страховки
туристические страховки
2026-05-06
Hi, all the time i used to check website posts here in the early hours in the dawn, since i love to find out more and more. http://mtthub.org/groups/%d1%81%d0%b0%d0%bd%d0%b0%d1%82%d0%be%d1%80%d0%b8%d0%b8-shortcuts-the-straightforward-manner/
как оплатить покупки за границей онлайн
как оплатить покупки за границей онлайн
2026-05-02
Кстати, когда не проходит провести оплату иностранные сервисы с российской карты, есть один вариант. Я какое-то время назад заметил, что многие сервисы перестали принимать платежи с российских карт. Перепробовал несколько способов, через что получится оплачивать иностранные сервисы. В итоге нормальный сайт — Плати по миру. Через этот сервис есть возможность получить виртуальную банковскую карту. Дальше можно без проблем проводить оплату иностранные сайты. Лично я спокойно плачу через неё разные сервисы. Оформление занимает несколько минут. Короче, реально удобный способ. как оплатить покупки за границей онлайн https://baoly.ru/platipomiru
speedyindex google forms
speedyindex google forms
2026-04-22
Indexing and index number checking help for Google and Yandex. speedyindex google forms Who arse profit from this help? This service is useful for website owners and SEO specialists who privation to increase their visibleness in Google and Yandex, meliorate their web site rankings, and step-up organic dealings. SpeedyIndex helps apace forefinger backlinks, young pages, and website updates. Link Building Workshop https://baoly.ru/speedindex
speedyindex google forms
speedyindex google forms
2026-04-22
Indexing and index number checking help for Google and Yandex. speedyindex google forms Who arse profit from this help? This service is useful for website owners and SEO specialists who privation to increase their visibleness in Google and Yandex, meliorate their web site rankings, and step-up organic dealings. SpeedyIndex helps apace forefinger backlinks, young pages, and website updates. Link Building Workshop http://fastsiteing.tilda.ws/
Какие праздники отмечают в чувашии — Самые лучшие поздравления у нас!
Какие праздники отмечают в чувашии — Самые лучшие поздравления у нас!
2024-01-26
[…] Источник […]

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *