Аваллӑх – пирӗн никӗс, тымар. Никӗссӗр вара ҫурт та ҫӗкленеймест, тымарсӑр йывӑҫ та ӳсеймест. Çак никӗс – халӑх йӑли-йӗрки, унӑн шалти ӑс-хакӑл вӑйӗ. Халӑх малашлӑхӗ, унӑн ӑс-хакӑл аталанӑвӗ ҫамрӑк ӑру ҫав халӑхӑн пӗр пайӗ пулнине чӗререн туйса-ӑнланса тӑнинчен килет. «Халӑх вӗрентӗвӗн пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать, тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, ӗмӗрхи чапне ҫӗнетсе, чӗртсе яма шанчӑк тупать», – тенӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г. Н. Волков.
Чӑваш халӑхӗн виҫӗ пин ҫулти чыслӑ аваллӑхӗ мухтава тивӗҫлӗ. Çак халӑх ӗмӗр-ӗмӗр тар юхтарса ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе, тыр-пул акса, ҫурт-йӗр лартса, хӑмла, улма-ҫырла, пахча, вӑрман ӳстерсе пурӑннӑ. Мӗнрен килнӗ-ха чӑваш халӑхӗн сӗм аваллӑхран пыракан пархатарӗ? Паллах, авалтан пыракан ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑла-йӗркесенчен. Несӗлсем пире валли пуян халал хӑварнӑ. Вӗсем кашни ҫыннӑн ӑшӗнче (ӑс-тӑн, кӑмӑл-сипет, сапӑрлӑх тӗлӗш енчен) ҫирӗп шӑнӑр аталантарнӑ. Пирӗн несӗлсем ҫурхи-кӗрхи, ҫуллахи-хӗллехи йӑла-йӗркесене ирттернӗ. Чӑваш халӑх уявӗсем ҫулталӑк вӑхӑчӗсемпе ҫыхӑннӑ. Авалхи чӑвашсен ҫулталӑкӗ ҫуркуннерен пуҫланнӑ. Мӑнкунран пуҫласа ҫимӗкчен уяв тунӑ. Ыран мӑнкун тенӗ чух ялти ача-пӑча кивӗ ҫултан тухса пӗтмен усала хӑваласа сӗрен чупнӑ. Аслӑ калӑм эрнинче ентешсем ялта пурӑнакан хурӑнташӗсем патне ӗрете ҫӳренӗ. Ваттисем кӗреке пуҫне ларса пуҫ ҫапнӑ. Микула ҫитсен ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Çурхи ӗҫсем вӗҫленсен вара чӑваш ялӗсенче туйсем кӗрленӗ.