«Кашнин юратнӑ вӑййи (е вӑййисем) пур, вылянӑ хушӑра кашни хӑйне ун пек е кун пек тыткалать. Çакӑнта пулас пысӑк этем кӑмӑлӗн, ӑраскалӗн йӗрӗ палӑрать. Анчах та вӑйӑсен кӑсӑкрах пӗлтерӗшӗ те пур: вӗсем тин ҫеҫ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухса пыракан ҫыннӑн кукӑрӑлчӑк-мӑкӑрӑлчӑкӗсене тӳрлетеҫҫӗ, ытарлӑ каласан, ҫитменнисене ҫитереҫҫӗ, ытлашшине тасатаҫҫӗ, пӗчӗкрен пысӑк, усалтан ырӑ, ӑссӑртан ӑслӑ, хавшакран вӑйлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Вӑйӑсем пурнӑҫ пулӑмӗсемпе, унӑн кӑткӑс та хирӗҫӳллӗ тытӑмӗпе паллаштараҫҫӗ… Епле пулса кайнӑ-ши чӑваш вӑййисем? Тӗпчевҫӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх вӑйӑсен авалхи никӗсӗнче пурнӑҫ опычӗ выртать. Ахальтен мар вӑйӑсене хронологи йӗркипе вырнаҫтарсан, эпир этемлӗх историне курма пултаратпӑр. Чӑваш вӑййисем те, тимлесе тишкерсессӗн, пире хамӑр халӑх историйӗн страницисене вулама май параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Ухӑпа пемелле», «Çӗмрен ямалла», «Лашалла» вӑйӑсем тахҫан авал чӑваш ҫыннисем ҫеҫенхир тӑрӑхӗнче пурӑннине, вӑрҫӑ-харҫӑсене час-час хутшӑннисене систереҫҫӗ. «Ашакла» вӑйӑ чӑвашсем выльӑх-чӗрлӗх усраса пурӑннине ӗнентерет. «Хам патша», «Патшалла», «Ĕмпӳлле» т. ыт. вӑйӑсем Чӑваш ҫӗршывӗ вырӑс патшалӑх тытӑмне куҫнӑ тапхӑра аса илтереҫҫӗ, «Машинла», «Краскӑлла» т. ыт. вӑйӑсем вара хамӑр пурӑнакан ӗмӗр паллисемпе пӗр килеҫҫӗ. Вӑйӑсенче – халӑх историйӗ, ҫав вӑхӑтрах – кулленхи кӑткӑс пурнӑҫ та. Вӑйӑсенче хресчен ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсем те, ваттисемпе вӗттисен хутшӑнӑвӗсем те, туслӑхпа юлташлӑх ҫыхӑнӑвӗсем те аванах курӑнаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, этем пурнӑҫӗ туллин ӳкерӗнет. Çутҫанталӑк – этемлӗх сӑпки. Çын ҫутҫанталӑк панӑ ырлӑхпа авалтан усӑ курнӑ, вӑл ҫав хӑвата иксӗлми пӗлтерӗш вырӑнне хурса хакланӑ, ӑна упрама тӑрӑшнӑ. Çакӑ чӑваш вӑййисенче куҫкӗрет.
Чӑваш вӑййисене тӗрлӗ принципсене тӗпе хурса ушкӑнлама пулать. Хӑш ӳсӗмрисем вылянине кура чи пӗчӗккисен (2-5 ҫулхисен), вӑтаммисен (6-10), аслӑраххисен (11-16), ҫамрӑксен (17-19) вӑййисене палӑртмалла, арҫын ачасемпе хӗрачасен вӑййисене те ҫӑмӑллӑнах уйӑратпӑр. Хӑҫан вылянине кура ҫурхи, ҫуллахи, кӗрхи, хӗллехи вӑйӑсене палӑртатпӑр. Вӑйӑсенче пӗр-пӗр япалапа усӑ курнӑ пулсан – вӗсене – пӗр ушкӑна, япаласӑр вылямаллисене тепӗр ушкӑна кӗртме май пур. Тӗпчевҫӗсем хускануллӑ тата пӗр вырӑнта вылямалли хусканусӑр вӑйӑсене те палӑртаҫҫӗ.
Вӑйӑсен ретӗнче сӗм аваллӑхран килнисене, вӑтам ӗмӗрсенче ҫуралнисене, каярахпа (XVII–XIX ӗмӗрсенче) йӗркеленнисене, XX ӗмӗрӗн кӑткӑс аталанӑвне пула калӑпланисене асӑрхатпӑр. Ячӗсем, сюжет тытӑмӗ тӗрлӗ халӑх вӑййисен пӗрпеклӗхпе уйрӑмлӑхӗ пирки те калама май параҫҫӗ. Чӑваш ачисен чылай вӑййисем урӑх чӗлхеллӗ ачасем хушшинче сарӑлнисемпе пӗр пекрех. Тӗслӗхрен, «Тытмалла» вӑййӑн расна варианчӗсем «Пятнашки», «Ловитки», «Ляпки», «Салки» т. ыт. ятпа вырӑссем пурӑнакан вырӑнсенче ҫӳреҫҫӗ. Чӑвашсен «Ашакла» вӑййин йӗрӗсене вырӑссен «Бабки», грузинсен «Кочаоба», азарбайджансен «Султан», бурятсен «Шагай», дагестан халӑхӗн «Чендабали биркъуле» вӑййисенче тупатпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑйӑсем питӗ хӑвӑрт сарӑлаҫҫӗ, пӗр вырӑнтан теприне куҫса улшӑнса ҫирӗпленеҫҫӗ. Часах вӑл е ку халӑх пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ…».
Воронцов, Г. Вӑйӑ – пурнӑҫ шкулӗ / Г. Воронцов // Ача-пӑча вӑййисем / Г. Воронцов. – Пӗрремӗш пайӗ. – Шупашкар, 1992. – С. 4-5.