Чӑваш Енри ӳсен-тӑран пуянлӑхӗпе тата тӗрлӗ енлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Ӑна вӑрмансемпе ҫеҫенхир тӑрӑхӗсем черетленни сӑнласа парать. Ҫутҫанталӑк уйрӑмлӑхӗсемпе – ҫӗр пичӗпе, климачӗпе, тӑпра тытӑмӗпе Чӑваш Енре ӳсен-тӑран районӗсем уйрӑм палӑраҫҫӗ: Атӑл леш енчи лӑсӑллӑ, Атӑлҫум юманлӑхлӑ та вӑрманлӑ ҫеҫенхирлӗ, Сӑрҫум лӑсӑллӑ, Сӑрҫум юманлӑхлӑ, Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ ҫеҫенхирлӗ тата Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫеҫенхирлӗ. Хутӑш вӑрмансенче юман, хурӑн, ҫӑка тата кедр, тӗм йывӑҫҫисенчен шӑлан ҫырли, палан тӗл пулаҫҫӗ. Вӑрмансенче ҫырла нумай, пуринчен ытларах – кӗтмел, хура ҫырла, йӳҫ ҫырли.
Республикӑри ӳсен-тӑран тӗнчинче апат-ҫимӗҫ, эмел, сиплӗх, витамин курӑкӗсем, тутлӑ шӑршӑлли те техӗмли, илемлӗ чечекли тата ытти усӑллисем нумай. Эмел ӳсен-тӑранӗсем анлӑ сарӑлнӑ: эмеллӗ упа кӗпҫи, вӑрман ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли, ҫу уйӑхӗнчи лантӑш (мулкач хӑлхи), юнлӑ-хӗрлӗ катӑркас, вар-хырӑма тасатакан йыт ҫӗмӗрчӗ, шултра ҫеҫкеллӗ хӗрлӗ пӳрнеске курӑкӗ тата ыт. Чӑваш Ен уй-хирӗсенче ҫум йышши хир курӑкӗсен тӗсӗсем питӗ нумай, ҫакӑ авалхи ҫӗр ӗҫ культурисемпе ҫыхӑннине тата ҫӗр ӗҫӗн тымарӗсем тарӑн пулнине пӗлтерет.
Вӑрмансенче ҫуркунне ир ҫеҫкене ларакан илемлӗ ӳсен-тӑран нумай, уйрӑмах вӗсем – юманлӑхра. Кунта чечекленекеннисем кавирленсе ҫӑра ӳсеҫҫӗ: ҫӗлен калчисем, ҫӗлен куҫӗсем, тӗпеклӗ чечексем, ҫил тата пыл курӑкӗсем, лантӑшсем тата ыт. Шыв-шур ӳсен-тӑранӗ юханшывсен тата ытти шыв-шур ҫыранӗсенче ӳсет, вырӑн-вырӑнпа чӑтлӑхлансах ларать, ҫавӑн пек чӑтлӑхсенче шывра ишекен кайӑк-кӗшӗк хӳтлӗх тупать. Шыв-шур ӳсен-тӑранӗ хушшинче илемлӗ ҫеҫке ҫураканнисем тата сайра тӗл пулаканнисем нумай – кӑкшӑм, сывлӑм курӑкӗ, хир качаки мамӑкӗ, ирис чечекӗ, орхидея евӗрлисем, ҫавӑн пекех шыв мӑйӑрӗ (аир), шыв хупахӗ, ухмах йывӑҫҫи, шур ҫырли тата ытти те.
Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекин «Редкие и исчезающие растения и грибы» 1-мӗш томне 256 тӗс кӗртнӗ, ҫав шутра кӗпҫеллӗ ӳсен-тӑран – 188 (хупӑ вӑрӑллисем – 170, лӑсӑллисем – 2, упасарри евӗрлисем – 6, пантаккай евӗрлисем – 4, кӑчӑр курӑкӗ евӗрлисем – 1, ие курӑкӗ евӗрлисем – 5), мӑк евӗрлисем – 14, мӑк курӑкӗ (лишайник) евӗрлисем – 30, мӑк курӑкӗпе хутӑшман кӑмпасем – 24 тӗс.
Чӑваш Енре ӳсен-тӑрана тӗпчекен истори 300 ҫула яхӑн шутланать. Пӗрремӗш хут кун ҫинчен 1739 ҫулта Т. Гербер нимӗҫ медикӗ тата ботаникӗ хӑйӗн ҫулҫӳревӗнче, ҫавӑн пекех 1768 ҫулта И. И. Лепехин ҫутҫанталӑк сӑнавҫи ертсе пынӑ академи экспедицийӗнче пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн 1926-1932 ҫулсенче А.Я. Гордягин профессор тата А. Д. Плетнева-Соколова ертсе пынӑ Хусан патшалӑх университечӗн геоботаника экспедицийӗ вӑхӑтӗнче ӳсен-тӑрана тӗплӗн тишкернӗ. (Тӗплӗнрех : Плетнева-Соколова А. Д. «Сорные растения Чувашской Республики по исследованиям 1926 года»).
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт пӗртен-пӗр вӗренӳ кӗнеки З. М. Куданован «Определитель высших растений Чувашской АССР» (Шупашкар, 1965) пулнӑ, унта ҫутҫанталӑк тӗнчин 950 тӗсне кӗртнӗ. Хальхи ушкӑнлав йӗрки валли С.К. Черепанов ӗҫӗнче кӑтартнӑ сводкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. 2000-мӗш ҫулсенче ҫӗнӗ тӗпчевсене (Налимова Н. В., Маевский П. Ф., Гафурова М. М. тата ыт.) пӗтӗмлетнӗ. Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Н.В. Цицин ячӗллӗ Тӗп ботаника сачӗн Шупашкарти филиалӗнче тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывран илсе килсе вырӑнти ҫутҫанталӑка хӑнӑхтарнӑ чӗрӗ ӳсен-тӑран пуххи ешерет.
Ӳсен-тӑранӑн чӑвашла ячӗсем А. Д. Плетнева-Соколова ытти авторсемпе пӗрле хатӗрленӗ «Русско-чувашский словарь названий растений, произрастающих на территории Чувашии = Ӳсен-тӑран ячӗсен вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (1967) ӗҫре кӑтартнӑ, хӑш-пӗр ятсене каярахри ҫӑлкуҫсенче те палӑртнӑ (Куданова З. М., «Определитель высших растений Чувашской АССР» (1965). Республика ҫӗрӗ ҫинчи нумаях пулмасть палӑртнӑ ӳсен-тӑран тӗсӗсен чӑвашла ячӗсен варианчӗсене В.А. Яковлев сӗннӗ. Мӑк, лишайник (мӑк курӑкӗ) тата макромицетсем (пысӑк шӗлепкеллӗ тата туналлӑ кӑмпасем) валли чӑвашла ятсем илсе паман.
Красная книга Чувашской Республики / Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики ; научные редакторы: М. М. Гафурова [и др.]. Т. 1 : Редкие виды растений и грибов : о 256 видах растений и грибов, ч. 1 / под редакцией М. М. Гафуровой. – Чебоксары, 2019. – 332 с.
Плетнева-Соколова, А. Дикорастущие кормовые растения Чувашской АССР / А. Плетнева-Соколова. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1959. – 128 с. : рис., табл.
Плетнева-Соколова, А. Сорные растения Чувашской Республики по исследованиям 1926 года / А. Плетнева-Соколова. – Чебоксары : Плановая комиссия Чуваш. АССР, 1927. – 27 с.