Тӗрлӗ зоогеографи облаҫӗсен чиккисенче пулнине кура Чӑваш Республикин чӗрчунсен тӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ. Кашкӑр, вӗлтрен лӗпӗшӗ, калта е карас пулӑ ҫинчен кӑтартса ӑнлантарма кирлӗ те мар. Ҫак тата ытти час-часах тӗл пулакан чӗрчунсене ахаль те пӗлетпӗр. Анчах республикӑра ҫупах евӗр кӑвак (синец) тата шӑла евӗр (берш) пулӑсем, кайя упа – ҫӗрлехи лӗпӗш, куҫлӑ тата юман лӗпӗшӗсем (бражники), слон евӗр пысӑк сӑмсаллӑ нӑрӑ пуррине пурте пӗлеҫҫӗ-ши? Чӑваш Енри чӗрчун тӗнчи пуян та тӗрлӗ енлӗ.
Вӑрмансенче, шыв-шурсенче, уй-хирсемпе улӑхсенче 5000 яхӑн чӗрчун тӗсӗ пурӑнать, ҫав шутра 4500 яхӑн ҫурӑм шӑммисӗррисем тата 400 яхӑн ҫурӑм шӑммиллисем. Чӑваш Республикин «Животные» ятпа тухнӑ Хӗрлӗ кӗнекине 290 тӗсне кӗртнӗ: ҫурӑм шӑммисӗррисем – 161, ҫурӑм шӑммиллисем – 129. Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине ҫурӑм шӑммисӗр чӗрчунсенчен икӗ тӗрлӗ моллюск, виҫӗ тӗрлӗ рак йышши, пӗр тӗслӗ шӑрчӑк, пӗр тӗслӗ тӳрӗ ҫунатли, ултӑ тӗрлӗ пӗр тан ҫунатли, ҫурма хытӑ ҫунатлисенчен пӗр тӗсӗ, 32 хытӑ ҫунатли, 93 хупӑллӑ ҫунатли, 20 тӗрлӗ ҫурхахлӑ ҫунатлӑ хурт-кӑпшанкӑ, икӗ тӗрлӗ эрешмен, ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсенчен 17 тӗрлӗ пулӑ, ҫӗрти-шыврисем – икӗ тӗрлӗ, шуса ҫӳрекеннисенчен икӗ тӗрли, 72 вӗҫен кайӑк, сӗтпе ӳстерекеннисен 35 тӗсӗ кӗнӗ.
Чӑваш Енри ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсен тӗнчи ытларах вӑрманлӑ ҫеҫенхирте пурӑнать. Вӑл ҫара ҫерҫисем, упа тата ҫӳлевӗҫ пуррипе уйрӑлса тӑрать. Ула тыркас, пысӑк ҫӗр мулкачи, чӑпар хир шӑшийӗ, сӑвӑр, каюра тата пӗчӗк сӑрӑ арлан – ҫеҫенхирти чӗрчунсен чи паллӑ тӗсӗсем. Чĕрчунсен пĕр пайĕ кăнтăр тайга чӗрчунӗсен йышӗнче шутланать, вӗсен тĕп ушкӑнне пӑши, хĕрлĕ уй шӑшийӗ, пӑрӑнтӑк кӗреççĕ. Ҫак ушкăна çавăн пекех шурă мулкач, вĕçекен пакша, юс кĕреççĕ. Промысла кайӑкӗсенчен республикӑри вӑрмансенче пӑши, хир сысни, шашкӑ, пӑсара, сӑсар, тилӗ, мулкач, пакша тата ыттисем те пурӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен тӑрӑх юхса иртекен Атӑл, Сӑр, Ҫӗрпӳ юханшывӗсенче, пӗвесемпе кӳлӗсенче тата ытти шыв-шурсенче пулӑсен 53 тӗсне палӑртнӑ, вӗсенчен Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине ҫырма пулли кӗркке (халӗ ҫухалнӑ тесе палӑртаҫҫӗ), шурӑ пулӑ, белуга, вырӑс осётрӗ (шеврӗк пулӑ), хура ҫурӑмлӑ ҫелке, ҫӗлен пулӑ, осётрсен ушкӑнӗнчи шип пулӑ, вырӑс шарлак пулли, ахаль чул ай пулли, ҫӗкӗ, партас, юханшыв кутанӗ, йӳҫек пулӑ, хура хырӑм, кӳлӗ кутанӗ кӗнӗ. Ахальлисен хушшинче – ҫупах, ҫӑрттан, карас, хура пулӑ, уланкӑ, шӑла, хӗрлӗ ҫунат, сазан, ҫыпҫӑнчӑк пулӑ, хӗҫ пулӑ, шампа, ӑптӑ тата ыттисем. Килсе ярса ӗрчетнӗ тӗссенчен – йыт пулли евӗр ротан, тюлька, шурӑ амур тата хулӑн ҫамкаллӑ пулӑ.
Ҫынсем тытнине пула ҫурӑм шӑммиллисен чылай тӗсӗн шучӗ 1980-мӗш ҫулсенчен чакса пырать (кӑшлакан чӗрчунсемсӗр пуҫне). Пӗтӗм Европа тӑрӑхӗнче тахҫан пурӑннӑ йӑпарсен шучӗ хальхи вӑхӑтра ытларах Раҫҫейре, сахал шутлӑн кӑна Беларуҫра, Казахстанра тата Украинӑра сыхланса юлнӑ. Йӑпара Раҫҫей Федерацийӗн Хӗрлӗ кӗнекине тата Ҫутҫанталӑка сыхлакансен пӗтӗм тӗнчери пӗрлешӗвӗн Хӗрлӗ списокне кӗртнӗ. Чӗрчунсен тӗсӗсен аталанӑвне япӑх витӗм кӳрекен сӑлтавсем темиҫе. Вӗсен хушшинче – ГЭС витӗмӗ те, ҫутҫанталӑк шыв-шурне варалани те, сунар йӗркисене пӑсса сиен кӳни те. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Ургуль кӳллинче синкерлӗх пулнӑ: унта пулӑҫсен серепинче йӑпар чыхӑнса вилнӗ. Ҫавӑнтанпа Сӑр ҫумӗнче пурӑнакан ҫак сайра тӗл пулакан тискер кайӑкӑн шӑпи паллӑ пулман. Телее, «Присурский» заповедникра ирттернӗ тӗпчевсем хыҫҫӑн йӑпарсем пур тата вӗсен шучӗ ҫителӗклех тесе ҫирӗплетнӗ.
Красная книга Чувашской Республики / Государственный природный заповедник «Присурский» ; автор-составитель и заместитель главного редактора А. В. Димитриев. Т. 1, ч. 2. Редкие и исчезающие виды животных / Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики. – Чебоксары : Чувашия, 2010. – 371 с., [56] л. ил. с.
Природа Чувашии : книга-альбом / А. В. Димитриев [и др.]. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2017. – 253, [2] с. : фот. цв., карты.
Воронов, Л. Н. Животный мир / Л. Н. Воронов, Л. В. Егоров // Чувашская энциклопедия : [в 4 томах]. – Чебоксары, 2006 – . – Т. 2 : Ж-Л. – 2008. – С. 18 : ил.
Глушенков, О. В заповеднике «Присурский» найдена современница мамонта – русская выхухоль / О. Глушенков. – Текст : электронный // Государственный природный заповедник «Присурский» : [сайт]. – URL: https://www.prisursky.ru/669-v-zapovednike-prisurskiy-naydena-sovremennica-mamonta-russkaya-vyhuhol.html (дата обращения: 26.01.2026).
Животный мир Чувашии: летающие медведицы, слоники // Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики : [сайт]. – URL: https://minpriroda.cap.ru/news/2020/05/27/zhivotnij-mir-chuvashii-letayuschie-medvedici-i-sl (дата обращения: 26.01.2026).