Халӑх тумӗ – пирӗн культурӑн пысӑк пайӗ. Ун хакне, пӗлтерӗшне, сумне лайӑхрах пӗлме, чӑваш тумӗн историпе паллашма В. Николаевпа Г. Иванов-Орков тата В. Иванов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха» кӗнеки пулӑшӗ.
«Пирӗн халӑх, хури-шурне сахал мар тӳссе ирттернӗ пулин те, хӑйӗн ӗмӗрхи культурине упраса-аталантарса пыма пултарнӑ. Ҫав ӑспурлӑхӑн пӗр пайӗ – капӑр тум.
<…> Халӑх тумӗн тытамӗнче унӑн темиҫе ӗмӗре ҫыхӑнтаракан кӑткӑс ҫул-йӗрӗ йӗрленсе юлнӑ. Вӑл, пӗр енчен, ҫеҫенхирти йӳркӗн пурнӑҫшӑн майлаштарнӑ тӗрӗк ҫи-пуҫне аса илтерет, ҫав вӑхӑтрах вӑрман тӑрӑхӗнчи финн-угрсен тумтирӗпе те ҫураҫуллӑ курӑнать. Чӑваш культурин никӗсӗ – ҫӗр ӗҫӗ, ҫакӑ тумра та сисӗнет: ҫипуҫа кантӑрпа йӗтӗн пиртен ҫӗленӗ, тӗрӗ-эреше хӑт кӗртекен сӑрӑсене те ӳсен-тӑран тымарӗнчен, ҫулҫинчен, ҫеҫки-чечекӗнчен хатӗрленӗ. Паллах, выльӑх-чӗрлӗх паракан пурлӑх та – тир, ҫӑм – тумтир ӑсталанӑ чух пайталлӑ пулнӑ.
Пур ушкӑнти чӑвашсен те XVIII-XIX ӗмӗрсенче тум капашӗ, иленки тата терминологийӗ пӗр евӗрлӗ пулнӑ. Тӗпре – кӗпе, ӑна тӗрлӗ йышши капӑрлӑхпа: тӗрӗ-эрешпе сӑн кӗртнӗ. Кӗпере халӑх йӑли ҫирӗп упраннӑ темелле: пурте ӑна шурӑ пиртен, пӗр манерлӗ тенӗ пек ҫӗленӗ, тӗрӗпе, хӑю-шараҫпа тата шӑтӑклапа илемлетнӗ. Пуҫа хушпу-тухья тӑхӑннӑ е сурпан сырнӑ. Пилӗке пиҫиххисем ҫыхнӑ, чӗрҫитти тата сарӑпа яркӑч ҫакнӑ. Капӑрсен йышӗнче тенкӗ-нухрат, тӗрлӗ шӑрҫа тӗп вырӑн йышӑннӑ.
Халӑх ӑспурлӑхӗн ытти пуламӗсенни пекех, тумӑн та пӗлтерӗшӗ нумай. Малтанах вӑл пӑсӑк ҫанталӑкран тата «усал-тӗселрен» сыхлакан хӳтлӗх пулнӑ. Каярах унӑн тайӑнӗ кӑткӑсланнӑ: тум усӑлӑха, илеме тата ӑс-хакӑл туртӑмне ҫypaҫтарнӑ. Унӑн ӗлки, капашӗ, тӗсӗ, тӗрри-эрешӗ – пурте пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, вӗсем ҫыннӑн этнос ушкӑнне, социаллӑ тӑрӑмне, арлӑхне, ӳсӗмне, мӑшӑрлӑхне палӑртнӑ.
Тумӑн символла пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ. Унта авалхи чӑвашсем Ҫут тӗнчене мӗнле курни сӑнарланнӑ. Тум ҫинчи паллӑсем этеме йӗри-тавралӑхпа ҫыхӑну тупма пулӑшнӑ. Хӑш-пӗр паллисем ҫыннӑн кил-йышри вырӑнӗ пирки хыпарланӑ, теприсем вара ҫын хӑйӗн ӑрӑвӗ-несӗлӗпе, Ҫутҫанталӑкпа, Тӗнче уҫлӑхӗпе мӗнле килӗшӳре пулнине палӑртнӑ. Тум ӗренкинче Ҫут тӗнче тытӑмне тӗшмӗртме пулать: ҫӳл тӳпе, ҫӗр пичӗ, ҫӗр тӗпӗ».
Николаев, В. В. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. – Мускав ; Шупашкар ; Аремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. – С. 9-10.
«Вӗсем кӗпесене ҫип шутласа пурҫӑн ҫиппе питӗ ӑста тӗрлеҫҫӗ. Вӗсен кӑткӑс тӗррисене канвапа тӗрлекен тӗрӗ ӑсти те пӑхса савӑннӑ пулӗччӗ». А. А. Фукс