Чӑваш музыки – чӑваш культурин пуянлӑхӗ. Вӑл нумай ӗмӗрлӗ фольклора, классика пуянлӑхне, чӑваш тата вырӑс композиторӗсен пултарулӑхне, хальхи вӑхӑтри халӑх хушшинче сарӑлнӑ юрӑсемпе театрсем лартнӑ спектакльсене пӗрлештерсе тӑрать.
«Чӑваш музыки текен пӗтӗмӗшле ӑнлав, тӗнчери нумай тӗслӗ музыка культурисен ретӗнче палӑрнӑ пулӑм пек, нумаях пулмасть ҫуралчӗ. Чи малтан ун ҫинчен XVIII-XIX ӗмӗрсенчи Раҫҫейӗн тӗп хулинчен аякра пурӑнакан халӑхсен пурнӑҫӗпе йӑлисене тӗпченӗ ҫулҫӳревҫӗсен ӗҫӗсенче асӑннӑ. Тӗслӗхрен, Петр Симон Паллас академик ҫырнине вулатпӑр: «… [Чӑвашсем] ташлаҫҫӗ… пысӑках мар ҫаврара, пӗр урине тепринчен уйӑрманпа пӗрех. Хӑнӑхнӑ йӗркепе шӑпӑр е сӗрме купӑс, е 16 тата 18 хӗлӗхлӗ кӗсле калаҫҫӗ» [1786. Путешествия по разным провинциям Российской империи. С.144-145]. Шупашкар уесӗнчи хӑйӗн именийӗнче пурӑннӑ Пушкин вӑхӑтӗнчи Александра Фукс ҫыравҫӑн чӑвашсен музыка пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса хӑварнисем сахал мар: «Кунта <…> ниме пуян иртет <…> ӗнер кунӗпе ӗҫлерӗҫ, каҫхине ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, кӗсле-шӑпӑр каласа ташларӗҫ <…>; Тепӗр сехетренех кӗпӗрленнӗ ушкӑна темле чӑрусӑрлӑх ярса илчӗ тейӗн: кӗслесем, палайсем, шӑпӑрсем пӗр чарӑнми янӑрарӗҫ»; «…Мусӑкҫӑ шӑпӑрӗпе килсе ҫитрӗ, тепри – кӗслепе, сӑрапа вӗҫӗмсӗр сӑйласах тӑраҫҫӗ, вара ташӑ пуҫланчӗ, вырӑссеннинчен вӑл уйрӑлса тӑраканскер. Хӗрарӑмсем – ташлама пысӑк ӑстасем…».
Фукс А. А. Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии (1840), С.16, 75.
XVIII ӗмӗр вӗҫӗпе-XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗпе палӑртнӑ паллӑ мар ӳнерҫӗн «Чӑваш уявӗ» (сӑн ӳкерчӗк ҫинче) пир ҫинчи картининче, пирӗн тема енчен пӑхсан, литературӑра ҫырса кӑтартнине улӑштармасӑр ӳкернипе кӑсӑклӑ; ташлакан ушкӑнӑн пӗр пайне сӑнарланӑ – вӗсен хушшинче ялта тата хула хӗрринче пурӑнакан ҫынсене, арҫынсемпе хӗрарӑмсене тата ачасене, ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илме пулать, пурте уяв тумӗсемпе; вӗсем асӑннӑ мӗнпур инструментпа, ҫав шутрах тӳтпе (рожок) те, калакан оркестр кӗввипе ташлаҫҫӗ».
Музыка мӗн авалтан ушкӑнӑнне кӑна мар, ҫаван пекех ҫемьепе уйрӑм ҫын пурнӑҫне те витерет, кулленхи пурнӑҫра тата уявсенче чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсен музыка культурипе халӑх пултарулӑхӗ кӑна паллаштарнӑ. Ҫырусӑр упранса юлнӑ вокалпа инструмент ӳнерӗ – пин ҫул историллӗ, наци музыка культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ.
Чӑвашсем ытларах юрра хаклани тата юрлама юратни – халӑх ӑс-тӑнӗнчи тӗп ӑс-хакӑл хаклӑхӗсенчен пӗри. Пентатоника – чӑваш музыкин янӑравлӑх никӗсӗ. Юрӑсенче час-часах 2-3 пентатон янӑравлӑхӗ пур, ҫакӑ сасӑ йышне 6-7 сасӑ таран анлӑлатма тата инҫӗшри ҫурма тон тума пултарать. 6 тата 7 пусӑмлӑ диатонлӑ сасӑ речӗсене ҫурма тонлӑ сасӑ кӗртнӗ юрӑсем тӗл пулаҫҫӗ.
Музыка мӗн авалах чӑвашсен ҫемье пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмӗсенче те, нумай турӑлӑх тата Христос тӗн уявӗсенче те, тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттернӗ вӑхӑтра та, халӑх вӑййисенче те нумай янӑранӑ. Ҫавӑнпа чӑваш халӑхӗ юрлакан музыка тӗрлӗ жанрлӑ: тӗпрен илсен, йӑла-йӗрке (ҫулталӑк йӑла-йӗрки тата ҫемье йӑлисен ярӑмӗсем) тата йӑла-йӗркепе ҫыхӑнман лирикӑллисем ҫине пайланаҫҫӗ.
Ытларах хорпа, пысӑк ушкӑнпа, хӑш чухне иккӗн-виҫҫӗн юрланӑ. Арҫынпа е хӗрарӑм пӗччен юрлани е музыка инструменчӗсемпе пӗр вӑхӑтра юрлани чылай сахал тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх музыки ҫинчен ҫырнисем пӗрремӗш хут В.А. Мошковӑн «Музыка чувашских песен» (Чӑваш юррисен музыки) кӗнекинче (Хусан, 1893) пичетленнӗ.
Юрлама кашни ҫынах пултарнӑ пулсан, музыка инструменчӗпе калас ӑсталӑха вара пурте алла илеймен. Ҫавна кура инструментсен вӑййисен кӗввисем те питӗ сахал пулнӑ. Чылай юрра юрланӑ чухне тӗрлӗрен кӗвӗ инструменчӗпе каланӑ: шӑпӑр, сӑрнай, купӑс, шӑхлич, тутут, сӗрме купӑс, хӑма купӑс (виҫ хӗлӗхлӗ сӗрме купӑс), кӗсле тата ыттисем.
Ӗлӗк-авалхи йӑла-йӗркепе лирика юррисем, авалхи музыка инструменчӗсемпе кӗвӗленисем чӑваш музыка культурин, унӑн классикин тӗп пайӗ пулса тӑраҫҫӗ. Шӑпах вӗсенче чӑваш халӑх музыкин яланхи стилӗпе пӗрлешӗнсе илемлӗ витӗмлӗ хатӗрсен тытӑмӗ йӗркеленнӗ.
Професси шайӗнче чӑваш музыки XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӑнӑҫлӑ аталанма тытӑннӑ. Унӑн пуҫламӑшӗ Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗпе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Шӑпах унта чӑваш фольклор юррисен пӗрремӗш пуххисем тухнӑ.
«Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» (1908, 1912).
Хальхи чӑваш музыка ӳнерне никӗслекенсен шутне Ф. П. Павлов, С. М. Максимов, В. П. Воробьев кӗреҫҫӗ. Чӑваш музыкин аталанӑвне вырӑс музыканчӗсем В. М. Кривоносов («Савӑнӑҫ» пӗрремӗш музыка комедийӗ, 1935; кантатӑсем, оркестрпа каламалли тата камера музыкин хайлавӗсем), ҫавӑн пекех И. В. Люблин, С. И. Габер хӑйсен тӳпине хывнӑ. Чӑваш кӗввисене вырӑс композиторӗсенчен А. Н. Александров, А. А. Касьянов, В. А. Белый, С. Е. Фейнберг, В. В. Нечаев, Ф. Сабо венгр композиторӗ тата ыт. те тимленӗ. Ленинград композиторӗ В. Г. Иванишин чӑваш симфонине (1936) тата «Нарспи»оперӑна (1940) ҫырнӑ. Чӑваш музыкинчи чи лайӑх ҫитӗнӳсем ҫак ятсемпе ҫыхӑннӑ: Ф. М. Лукин, Г. С. Лебедев, А. Г. Орлов-Шуҫӑм, А. Н. Тогаев, Ф. С. Васильев, А. В. Асламас, Г. Я. Хирбю, В. А. Ходяшев, М. А. Алексеев, Т. И. Фандеев, А. М. Токарев, А. А. Петров, А. Г. Васильева, А. М. Михайлов тата ыттисем те. Вӗсен хайлавӗсем халӑхӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫне ҫирӗп кӗрсе ларнӑ, чи пахалӑхлӑ сочиненийӗсем вара пӗтӗм чӑваш музыка культурин пуянлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енре илӗртӳллӗ (ҫӑмӑл) музыка, тӗпрен илсен, вокалпа инструмент ансамблӗсенче тата эстрада оркестрӗсенче вылякансен тата пуҫаруллӑ авторсен пултарулӑхӗнче палӑрать. 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа чӑвашсен халӑха ҫывӑх музыкине хайласси тата юрласси анлӑ сарӑлнӑ.
Ржанов, В. Чӑваш халӑх искусстви // Ялав. – 1947. – 9 № – С. 22-23.
Культура Чувашского края : учебное пособие / В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др. ; сост., авт. вступ. ст., отв. ред. М. И. Скворцов. – Чебоксары – Ч. 1. – 1995. – С. 230-267.
Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 2, 2009. – С. 223-232.