Этнографи ушкӑнӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Истори / Этнографи ушкӑнӗсем

Этнографи ушкӑнӗсем

Чӑвашсен этнографиллӗ ушкӑнӗсем

«Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн этногенезӗнчи, культурӑпа калаҫу чӗлхинчи хӑшпӗр уйрӑмлӑхсене кура пӗр-пӗринпе тачӑ хурӑнташлӑ икӗ этнографиллӗ ушкӑнран – турипе (вирьял) анатри (малти) чӑвашсенчен тӑрать. XVI-XVII ӗмӗрсенче вара анатри чӑвашсем хушшинче тӗп анатри, анат енчи этнографиллӗ ушкӑнсем палӑрса ҫитеҫҫӗ. Ҫав ушкӑнсен ячӗсем йӑх-ӑрусен расналӑхӗсенчен килмеҫҫӗ, вӗсене, тӗпрен илсен, хӑйсем пурӑнакан географилле вырӑнсене шута илсе ҫеҫ уйрӑмшар ятсем панӑ. Ҫакӑ вӑл йӑлтах асӑннӑ этнографиллӗ ушкӑнсем Атӑлӑн хӑш тӑрӑхӗнче, ту е анат енче, тӗпленсе пурӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫав хушӑрах тепӗр чухне анатри чӑвашсене малти (хӗвелтухӑҫӗнчи) чӑвашсем тенине те илтме пулать. Кунсӑр пуҫне тата халӑхӑн вырӑнти ушкӑнӗсене географилле паллӑрах вырӑнсен ячӗпе уйӑрса калани те пур; кӑнтӑр енчисем, Атӑл, Сӗве, Сӑр, Ҫӗрпӳ, Шупашкар чӑвашӗсем т. ыт. те.

Тури е вирьял чӑвашӗсем пирӗн республика территорийӗн ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем урӑх вырӑнсенчен куҫса килнӗ авалхи пӑлхарсем кунти аборигенсемпе пӗрпекленнипе пулса кайнӑ. Анатри чӑвашсене илес пулсан, вӗсем сӑвас йӑхӗсем, пӑлхарсемпе финн-угрсем пӗрлешсе пӗрпекленнӗ территорие куҫса килсе, ҫав йӑх-ӑрусен этногенезне кӗнипе йӗркеленсе ҫитнӗ, хӑйсен йӑх-ӑру ятне те, «чӑваш» этнонима, ҫаплипех упраса хӑварнӑ. Кайрантарах вара чӑваш халӑхӗн пур этнографиллӗ ушкӑнӗсем те хӑйсене чӑваш теме тытӑннӑ. Вирьялсене илес пулсан, вӗсем хӑйсем те анатри чӑвашсене тӗп чӑвашсем тесе йышӑнаҫҫӗ.

Тури е вирьял чӑвашӗсем хальхи Чӑваш республикин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ территорийӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унӑн ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчи чикки республикӑн ҫакӑнти чиккипе пӗр килет. Хӗвелтухӑҫпе кӑнтӑр еннерех вара ҫав чикӗ Сӗнтӗрвӑрринчен пуҫланса Маклашки ялӗ урлӑ Ҫӗрпӳ патнелле, унтан Супар, Красноармейски тата Вӑрман Енӗш ялӗсем урлӑ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле иртет. Вӑрнар районне кӗрекен Ҫӗрпел ялӗпе Вӑрнар станцийӗнчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерех пӑрӑнса, Сӑр хӗрринчи вӑрман тӑрӑхнелле кӗрсе каять, Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашӗ ялӗнчен кӑшт кӑнтӑрарахран тӑсӑлса, Пӑрачкав салин ҫурҫӗр енӗпе Сӑр хӗррине ҫаврӑнса тухать.

Анат енчи чӑвашсем вирьялсемпе анатри чӑвашсем хушшинчи ҫӗрсене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен чикки хӗвелтухаҫ енче Энӗш варринчен пуҫланать, ҫак шыв тӑрӑх Кушкӑ ялӗ (Ҫӗрпӳ районӗ) патне ҫитсе, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑнать, Чурачӑк урлӑ Вӑрнар еннелле ҫаврӑнса пырса, Сӑр вӑрманне кӗрсе каять. Ҫапах та ҫакна тӗп-тӗрӗс темелли ҫук, мӗншӗн тесен анатри чӑвашсем йышӑнакан территорин ӗлӗк-авал ярт уҫӑмлӑ чикӗ пулман. Вӗсем халӗ пирӗн республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр енчи ҫӗрӗсене йышӑнаҫҫӗ.

Этнографилле ушкӑнсене кура чӑваш чӗлхи икӗ тӗп диалекта – вирьялпа анатри диалектсене пайланать, ҫапах та вӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсемех ҫук, вирьялсемпе анатри чӑвашсем пӗр-пӗрне питӗ аван ӑнланаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе ирӗклӗн калаҫаҫҫӗ.

Этнографипе чӗлхери уйрӑмлӑхсене шута илсе, вирьялсене те, анатри чӑвашсене те виҫшер пысӑк мар ушкӑна уйӑраҫҫӗ: ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи, вӑтам тӑрӑхри, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи вирьялсем (тури чӑвашсем), ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енчи, хирти, вӑрман тӑрӑхӗнчи анатри чӑвашсем.

Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи вирьял чӑвашӗсен чикки Шупашкар патӗнче пуҫланать, Ишлей, Мӑн Мамаш ялӗсемпе иртет, Урпаш шывӗпе ҫаврӑнса пырса, хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнса каять те Выл шывӗ тӑрӑх ун варрине тухать. Ҫак ушкӑнри тури чӑвашсем туҫи ҫармӑсӗсемпе кӳршӗллӗ пурӑнаҫҫӗ.

Вӑтам ушкӑнри вирьялсен хӗвелтухӑҫ енчи чикки пӗтӗм вирьялсен пӗрлехи чиккипе ҫурҫӗртен кӑнтӑралла Красноармейски ялӗ патне тухать, унтан Мӑн Ҫавал тӑрӑх иртсе, Ҫӗмӗрле урлӑ Сӑр шывӗ патне пырать.

Вирьял чӑвашӗсен виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ иккӗмӗш ушкӑнран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелли территорие йышӑнать. Хӑшпӗр этнографсем вӑтам ушкӑнри вирьялсем хушшинче хӑйне евӗр тепӗр пӗчӗк ушкӑн – Кӑрмӑш чӑвашӗсем пуррине кураҫҫӗ, вӗсен территорине Выл шывӗнчен хӗвеланӑҫ еннелле – Тури Вылӑпа (Элӗк р-нӗ) Турхан (Ҫӗмӗрле р-нӗ) ялӗсем урлӑ кӑтартаҫҫӗ, унта хальхи пӗтӗм Хӗрлӗ Чутай районне, Етӗрне районӗн кӑнтӑр енчи тӑрӑхӗпе Ҫӗмӗрле районӗн ҫурҫӗр енчи территорине кӗртеҫҫӗ.

Вирьялсен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ушкӑнӗнчи чӑвашсем хӑйсене таса чӑвашсем тесе шутламаҫҫӗ («Пэр прамой чуаш мар, прамой чуашла пӗлмеспӗр, прамой чуашшам анатра порначчӗ»). Ку ушкӑнри калаҫу чӗлхинче хӑйсен мӑн аслашшӗсем урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ пӑлхарсемпе пӗрпекленнӗ ту ен марисен чӗлхин сулӑмӗ хытӑрах палӑрать, мари чӗлхин акценчӗ уҫҫӑн сисӗнсе тӑрать.

Тури чӑвашсен вӑтам, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ ушкӑнӗсем йӗркеленнӗ процеса авалхи мордвасем те хутшӑннӑ пулас. Ҫакна вырӑнти диалектран, ҫипуҫ япалисен, йӑла-йӗркен уйрӑм элеменчӗсенчен тавҫӑрма пулать. Ҫапах та тури чӑвашсен ҫав ушкӑнӗн этникӑллӑ тӗп пайӗ пӑлхар компоненчӗ пулнӑ, ҫакӑ чӗлхере ҫеҫ мар, культурӑпа йӑла-йӗркен пур сферинче те яр-уҫҫӑн палӑрса тӑрать.

Вӑтам тӑрӑхри анатри чӑвашсене ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ (анат енчи), кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ (мал енчи) ушкӑнсене уйӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинчи чикӗ Атӑл хӗрринчи Кушник ялӗ (Сӗнтӗрвӑрри р-нӗ) патӗнчен пуҫланса Ҫӗрпӳ патне тухать, унтан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле иртсе Кушкӑ ялӗ урлӑ (Ҫӗрпӳ р-нӗ) анатри чӑвашсен чикки патне ҫитет.

Ҫак тӑрӑхра чӑвашсен культуринче авалхи мари йӑхӗсемпе тутарсен сулӑмӗ кӑшт кӑна сисӗнет, ҫавӑнпа та вӗсен чӗлхипе йӑли-йӗркинче чӑваш халӑхӗн хӑйне уйрӑм этникӑллӑ енӗсем курӑмлӑрах палӑраҫҫӗ. Калаҫу чӗлхи тӗлӗшӗнчен вӗсем вирьялсене, анчах йӑла пурнӑҫӗ, уйрӑмах хӗрарӑм ҫипуҫӗ енчен анатрисене ҫывӑх.

Анатри чӑвашсен ҫурҫӗр енчи ушкӑнӗ Чӑваш республикин хӗвелтухӑҫ тӑрахӗнче, Вӑрӑм шывӗпе унӑн ту енчи юпписем тӑрӑх Вӑрнар станцийӗ таран вырнаҫнӑ. Хирти чӑвашсем Вӑрӑм шывӗнчен кӑнтӑралла, Сиккасси, Комсомольски, Урмаел, Явӑш, Ыхраҫырми, Тӑрӑн, Сӑкӑт ялӗсен тӑрӑхӗнчен хӗвелтухӑҫ еннелле, ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ таврашӗпе пирӗн республикӑн кӑнтӑр енчи чиккисем таран пурӑнаҫҫӗ.

Малтан анатри чӑвашсен икӗ этнографиллӗ ушкӑн (ҫурҫӗр енчисемпе вӑрман тӑрӑхӗнчисем) кӑна пулна. Хиртисем кайрантарах, анатрипе анат енчи чӑвашсен пӗр пайӗ XVI-XVII ӗмӗрсенче «тӑлӑх хирсене» пурӑнма куҫнӑ хыҫҫӑн, йӗркеленсе ҫитнӗ. Вӗсен культурипе чӗлхине хӑйсен тачӑ хуранташӗсен – тутара тухнӑ чӑвашсен элеменчӗсем сахал мар кӗнӗ.

Чӑваш чӗлхин чи тасарах культурин диалекчӗ ҫурҫӗр енчи анатри чӑвашсен калаҫӑвӗнче упранса юлнӑ. Тутарсемпе кӳршӗллӗ пурӑнакан хирти чӑвашсен чӗлхине вара тутар сӑмахӗсемпе сӑмах ҫаврӑнашӗсем ытларах кӗнӗ. Тутарсемпе тачӑ хутшӑнса пурӑннӑ май, вӗсем ҫак халӑхӑн сӑмахӗсемпе пӗрлех йӑли-йӗркине те нумай йышӑннӑ, мӑсӑльман тӗнне кӗнисем вара майӗпенех тутара тухса пынӑ.

Чӑваш халӑхӗн пысӑк е пӗчӗкрех этнографиллӗ ушкӑнӗсем пулса каясси, каларӑмӑр-ха, культурапа йӑла-йӗрке, чӗлхе уйрӑмлӑхӗсенчен килеҫҫӗ. Ҫав уйрӑмлӑхсем чӑваш этногенезӗнче тӗп компонентсем – тӗрӗк чӗлхипе калаҫнӑ пӑлхар-сӑварсемпе вырӑнти финн-угрсем – пӗрпӗрне мӗнлерех витӗм кӳнинчен килнӗ.»

Каховский, В. Ф. Чӑвашсем : историллӗ-этнографиллӗ очерксем. Шупашкар, – 1984. – С. 149-152.

Чуваши

Чуваши / Рос. акад. наук, Ин-т этнологии и антропологии им. Н. Н. Миклухо-Маклая, Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук, 2017. - 653, [1] с., [24] л. ил. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Эткер

Эткер : [просветительский фильм об этнографии чувашского народа] / Госкиностудия "Чувашкино" и архив электронной документации, 2019. - Изображение (движущееся ; двухмерное) : электронное. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чуваши Урало-Поволжья: история и традиционная культура этнотерриториальных гр...

Ягафова, Е. А. Чуваши Урало-Поволжья: история и традиционная культура этнотерриториальных групп (XVII - начало XX вв.) : [монография] / Е. А. Ягафова, 2007. - 529 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Происхождение чувашского народа

Каховский, В. Ф. Происхождение чувашского народа : основные этапы этнической истории / В. Ф. Каховский, 1965. - 484 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чӑвашсем

Каховский, В. Ф. Чӑвашсем : историллӗ-этнографиллӗ очерксем / В. Д . Димитриев рецензиленӗ, 1984. - 188, [2] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вирьял Чӗлхи, эсӗ - Ылтӑн, эсӗ - Ахах!

Туркай, В. Вирьял Чӗлхи, эсӗ - Ылтӑн, эсӗ - Ахах! : [чӑваш чӗлхи ҫинчен] / Валери Туркай // Хыпар. - 2015. - 3 апрель/ака (№ 56/57). - С. 9. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Особенности свадебного обряда в доме невесты у чувашей вирьял

Осипов, А. А. Особенности свадебного обряда в доме невесты у чувашей вирьял / Александр Аркадьевич Осипов // Вестник Чувашского университета. Гуманитарные науки. - 2014. - № 1. - С. 49-55. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашский этнос

Родионов, В. Г. Чувашский этнос : исследования по этнологии и мифопоэтике / В. Г. Родионов, 2017. - 322 с. - Текст : элетронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Параллели в религиозно-мифологических картинах мира и обрядовости татар и чув...

Исхаков, Р. Р. Параллели в религиозно-мифологических картинах мира и обрядовости татар и чувашей. Опыт историко-этнографической реконструкции : доклад на научной сессии Чувашского государственного института гуманитарных наук по итогам работы за 2013 год / Р. Р. Исхаков, 2013. - 56 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чуваши. История и культура; Т. 1

Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 т. / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 1, 2009. - 415 с., [16] л. ил. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее